Диктант çырма — пĕрешкел ручка
Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Раççейре пурăнакансем «Пĕтĕм вырăссен диктантне» çырĕç. Йăлана кĕнĕ çак акцие Чăваш Ен те хутшăнĕ.
Йĕркелекенсем каланă тăрăх, кăçал çынсем пуçласа диктант пĕрешкел ручкăпа çырĕç. Çак кунсенче пирĕн республикăна акцие хутшăнакансемпе комисси членĕсем валли 1350 ручка илсе килнĕ. Вĕсене Шупашкарта, Канашра мероприятие йĕркелекенсене тыттарнă.
Сăмах май, диктант çыракансем валли 225 пин ручка хатĕрленĕ. Вĕсене Раççейри 424 хулапа яла машинăпа, самолетпа, пуйăспа, паромпа илсе çитернĕ.