диктант
Юридици диктанчĕ çырар-и?
Хамăрăн правасене лайăх пĕлетпĕр-и? Çакна тĕрĕслемешкĕн май пур! Раштавăн 3-10-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри юридици диктанчĕ çыраççĕ. Мероприятие РФ Конституцийĕ вăя кĕнĕренпе 25 çул çитнине халалланă.
Диктанта хутшăнма кăмăл пур-и? Ăна çĕршывăн кирек хăш кĕтесĕнче те çырма май пулать. Онлайн мелпе те, ятарлă лапамсенче те. Вĕсем ыран, раштавăн 7-мĕшĕнче, кăнтăрла 12 сехетре çĕршыври пĕтĕм регионта, çав шутра Чăваш Енре те уçăлĕç.
Географи пĕлĕвне тĕрĕслер-и?
Географи пĕлĕвне тĕрĕслес килет-и? Эппин, ятарлă акцие хутшăнăр. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12 сехетре географи диктанчĕ çырĕç.