«Ман валеçесчĕ телей анчах»

5 Çу, 2016

«Тăвалла пулсан та малаллах» девизпа пурăнать çывăх тусăм, Патăрьел районĕнчи Кивĕ Катек ялĕнче кун çути курнă Валерий РАШТАВ сăвăç. Йывăç çинчен ăнсăртран ÿксе сусăрланнă хыççăн 15 çул ытла вырăнпах выртакан Валерăна поэзин асамлă вăрттăнлăхĕсене тĕпчемешкĕн «Чуна уçса калаçар» рубрикăн тĕпелне тахçантанпах чĕнетĕп, анчах ниепле те ÿкĕте кĕртейместĕп. Çулталăк каялла унăн иккĕмĕш кĕнеки — «Телей кайăкĕ» — вулакан патне çитрĕ. Çакăн хыççăн Валерăн те хĕпĕртенипе чунĕ çемçелчĕ, те вăл эпĕ унран интервью илмесĕр хăпмассине ăнланчĕ — аранах чунне уçма килĕшрĕ. Валерăпа тĕл пулмассерен Николай Островскин «Как закалялась сталь» повеçĕнчи Павел Корчагинăн сăмахĕсем аса килеççĕ: «Жизнь дается всего один раз, и прожить ее надо так, чтобы не было мучительно больно за бесцельно прожитые годы…» Çак йĕркесене 41 çула пуснă Валерий Самойлов-Раштав çинчен каланăнах туйăнать. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсене йывăрлăхсемпе ыратăва парăнмасăр пурнăçа юратакан Валера Раштавпа çывăхрах паллаштарас тесе Кÿкеçри инвалидсемпе ватăсен çуртне эксклюзивлă интервью илмешкĕн тулли кăмăлпа пырса кĕтĕм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.