«Кĕрÿ манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарчĕ»

Канаш районĕнчи Анаткасра пурăнакан Иван Лукиянов фермер 2015 çулта производство кăтартăвĕсемпе ХФХсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Вăл кун çумăр кăнтăрла çитеспе тытăнчĕ те каçченех лÿшкерĕ. Тÿпене тачка пĕлĕтсем тавраллах сырса илнĕ пулсан та ирхине çумастчĕ-ха вăл. Канаш районĕнчи Анаткасра пурăнакан Иван Лукиянов фермер çак самантпа туллин усă курма шухăшларĕ. Хăйне куллен пулăшакан хресченсемпе кĕрхи культура пуссине минерал удобрени сапма тухрĕ. Техникăна шанса пулмасть — путать, тăпра йĕпе-сапана пула тачкаланнă. Çуркунне вара кашни сехет шутра. Пĕр вăхăт чиперех ĕçлерĕç-ха. Хĕрсе кайнăскерсем çумăр кăштах шĕпĕртетнине шута та хумарĕç. Анчах пурпĕр йĕпенчĕç — тумтир йывăрланчĕ. Ĕç чарăнса ларчĕ. Чăн-чăн фермерăн чунĕ акара пулнине çавăн чухне аван туйса илтĕм.

Лукияновсем — ĕçчен йăх. Çемье пуçĕ — çичĕ ача ашшĕ — 14 çултан тытăнса 65-чченех тимĕрçĕре тăрăшнă. Халăх асне “Тимĕрçĕ Юкурĕ” ятпа кĕрсе юлнă. Çемьере виççĕмĕшĕ — Иван — шкул хыççăн Вăрнарти професси училищинче пахчаçă — хурт-хăмăрçă специальноçа алла илнĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ тăван колхоз салансан 1998 çулта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Лаптăка 0,5-1 гектартан 1300-е çитернĕ. Малтан кивĕ ДТ-75 трактор çеç пулнă. Çуллен çĕннине туянса техника паркĕ йĕркеленĕ. Çак пурлăхпа пĕччен хуçаланма çăмăл мар. Аслă кĕрÿшĕпе Иван Протасовпа канашланă. Вăл, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ пĕтернĕскер, пĕрле ĕçлеме килĕшнĕ. Çапла вăл та фермер пулса тăнă.

— Кĕрÿ манпа пĕр шухăшлă пулни савăнтарчĕ. Унпа мĕн пайламалли пур? Çĕрпе те, техникăпа та пĕрле усă куратпăр. Эпĕ тепĕр икĕ çулран пенсие тухатăп. Çамрăксем вăй илсе, çирĕпленсе юлччăр. Кĕрÿ 5 çул кăна тăрăшать-ха. Унăн пĕлмелли нумай. Инженер-механик пулнă май вăл мана — техника енчен, эпĕ агрономи пĕлĕвĕпе пулăшатăп, — тет Иван Егорович. — Маттур вăл. 3 çул каялла пĕр миллион тенкĕ ытларах грант илме пултарчĕ. Унпа тĕллевлĕ усă курчĕ: культиватор, паха вăрлăх туянчĕ.

Иванпа Нина Лукияновсем виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Татьянăпа Галина çемьеллĕ, кĕçĕнни ЧПУра фармацевта вĕренет.

Малтан хире 5 “Нива” кăларнă — 5 комбайнер кирлĕ пулнă. Халĕ “Палессе” килти тырпула вырса пуçтарнисĕр пуçне кÿршĕсене те пулăшать. Хăйĕн хакне саплаштарасшăн.

— Иван Егорович, сире мĕн канăç памасть?

— Ыйтăвĕ нумай. Чи малтанах, хаксен политикинче çирĕп йĕрке кирлĕ. Аграрисене питĕ улталаççĕ. Эпĕ кăçал манпа çапла пулать тесе шухăшламан. Пĕр паллă предприяти /ăна рекламăлас мар тесе ятне палăртмăпăр/ йÿнĕрех хакпа 40 тонна хутăш удобрени кÿрсе пама пулчĕ. Икĕ уйăх иртрĕ — сас-хура çук. Ырашăн пĕр килограмм хăйхаклăхĕ 6-7 тенке кайса ларать, Канаш элеваторĕ ăна 2-3 тенкĕллех туянасшăн. Çак тĕслĕхсем шухăша яраççĕ, — тет И.Лукиянов.

Сурăх кĕтĕвĕ тытаççĕ, çавăнпа утă ытлă-çитлĕ хатĕрлеççĕ. 100 гектар çинче — шурă-сарă илепер, пилĕк хут пĕчĕкрех лаптăкра люцерна туса илесшĕн. Илепере пĕр хут çулни çителĕклĕ, кайăвĕпе сидерат вырăнне усă курасшăн. Вăл тăпрана пуянлатать.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.