«Чир те сирĕлнĕн туйăнать…»

5 Çу, 2016

ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви иртнĕ çулхи юпа уйăхĕнче ĕçе кĕртнĕ «Пациент ырлăхĕшĕн» проектпа килĕшÿллĕн пĕтĕмĕшле тĕрĕслеве лекнĕ малтанхи учреждени «Шупашкар хулинчи П.Н.Осипов ячĕллĕ пĕрремĕш больница» БУ пулнăччĕ. Ведомство специалисчĕсен аудичĕ, «вăрттăн» пациентсен хутшăнăвĕсем тата министерство ертÿлĕхĕ сиплев организацийĕ çумне çирĕплетнĕ халăхпа тĕл пулни чылай çитменлĕхе тупса палăртрĕ: пациентсем регистрацие телефонпа шăнкăравлайманни, йышăну черетĕнче нумай кĕтме тивни, поликлиникăри тата пĕтĕмĕшле практика врачĕн Красин урамĕнче вырнаçнă офисĕнчи условисем чылайăшне тивĕçтерменни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕччĕ.

ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова асăннă учрежденире пулса «Пациент ырлăхĕшĕн» проектăн ĕç ушкăнĕ палăртнă тĕллевсене кунта еплерех пурнăçланипе интересленчĕ.

Больницăн тĕп тухтăрĕ Елена Майорова пĕлтернĕ тăрăх — медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстермешкĕн конкретлă мерăсем йышăннă. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче пĕрлехи call-центр йĕркеленĕ. Пациентсем халĕ 26-00-27 номерлĕ телефонпа пĕр хут шăнкăравласах регистратурăна лекеççĕ. Икĕ оператор ĕçленĕ май куллен 430 шăнкăрава йышăнаççĕ, вĕсене 20-25 çеккунтрах хурав параççĕ. Асăннă центр пулăшнипе пациентсем тухтăр йышăнăвне çырăннисĕр пуçне врача киле чĕнме, сиплевпе çыхăннă информацие илме пултараççĕ.

Йышăнăва килмелли çын кун пирки манса каясран СМС-пĕлтерÿпе аса илтерме пуçланă хыççăн электронлă майпа тухтăр патне маларах çырăннисем пыман тĕслĕх иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчи 35 процентран кăçалхи ака уйăхĕнче 22 таран чакнă.

Сыватмăша çÿрекенсен кăмăл-туйăмне çĕклемешкĕн хола çĕнĕ сăн кĕртнĕ. Хальлĕхе пĕрремĕш хутра кăна-ха, ыттисене те тĕпрен юсама шухăшлаççĕ. Унчченхи кивĕ, пациентсенчен кантăкпа уйăрнă регистратура вырăнне халĕ — уçă стойка-ресепшн.

Врач-специалистсен ĕçне çĕнĕлле йĕркеленĕ: участок терапевчĕсен, пĕтĕмĕшле практика врачĕсен йышăну вăхăтне вĕсене пациентсем патне киле çÿрессинчен хăтарнипе тăсма май килнĕ. Вырăна çитсе пулăшу памалли функцие пурнăçламашкăн ятарлă бригада йĕркеленĕ, ăна служба автомобилĕпе тивĕçтерни чылай пациент патне тухса çÿреме май парать. Пуçламăш сыпăкри тухтăрсен йышăнăвне шăнкăравласа пĕлтернĕ хыççăн 24 сехет иртиччен лекме пулать. Ансăр специалистсен пулăшăвне тивĕçмелли тапхăр та пĕчĕкленнĕ. Тĕслĕхрен, кардиолог патне — пĕр талăк, лор-тухтăр патне 1-2 кун маларах çырăнмалла.

«Сестра постне» йĕркелени черете кĕскетме пулăшнă. Сăмахран, Красин урамĕнче вырнаçнă пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пациентсем малтан çырăнмасăрах, «чĕрĕ» черет тăрса санаторипе курорт сиплевĕн справкине тата карттине йĕркелеме, пĕтĕмĕшле клиника тата планпа палăртнă госпитализаци анализĕсене памашкăн направлени йĕркелеме, сиплевçе хутшăнтармасăр татса памалли ыйтусене уçăмлатма пултараççĕ. Пĕтĕмĕшле практика офисĕнчи врачăн вара çынсене сиплемешкĕн вăхăт ытларах юлать. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх — «сестра постне» хута янăранпа тухтăрăн кашни йышăнура 1-4 минут пушанать, пациентсен йышĕ те куллен 3-5 çын чакать. Çакă вĕсенчен хăшĕ-пĕри хăйне канăçсăрлантаракан ыйтăва медицина сестрисемпе хутшăннипех татса панипе çыхăннă.

Алла Самойлова министра поликлиника холĕ кĕске хушăрах тĕпрен улшăнни савăнтарать: «Пациент кăмăлĕшĕн» проектпа килĕшÿллĕн асăннă больницăна тĕрĕсленĕ чухне чылай çитменлĕх тупса палăртрăмăр. Паянхи поликлиника малтанхинчен тĕпренех уйрăлса тăрать. Çĕнелсе улшăннине пациентсем те тивĕçлипе хакларĕç ахăр. Чи пĕлтерĕшли — чирлисем тухтăр патне вăхăтра лекчĕр тата пахалăхлă пулăшăва тивĕçчĕр.

Пирĕн çĕнĕ йĕркелÿ Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви çирĕплетнĕ нормативсемпе пĕр килет. Манăн шухăшпа — больница администрацийĕ çур çул каялла палăртнă тĕллевсене пурнăçланă. Паллах, лайăххин чикки çук, çавăнпа тата тăрăшуллăрах пулмалла. Паянхи пекех ăнăçтарсан тĕллев пурнăçланатех. Чи пĕлтерĕшли — критикăна йышăнса унран хăтăлмалли çул-йĕре шырама пĕлмелле».

Пациентсем больницăри çĕнĕлĕхсене ырлаççĕ. «Кунта сипленмешкĕн чылайранпа çÿретĕп. Сыватмăш тĕпрен илемленсе улшăнни кăмăла çĕклет, тухтăрсем лайăххи савăнтарать. 50 çулта чухнех мана операци тума юраманни, кун-çулăм татăлма пултарасси пирки пĕлтернĕччĕ. Кунти тухтăрсем пулăшнипе 78 çула çитрĕм. Тавах вĕсене», — пĕлтерчĕ Клавдия Митрошина.

Елена Григорьева шухăшĕпе — асăннă поликлиника ертÿлĕхĕ пурнăç уттинчен юлмасть, яланах çĕннине шырать. «Юсав хыççăн паян кунта пĕрремĕш хут килтĕм: хальхи йышши дизайн чуна тыткăнларĕ. Кăмăл уçăлчĕ, кун пек самантра чир те сирĕлнĕн туйăнчĕ. Тавах тухтăрсене», — терĕ вăл.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.