Комментари хушас

26 Чÿк, 2017

Географи пĕлĕвне тĕрĕслер-и?

Паян, чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче, 12 сехетре И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра географи диктанчĕ çырма пуçларĕç.

РФ Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе пуçарнă вĕрентÿ акцине Вырăс географи обществи кăçалхипе виççĕмĕш хут ирттерет.

Диктант виçĕ сыпăка пайланă 30 тест ыйтăвĕнчен тăрать. Пĕрремĕшне географи ăнлавĕсене тата терминсене пĕлнине тĕрĕслекен ĕçсем кĕнĕ. Иккĕмĕшĕ карттăпа ĕçлеме пĕлнине тĕрĕслет. Виççĕмĕш уйрăмри ĕçсем çулçÿревçĕсен дневникĕсенче çырса хăварнă тата илемлĕ хайлавсенчи сыпăксем тăрăх географи объекчĕсене палăртассипе çыхăннă. Иртнĕ çулсенче акцие хутшăнакансем каланă тăрăх — çак пай уйрăмах кăсăклă, «вăл кĕнеке вулама тата карттăсемпе ĕçлеме хавхалантарать».

Чăваш Енре диктант çырмалли тĕп лапам кăçал та ытти çулсенчи пекех И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн истори-географи факультечĕ шутланать. Çавăн пекех географи пĕлĕвне проект сайтĕнче /dictant.rgo.ru/ тата ятарласа йĕркеленĕ лапамсенче тĕрĕслеме пулать.

Алексей Тарасов, 80 çулта:

- Çамрāк чухне Совет Союзне йāлт çаврāса тухнā, тата та пулнā, çерем çēрсем те уçнā, Çēпēрe парāнтарнā. Диктанта хутшāнса хамāн Тāван çēршыв пирки мēн пēлнине тēрēслес тетēп.

Екатерина Лукьяненко, Шупашкарти 33-мēш шкул вēрентекенē:

- Ачасене диктанта хутшāнасси пирки каларāм та хаваспах килēшрēç. Хāйсен вāйне, пēлēвне тēрēслес пāхчēр. Кунашкал мероприятие эпир, 3 Б класс ачисем, пēрремēш хут хутшāнатпāр.

Теги: