Сиенлĕ кăпшанкăсене пĕлмеллех
Ӳсен-тăрана сиенлекен кăпшанкăсене икĕ пая пайлама пулать: 1 — ĕмекеннисем, 2 — кăшлаканнисем.
Ĕмекеннисем ӳсен-тăран сĕткенне ĕмсе тăранса пурăнаççĕ. Çавна май ӳсен-тăран кирлĕ веществосем çитменнипе имшерленсе юлать, хăрма та пултарать. Ĕмекен кăпшанкăсем — уй пыйти /тля/, тĕрлĕрен сăвăссем, кăпшанкăсем. Вĕсен чăвашла ячĕсене пĕлсех каймастпăр та — цикадка, медяница, пенница. Хĕл каçнă кăпшанкăсем çуркунне питĕ хăвăрт аталанса ĕрчеççĕ. Сĕткене ĕмекенсен организмĕ пылак шĕвек кăларать. Çак шĕвекре чир-чĕр микробĕсем, вируссем, тĕрлĕ кăвакăш чирĕсем ĕрчеççĕ. Уй пыйти пур çĕре кăткă явăçать. Кăпшанкă кăларакан пылак шĕвеке пуçтарма чупса вĕсем чир-чĕре тĕрлĕ ӳсен-тăран тăрăх салатаççĕ, чир ертеççĕ.
Кăшлакан хурт-кăпшанкă ӳсен-тăранăн çулçине, папкине, кăчкине кăшласа сиенлет. Хăшпĕр çул çак кăпшанкăсем тапăннă участоксенче тухăç илесси 50-100% чакать. Вăйлă сиенленнĕ йывăç хăрса ларать. Кăшласа сиенлекеннисем — лĕпĕшсен хурчĕсем /гусеница/, хыт нăрăсен личинкисем, вĕтĕ вăрăмсăмса нăррисем т.ыт.те.
Улма-çырла йывăççисене хӳтĕлемелли меслетсем
- Хими мелĕ — ядохимикатсемпе усă курса.
- Биологи мелĕ — биопрепаратсемпе усă курса. Вĕсене чирпе кĕрешекен чĕрĕ бактерисенчен хатĕрленĕ. Сиенлĕ хуртсене пĕтерекен чĕрчунсене явăçтарса кĕрешмелли меслет те пур. Вĕсем шутне уяр кайăксем /божья коровка/, çерçи, пăрчăкан, тăри т.ыт. кĕреççĕ.
- Ӳсен-тăранран хатĕрленĕ отварсемпе настойсем.
Шел те, ытларахăшĕ ядохимикатсемпе усă курать. Паллах, çак меслет витĕмлĕ. Анчах хими им-çамĕпе усă курнă чухне препаратсем мĕнпур чĕрĕ организмшăн сиенлĕ пулнине шута илмелле: усăллă кăпшанкă та япăххипе пĕрлех пĕтет.
Хими им-çамĕпе юлашки хут çимĕçе пуçтариччен пĕр уйăх маларах пĕрĕхмелле. Унсăрăн наркăмăш çимĕçрен сĕвĕрĕлсе пĕтмест.
Сывлăха сиен кӳнине шута илсе йывăç-тĕмсене хими им-çамĕн пĕрлештернĕ хутăшĕпе пĕрĕхме тăрăшмалла. Им-çама хутăштарнă чухне вĕсем пĕр-пĕрне мĕнле витĕм кӳнине пĕлмелле. Дозăна инструкцире кăтартнинчен пысăклатни, шĕвекпе вăхăтра усă курманни препарат витĕмлĕхне ӳстермеççĕ, сиенĕ вара пулатех.
Им-çампа ятарлă тумтир, респиратор тăхăнса ĕçлемелле, ĕçе пĕтерсен тумтире хывмалла, пит-куçа, алăсене çумалла, е душ кĕмелле, таса çипуç тăхăнмалла.
Йывăç çулçи тухиччен пĕрĕхмелли им-çам: нитрофен, ДНОКа. Кăмпа чирĕсенчен 1% бордос шĕвекĕпе Хом хутăшĕ аван.
Карбофос, актеллик, актара — уй пыйтинчен, сăвăссенчен аван пулăшаççĕ.
Кăткăсене Гром е Гром-2 препарат пĕтерет.
Санмайт — çĕнĕ йышши им-çам — сăвăссенчен, уй пыйтинчен.
Килти хуçалăхра биологи препарачĕсемпе усă курсан аванрах. Вĕсем çын организмне сиенлемеççĕ, усăллă кăпшанкăсене, кайăксене пĕтермеççĕ.
Витĕмлĕ биоинсектицидсем: фитоверм, боверин, актофит, лепидоцид, биком т.ыт. Вĕсене инструкципе килĕшӳллĕн усă курмалла.
Ӳсен-тăран отварĕсемпе ĕçленĕ чухне те асăрхануллă пулмалла. Хăшпĕр ӳсен-тăран наркăмăшĕ самаях сиенлĕ. Тĕслĕхрен, ухмах курăкĕ, тикенек.
Уй пыйтинчен, сăвăссенчен çĕрулми, томат çеçкин отварĕпе пĕрĕхни лайăх пулăшать. Сухан хуппи шывĕпе, кĕл тăррипе /сĕлтĕ/ супăнь шывĕ те тĕрлĕ хурт-кăпшанкăна пĕтерет. Çак хутăшсем этем организмĕшĕн пачах та сиенлĕ мар.