«Пĕтĕм вырăссен диктантне» Оксана Ачкасова вулĕ
Çырас пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе 2004 çултанпа ирттерекен акци кăçал ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ. Пирĕн республикăра ăна Чăваш патшалăх университечĕпе «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ йĕркелеççĕ.
ЧПУ ректорĕ Андрей Александров каланă тăрăх — диктант çыракансен йышĕ ÿссе пырать. Студентсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе аслă шкулта «Русский по пятницам» курс йĕркеленĕ.