Комментари хушас

7 Чÿк, 2018

Географи пĕлĕвне тĕрĕслер-и?

Географи пĕлĕвне тĕрĕслес килет-и? Эппин, ятарлă акцие хутшăнăр. Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче 12 сехетре географи диктанчĕ çырĕç.

Вырăс географи пĕрлешĕвĕ ирттерекен çак акци кăçалхипе тăваттăмĕш хут йĕркеленĕ. Хальхинче çĕнĕлĕх кĕртнĕ: диктант икĕ пайран тăрĕ, кашнинче — 15 ыйту. Вĕсем пĕлтĕрхи ыйтусенчен самай улшăнса тăрĕç. Акцие йĕркелекенсем палăртнă тăрăх, диктант викторина евĕр пулĕ. Географи пĕлĕвне тĕрĕслес текенсене Чăваш наци музейĕнче кĕтеççĕ. Унсăр пуçне диктанта dictant.rgo.ru сайтра онлайн-мелпе çырма пулать.

www.hypar.ru

Рубрика: 
Теги: