Archive - Çу 2016

мая 5th

5 Çу, 2016

Пĕчĕк шкулăн пысăк ыйтăвĕ

Пĕр кунхине редакцие шăнкăравларĕç. «Пирĕн шкулта 1-мĕш тата 2-мĕш чĕрĕксенче ачасене акăлчан чĕлхи йĕркеллĕ вĕрентмерĕç. Урок ирттермесĕрех журнала паллăсем лартнă, чĕрĕкне те пĕтĕмлетнĕ. Халĕ те акăлчан чĕлхи учителĕ эрнере пĕр кун çеç килет.

5 Çу, 2016

«Аннен кукăльне илменшĕн ĕмĕрĕпех кулянтăм»

Шупашкарта пурăнакан 92 çулти Пелагея Латухина çамрăк чухнехи сăнÿкерчĕкне кăтартсан: «Эпĕ кăтраччĕ. Хĕрсем шÿтлесе: «Çÿçне касар», — тетчĕç. Халĕ вăл шуралчĕ», — тесе йăл кулчĕ. Пурнăçĕнче кашни йывăрлăха чăтма пултарнă вăл. Никама та усал туман, пурне те ырă çеç суннă.

5 Çу, 2016

«Хыпар» 67-68 (26977-26978) №№. 5.05.2016

5 Çу, 2016

Чире сарăлма памаççĕ

Комсомольски районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци кăçалхи I кварталра профилактика тумалли плана 100% тултарнă. Амак вăй илесрен выльăха вакцинацилемелли кашни уйăхри ĕçсене туллин пурнăçлать.

5 Çу, 2016

Пĕçертекен хĕвел акма хистет

Çураки Шупашкар районĕнче те вăй илчĕ. Иртнĕ шăматкун «Приволжское» акционер обществин Ярăскасси уйĕнче акма тухрĕç.

Уй-хир ĕçĕсене Александр Порфирьев, Олег Романов, Василий Смирнов, Герман Ефимов, ытти механизатор хутшăнать.

5 Çу, 2016

«Кĕрÿ манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарчĕ»

Канаш районĕнчи Анаткасра пурăнакан Иван Лукиянов фермер 2015 çулта производство кăтартăвĕсемпе ХФХсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

5 Çу, 2016

«Чир те сирĕлнĕн туйăнать…»

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ «Пациент ырлăхĕшĕн» проектпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле тĕрĕслеве лекнĕ малтанхи учреждени «Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больница» БУ пулнăччĕ.

5 Çу, 2016

Диктант - чăмăртанма хистекен проект

Пĕтĕм чăваш диктантне кирек кам та çырма пултарать, çапах акци хастарĕсен хушшинче кăçал та шкул ачисемпе студентсем, вĕрентекенсем, ăслăлăхпа культура тытăмĕнче тăрăшакансем ытларах пулчĕç. Диктант çырма кăмăл тăвакан чиновниксем те тупăнчĕç, анчах — пĕри те тепри васкавлă ĕçрен хăпаймарĕ-ши — сахаллăн пулчĕç вĕсем.

Диктанта кăçал 6 пин ытла çын çырнă. Акцие хутшăнма кăмăл тунисем Чăваш Енĕн кашни районĕнчех тупăннă. Ярса панă ĕçсен йышĕнче Самар облаçĕнчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнисем те пур.

Pages