Archive - Çу 2016
мая 5th
Наянлăха çĕнтермелле те çитĕнÿ тумалла!
«Çĕнĕ ятсем уçатпăр»
Çамрăк авторсен литература пултарулăхĕн «Çĕнĕ ятсем уçатпăр» /Открываем новые имена/ республика конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕсем хатĕр. Хальхинче вăл улттăмĕш хут иртрĕ, ăна чăваш литературин классикĕ К.В.Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине халалланă.
Конкурса республикăри 13 районтан тата 3 хуларан пурĕ 44 çын, ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшăннă. Ĕçлекен çамрăксен пултарулăх ĕçĕсем — сахалрах. Хĕрсем хастартарах пулнине палăртмалла.
Пит-куçра яланах йăлтăр кулă пултăрччĕ
Компьютер вăййисем ăçта илсе çитереççĕ?
Халĕ килте компьютер пуррипе никама та тĕлĕнтереймĕн. Аслисене вăл ĕç валли е пĕр-пĕр фильм пăхма, Интернетра юлташĕсемпе е ĕçтешĕсемпе хутшăнма кирлĕ. Ачасем вара хальхи технологисемпе вăйă выляса вăхăт ирттереççĕ. Çапла майпа шăпăрлансем вăйă авăрне кĕрсе ÿкме пултарĕç, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхама пăрахĕç, юлташсемпе чĕрĕлле хутшăниччен монитор умне ларма кăмăл тăвĕç.
«Çамрăксен хаçачĕ» 17 (6110) №. 5.05.2016
«Парада хутшăнса çĕршывшăн мăнаçланатăп»
Пире тăнăç пурнăç парнеленисене хисеплесе Çĕнтерÿ кунĕнче пĕчĕккисем те, аслă ÿсĕмрисем те парада хутшăнаççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче тĕп хулари Хĕрлĕ тÿремре çар техникине çулленех курма пулать. Пĕлтĕр парада лаша спорчĕн çар тĕсĕпе — джигитовкăпа — интересленекенсем хутшăнса хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç.
Информаци «океанĕ» ачашăн хăрушă
Ача килте çук чухне ашшĕ-амăшĕ яланах кулянать: шкула кайнă е килнĕ чухне çул çинче темĕн сиксе тухасран та, юлташĕсемпе уçăлса çÿренĕ вăхăтра та... Анчах тĕпренчĕкĕ килте Интернетра ларсах инкеке çакланма пултарассине аслисем тавçăрмаççĕ те.
Пĕлĕт айĕнчен тухнă хĕвел пайăрки
Арăмĕпе ывăлне тăлăха хăварнă
Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнчи Бор хулинче инкек пулнă. Коммунистсен урамĕнче çĕкленекен 12 хутлă çуртăн иккĕмĕш хутĕнче взрыв кĕрленĕ. Малтанхи версие ĕненес тĕк, дизель компрессорĕ сирпĕннĕ. Унăн çумĕнче икĕ газ баллонĕ пулнă. Инкекре тăватă çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тепĕр тăваттăшне, йывăр суранланнăскерсене, больницăна ăсатнă. Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче больницăра тепĕр çын вилнĕ. Бригадăра 20-40 çулсенчи арçынсем ĕçлени паллă. Хур курнисен йышĕнче Чăваш Ен çыннисем те пур. Ку тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Халĕ следовательсем ăна тĕпчеççĕ.