«Географи диктанчĕ» çывхарать

22 Юпа, 2018

Раççей географи обществи чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче черетлĕ хутчен «Географи диктанчĕ» ирттерет.

Акцие Шупашкар та хутшăнать. Аса илтерер: диктант çырмалли тĕп лапам — ЧПУн историпе географи факультечĕ /Университет урамĕ, 38 çурт/ пулĕ.

Кунашкал диктант кăçал тăваттăмĕш хутчен иртнине аса илтермелле. Пĕрремĕш хутчен вăл 2015 çулта иртнĕччĕ. Пĕлтĕр хăйсен географи пĕлĕвне тĕрĕслеме 260 пин çын кăмăл тунăччĕ.

Пĕтĕм Раççейĕпе ирттерме тытăннă акци пĕлтĕр çĕршыв чиккинчен те тухнăччĕ. Кăçал та ăна Аргентина, ЮАР, Тайланд, Норвеги, Дани, Франци, Испани, Итали, Турци, Финлянди, Эстони, Азербайджан тата ытти çĕршывсенче хутшăнма пулать.

Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче проектăн сайтĕнче /dictant.rgo.ru/ акцие хăйсем патĕнче ирттерме кăмăл тăвакансенчен ыйту йышăнма пуçланă. Паянхи куна кунашкал лапамсен шучĕ 1 пинрен иртнĕ.

ww.hypar.ru

 

Комментари хушас