Комментари хушас

12 Apr, 2018 | Культура | Диктант

Çырас пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе 2004 çултанпа ирттерекен акци кăçал ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче иртĕ. Пирĕн республикăра ăна Чăваш патшалăх университечĕпе «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ йĕркелеççĕ.

ЧПУ ректорĕ Андрей Александров каланă тăрăх — диктант çыракансен йышĕ ÿссе пырать. Студентсен пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе аслă шкулта «Русский по пятницам» курс йĕркеленĕ. 

Акцие хутшăнакансен йышĕ кăçал та пысăк пуласса шанаççĕ. Вĕсем валли темиçе пÿлĕм хатĕрленĕ, университет диктант çырма кăмăл тăвакан 800 çынна йышăнма пултарать. Проект координаторĕ, ЧПУн филологипе журналистика факультечĕн деканĕн заместителĕ Андрей Обжогин пĕлтернĕ тăрăх, яланхи пекех чи çамрăккипе чи аслине ятарлă парнепе хавхалантарĕç.

Кашни çыракана хура ручка парĕç. Ун çине «Ку ручкăпа пĕтĕмĕшле диктант çырнă» тесе палăртнă. Тĕрĕслекенсем валли хĕрлĕ тĕслĕ ручка хатĕрленĕ. 

Шупашкарсем Наци библиотекинче, Хăвăрт вулакансен шкулĕнче, Гагарин ячĕллĕ библиотекăра диктант çыраççĕ. Çĕнĕ Шупашкарсен 6-мĕш гимназие каймалла. Ют çĕршывран килнĕ студентсем валли уйрăм лапам ĕçлĕ, вĕсем хăйсен пĕлĕвне «TruD» тест витĕр тухса тĕрĕслеме пултарĕç. Йĕркелÿçĕсем диктант çырас кăмăл пуррисене totaldict.ru сайтра регистрациленме сĕнеççĕ. Унта онлайн-уроксем ирттереççĕ, харпăр хăй кабинетĕнче диктант результачĕсемпе паллашма пулать. Регистрациленмесен те акцие хутшăнма чармĕç.

Диктантăн текстне вулама паллă çынсене чĕнеççĕ. Кăçал тĕп диктантор пулма Наци телерадиокомпанийĕн ертÿçине Оксана Ачкасовăна шаннă. Диктант текстне Гузель Яхина писатель çырса хатĕрленĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: