Диктант - чăмăртанма хистекен проект

Пĕтĕм чăваш диктантне кирек кам та çырма пултарать, çапах акци хастарĕсен хушшинче кăçал та шкул ачисемпе студентсем, вĕрентекенсем, ăслăлăхпа культура тытăмĕнче тăрăшакансем ытларах пулчĕç. Диктант çырма кăмăл тăвакан чиновниксем те тупăнчĕç, анчах — пĕри те тепри васкавлă ĕçрен хăпаймарĕ-ши — сахаллăн пулчĕç вĕсем.

Диктанта кăçал 6 пин ытла çын çырнă. Акцие хутшăнма кăмăл тунисем Чăваш Енĕн кашни районĕнчех тупăннă. Ярса панă ĕçсен йышĕнче Самар облаçĕнчен, Чĕмпĕр тăрăхĕнчен, Тутарстанран, Пушкăртстанран килнисем те пур.

Диктанта тĕрĕслекенсем пĕтĕмĕшле илсен йăхташсем суйласа илнĕ текста аван çырнине палăртаççĕ. Мĕн пур йышран 27 проценчĕ /1708 çын/ — «пиллĕк», 39,5 проценчĕ — «тăваттă», 28­ проценчĕ «виççĕ» илнĕ. «Япăх» паллăпа 334 ĕçе хакланă.

Акци йĕркелÿçисенчен диктант пирки шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлер-ха.

Юрий ИСАЕВ, ЧПГĂИ директорĕ:

— Диктанта йĕркелесе ирттерме хутшăннă пур çынна та — çав шутра педагогсене, шкул директорĕсене — чĕререн тав тăватăп. Кăçалхи акцие, малтанхи çулсенчипе танлаштарсан, йăхташсем йышлăнрах хутшăннинче вĕсен тÿпи пысăк. Пуçарнă ĕç халăхăмăрăн массăллă мероприятийĕсен ретĕнче хăйĕн вырăнне тупни аван. Ку пулăм юрăпа ташă тыткăнĕнче пĕрле савăнни кăна мар, унăн тĕшши — тата тарăнрах. Чĕлхе — халăха шăнăрлакан тĕп икĕ пайран /тепри — территори/ пĕри. Пирĕн вăл та, ку та пур — апла-тăк малашлăхăмăр та пур! Хулари тĕрлĕ шкула çитсе тăван чĕлхепе çепĕç калаçакан, юрлакан ачасене куратăп та — чăвашлăха хĕссе кăларма паман вĕрентекенсен маттурлăхĕнчен тĕлĕнетĕп.

Татьяна ДЕНИСОВА, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин пуçлăхĕ:

— Кирек мĕнле ĕç те пĕр хăнăхсан кал-кал кайнăран-ши — кăçалхи диктанта çăмăллăнах йĕркелесе ирттертĕмĕр. МИХсен витĕмĕ пурах — халăх вăл хăçан, мĕнле майпа иртессине пĕлсе тăрать. Педуниверситетра диктант çырма уйăрнă икĕ аудитори лăк тулли пулни хавхалантарчĕ. Çуллен ĕçсене тĕрĕслеме тивнĕ май кăçалхи диктантра аслă ăру çыннисем лайăхрах çырни курăнчĕ. Шкул ачисен ĕçĕсенче ă, ĕ саспаллисен тăррине лартма манни тĕл пулчĕ. Текста ăнăçлă суйласа илнине палăртам: «Çăкăр хакĕ» повеç сыпăкне харăсах темиçе çын /пурте — вĕрентекен/ сĕнни текст шухăшĕ диктант темипе чăннипех килĕшсе тăнине палăртать.

Пĕрлехи диктанта малашне хутшăнма кăмăл тăвакансене кĕнеке, хаçат-журнал ытларах вулама сĕнетĕп. Тĕрĕс çырассине шăпах вулав витĕм кÿрет. Тăван чĕлхене пĕлни — кирек мĕнле ăслай патне çул тупмалли никĕс.

Ольга МИХАЙЛОВА /Элине/, «Тăван радио» редакторĕ:

— Диктанта маларахри çулсенче хам та çырнăччĕ, кăçал мана диктор пулма йыхравлани кĕтменлĕх пулчĕ. Радиора итлекене курмастăн та — калаçма çăмăл, кунта вара — халăх умне тухмалла. Хумхантăм та. Диктанта мĕнле çырасси çынсем текстри предложенисен шухăшне тĕрĕс ăнланнинчен те килет-çке — пăлхану акă мĕнпе çыхăнчĕ. Телее, йăлтах тĕрĕс-тĕкел иртрĕ.

Çыракан йышлă пулни акци малашне сарăлсах пырасса шанма май парать.

Ирина ПУШКИНА.

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.