Чире сарăлма памаççĕ

5 Çу, 2016

Комсомольски районĕнчи чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци кăçалхи I кварталра профилактика тумалли плана 100% тултарнă. Амак вăй илесрен выльăха вакцинацилемелли кашни уйăхри ĕçсене туллин пурнăçлать.

— Уртаракан чире пула пĕлтĕр Явăш ялĕнчи çемье пысăк тăкак курчĕ, — аса илчĕ центр ертÿçи Сергей Васильев. — Сăлтавĕ — хуçисенче. Ветспециалистсем ялта профилактика тунă кун вĕсем килте пулман. Хамăр айăпа та сирместпĕр. Тепĕр кунне ĕне патне çитмеллех пулнă. Вакцинацилемен пирки чир шала кайнă, выльăх виçĕ кунран вилнĕ. Лабораторире уртаракан чир вирусĕсене тупса палăртнă. Вĕсене пĕтерессишĕн Явăшра профилактика ĕçĕсене тĕплĕн турăмăр.

Иртнĕ çул тилĕ йăвисем патне организмри вируссене тамалтаракан эмел хурса тухнă — амака алхасма паман. Районта вăл пĕлтĕр шар кăтартнă урăх тĕслĕхе шута илмен. Ял тăрăхĕсен пысăкрах пайĕнчи выльăхпа кил чĕрчунĕсене уртаракан чиртен вакцинациленĕ. Ĕçе кăçал тăсатпăр.

Ветспециалистсем хĕлле тата çуркунне килти хуçалăхсем сутакан сĕте кашни уйăхра пĕрре, çулла икĕ хутчен тĕрĕслеççĕ. Республика Пуçлăхĕ кил хуçалăхĕсем туса илекеннине тишкерме хушнăранпа пахалăхĕ лайăхланнă. «Искра», «Сюрбеево», «Труд», «Урожай» хуçалăхсем вĕсенне тирпейлекен предприятисене ăсатаканни пушшех аван.

С.А.Васильев 1969 çулта Комсомольски районĕнчи Луцки ялĕнче çуралнă. Хусанти ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. Ĕç биографине асăннă районти «Искра» колхозăн тĕп ветеринарĕнчен пуçланă. Ветстанцин лаборатори заведующийĕ, республикăн ветеринарин патшалăх инспекторĕ пулнă. Кăçалхи нарăс уйăхĕнчен — çак районти чĕрчун чирĕсемпе кĕрешекен станци ертÿçи.

— Шел, ял хуçалăхĕн хăшпĕр организацийĕн штатра ветспециалист çук, — терĕ Сергей Алексеевич. — Çавăнпа фермăра чир амаланнине çийĕнчех пĕлмеççĕ. Пирĕн ветеринарсем хуçалăхсене яланах пулăшма хатĕр. Анчах ертÿçĕсем вĕсене чир шала кайсан çеç чĕнеççĕ. Çавна пула тăкак кураççĕ. Районта мăйракаллă шултра выльăх лейкозĕ сарăлнă вырăн пур. Сиплев пырать.

Ял-йыш ĕнесене ял хуçалăх организацийĕсенче, фермерсем патĕнче, Комсомольскипе Асанкасси ветпункчĕсенче пĕтĕлентерет. Ветспециалистсем кил хуçалăхĕсене çитсе чирлĕ выльăха, кайăк-кĕшĕке, йытă-кушака сиплеççĕ.

— Сăмахран, хĕлле пирĕн пата сунарçă йыттине илсе килчĕç, — каласа пачĕ С.Васильев. — Хир сысни шăлĕпе тирне çурнă. Суранĕ тарăнах марччĕ. Инфекцирен тасатрăмăр, тирне çĕлерĕмĕр. Пирĕн специалистсем Комсомольскинчи кил хуçалăхĕнчи ĕнене вилĕмрен çăлчĕç. Николай Немцев ветврач кушака çăвăрлама пулăшрĕ.

Учреждение тата унăн уйрăмĕсене ветврач, фельдшер, санитар кирлĕ. Çак специалистсен тивĕçне харăсах пĕр çын тăвакан тата виççĕшĕ те çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ канăва кайма пултаракан ветуйрăм та пур.

— Çĕнĕ кадрсем тупиччен ĕçрен пăрахса каймасан лайăхчĕ, — терĕ ертÿçĕ. — Çапах та коллективăн шанчăкĕ — учрежденире нумай çул вăй хунă, ăна халĕ те тĕревлекен специалистсем. Рустем Велимухаметов чылай çул учреждение ертсе пынă. Пенсионер пулин те ветаптека заведующийĕнче ĕçлеме килĕшрĕ. Учреждени директорĕн заместителĕ Айдар Шайдуллин, Мария Фомина /Александровка уйрăмĕ/, Зинаида Максимова /Дубовка/, Светлана Черновăпа Надежда Топтыгина /Асанкасси/ хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртас килет.

— Юлашки вăхăтра учреждение пĕр çамрăк та вырнаçман-и? — ыйтрăм кăсăклансах.

— Пур пĕрре! — палăртрĕ С.Васильев. — Пĕр уйăх каялла Ксения Лебедевăна, 3 çул каялла Чăваш патшалăх ял хуçалăх академине пĕтернĕскерне, ветврача илтĕм.

— Ветуйрăмсенче çамрăксем мĕншĕн ĕçлесшĕн мар?

— Сăлтавĕ тĕрлĕ — ĕç укçи пĕчĕкки, пушă вăхăта ялта хаваслăн йĕркелеме май çителĕксĕрри, социаллă ыйтусене хăвăрт татса парайманни… Çапах та агропром аталаннипе пĕрлех ветслужба та çирĕпленессе, унта çамрăксем ĕçе йышлăн вырнаçасса шанатпăр.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.