Комментари хушас

5 Çу, 2016

Компьютер вăййисем ăçта илсе çитереççĕ?

Халĕ килте компьютер пуррипе никама та тĕлĕнтереймĕн. Аслисене вăл ĕç валли е пĕр-пĕр фильм пăхма, Интернетра юлташĕсемпе е ĕçтешĕсемпе хутшăнма кирлĕ. Ачасем вара хальхи технологисемпе вăйă выляса вăхăт ирттереççĕ. Çапла майпа шăпăрлансем вăйă авăрне кĕрсе ÿкме пултарĕç, йĕри-тавра мĕн пулса иртнине асăрхама пăрахĕç, юлташсемпе чĕрĕлле хутшăниччен монитор умне ларма кăмăл тăвĕç.

Анчах тепĕр чухне компьютер вăййисене пула ачасем уроксене сиктернĕ самантсем те пур. «Пемелли» пĕр-пĕр вăйăра çĕнĕ шая хăпарассишĕн ирчченех çывăрмаççĕ. Çавăнпа та, паллах, урок вĕренме вăхăт юлмасть. Çапла вара мĕн пĕчĕкрен вĕсем виртуаллă тĕнчере ÿсеççĕ.

Компьютер вăййисем пĕр-пĕринчен пахалăхĕпе çеç мар, жанрĕпе те уйрăлса тăраççĕ. Аркада ушкăнне кĕрекеннисем ансатрах, çавăнпа вĕсем питех те хăрушă мар — шăпăрланăн ачалăхĕнчи ырă вăхăтсене кăна туртса илеççĕ. Часах йăлăхтараççĕ вĕсем, çавă лайăх та. Сăнарлă вăйăсем хăрушăрах. Мĕншĕн тесен вĕсемпе кăсăк-ланакан ача хăйне çав сăнар пек туйма пуçлать, чăн пурнăçа асăрхама пăрахать. «Пемелли» вăйăсем вара шăпăрланăн психикине сиенлĕ витĕм кÿреççĕ. Мĕншĕн тесен кунти сюжет çынна хĕсĕрленипе çыхăннă. Черетлĕ хирĕç тăракана «вĕлернĕ» май ача мĕн ыррине вĕренет-ши, характерăн хăш енĕсене аталантарать? Тарăху, агресси, теприне вăйпа пăхăнтарасси — çапла çын пултарса ÿстересшĕн-ши пĕчĕкскере ашшĕ-амăшĕ тата патшалăх?

«Тантăш» вулаканĕсем компьютер тата вăйăсем пирки мĕн шухăшлаççĕ-ши?

Наташа, 14 çулта:

— Килте компьютер пур-ха, анчах ун умне сайра-хутра çеç ларатăп. Вăл мана реферат хатĕрлеме, тĕрлĕ конкурса хатĕр-ленме çеç кирлĕ.

Олег, 17 çулта:

— Икĕ кунта пĕрре /пĕр-икĕ сехет/ компьютер умне ларатăп. Интернетра хама кирлĕ информаци шыратăп.

Анастасия, 13 çулта:

— Компьютер умĕнче пулни мана 20 минут та çителĕклĕ, вĕренÿпе çыхăннă ĕçсем валли çеç кирлĕ вăл мана.

Мария, 11 çулта:

— Манăн компьютер пур. Эпĕ ун умне час-часах ларатăп, тĕрлĕ вăйă выляма юрататăп. Ирхине 2-3 сехет, каçхине 1-2 сехет вылятăп, унсăр пуçне телефонпа та пĕр сехет çапла ирттеретĕп.

Дима, 15 çулта:

— Килте компьютер çук. Смартфонпа тĕрлĕрен вăйă вылятăп: «Танки», «Стратегия» тата «Гонки». Вĕсем вăхăта ытлах илмеççĕ, эпĕ унта самантлăха кăна кĕрсе тухатăп. Халĕ манăн вĕренмелле-ха, экзамена хатĕрленмелле. Çавăнпа Интернетра онлайн-тест ыйтăвĕсене хуравласа хамăн пĕлĕве тĕрĕслетĕп.

Чун киленĕçĕпе /ÿкересси, вуласси, çырасси, алă ĕçĕпе аппаланасси е чечексемпе ĕçлесси/ пурăнма пĕлекене, паллах, çавăн йышши чунсăр вăйăсем кăсăклантараймаççĕ. Анчах компьютер е телефон вăййисĕр пĕр кун та пурăнайманнисен асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен çав «шурлăха» пĕрре лексен вăл шаларах та шаларах\туртса кĕртет. Пирĕн вара аталанмалла, нумай пĕлме тăрăшмалла, кĕлеткепе кăна мар, ăс-тăнпа та çитĕнмелле. Виртуаллă тĕнчере пурнăç илемĕ курăнмасть, унта чылай ларсан хăрушă фильмсенчи зомби евĕрех пулса кайăн.

Лариса ПЕТРОВА

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.