Егоровсен кашни ачи — ахах пĕрчи

5 Çу, 2016

Вăрмар районĕнчи Аслă Чак шкулне кĕрсен тÿрех стена çинчи стенд куç тĕлне пулчĕ. Унта вĕренÿ отличникĕсен ячĕсемпе хушамачĕсем çырăннă. Черетпе вулатăп.

Чим, Егоров хушамат нумай кунта! «Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕнче çавнашкал ÿкерчĕк курнăччĕ. Казанцевсем анлă сарăлнă унта. Кашни класрах çак хушаматлă темиçе ача вĕренет. Урамра е почтăра, клубра е библиотекăра тĕл пулаканăн та хушамачĕ Казанцев пулнине пĕлсен питех те тĕлĕннĕччĕ. Аслă Чакра вара Егоровсем йышлă-мĕн», — тетĕп хастарсен сăнÿкерчĕкĕсене тимлесе пăхнă май.

— Çак сумлă йышра Владислав Анатольевичпа Ирина Михайловна Егоровсен пилĕк ачи те — Елена, Наталья, Тимофей, Антон, Сусанна — пур. Пĕрремĕш класа каякан Архип та кĕçех çак Хисеп хăми çинче пулĕ. Çапла, улттăн вĕренеççĕ Егоровсем шкулта. Пурте сăпайлăскерсем, отличниксем, чи нумай кĕнеке вулаканскерсем, спорт-сменсем, юрра-кĕвве юратакансем, хитре ÿкерекенсем, олимпиада-конкурс çĕнтерÿçисем... Пĕр сăмахпа пур енлĕ талантлă ачасем, шкула çÿллĕ шайра тытакансем, — ăнлантарчĕ Ирина Леонардовна Яковлева педагог эпĕ тĕлĕнсе шухăша путнине кура.

Унăн сăмахĕсем «анратсах» ячĕç. Ара, алăри пÿрне те пĕр пек мар та, пĕр çемьери ачасем те пĕр евĕр пулмаççĕ-çке. Кунта авă Егоровсем пĕрешкел тăрăшуллă та маттур пулни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерчĕ!

— Кунсăр пуçне Егоровсен улттăри Марфа, тăваттăри Петя, çулталăкри Клариса пур. Пĕчĕкскерсем халех тăрăшулăхĕпе палăраççĕ. Шкула çÿреме тытăнсан вĕсем те пур çĕрте те хастар пуласса пĕрре те иккĕленместпĕр. Çавăн пек туслă тăхăр ача çитĕнтереççĕ те Владислав Анатольевичпа Ирина Михайловна. Чун тĕпренчĕкĕсемшĕн нимĕн те шеллемеççĕ. Мĕн кирлине йăлтах туянса параççĕ. Хĕллесерен вара хăйсемех конькипе ярăнма пăр шăнтаççĕ, йĕлтĕрпе ярăнма уя тухаççĕ. Егоровсем ялта ятлă, сумлă çынсем, ачисене те тĕрĕс воспитани парса çирĕп ура çине тăратма ĕмĕтленеççĕ, — вĕçĕмсĕр каласа парать хастар педагог.

...Ман умра — ултă ача. Чăн та, ытла та сăпайлăскерсем. Вĕсенчен ăшăлăх, ырăлăх тапса тăнине чунпа туятăп. Çемьере чи асли — тăххăрмĕш класра вĕренекен Лена. Шкулта вăл шăллĕсемпе йăмăкĕсемшĕн анне вырăнĕн-чех. Пĕр-пĕр ĕç пурнăçланă чухне унран сĕнÿ-канаш ыйтаççех кĕçĕннисем.

Лена сочиненийĕнче — Тимофей

Егоровсен аслă хĕрĕ Лена юратнă шăллĕсемпе йăмăкĕсем пирки сехечĕ-сехечĕпе калама пултарать. Шкулта ирĕклĕ темăпа çырнă сочиненисенче те юратнă çемйине сăнарлать. Ку хутĕнче вăл хăй ĕçне Тимофея халалланă.

«Пире, пĕчĕк чухне, сас паллисем палламан вăхăтра аннесем илемлĕ ÿкерчĕклĕ кĕнекесем илсе параççĕ. Вăхăт тупса унти юмах-халаппа, сăвă-калавпа паллаштарма ÿркенмеççĕ.

Ÿсерехпе вара хамăрах унти сăнарсемпе «тĕл пулатпăр». Мĕн вуласа пĕлнине урамра тус-юлташа хăпартланса каласа кăтартатпăр, вĕсене те кĕнекепе туслашма сĕнетпĕр.

Манăн юратнă шăллăм та авă кĕнеке ăшнех путнă тесе калас килет. Вăл вуламасăр пĕр кун та пурăнаймасть. Уйрăмах историлле романсене, вăрçă çинчен çырнă калавсене чунтан кăмăллать. Космоса сăнлакан материалсемшĕн вара каçса каять. Чи интересли — унта мĕн çырнине йăлтах астуса юлать. Тĕлĕнетпĕр вара унран, ăмсанатпăр та. «Кĕнекене пулах вĕренÿре çăмăл мана, ăс-тăна çирĕплетет-çке вăл. Ахальтен мар тĕрлĕ олимпиада-конкурсра çитĕнÿ тăватăп», — тет тăтăшах мăнаçланса.

Тим мĕн чухлĕ роман, повеç, калав вуланине шутласа кăларма та çук. Пушă вăхăтра яланах унăн аллинче кĕнеке. Юратнă авторĕ — совет писателĕ Кир Булычев. Шăллăм Алиса Селезнева çинчен йăлтах вуласа тухнă. Çавăн пекех унти сăнарсене Пашка Гераскина, Селезнев профессора, Громозека, Механика, Говоруна чунтан юратать.

Пĕррехинче Антон Макаренко паллă педагог хайлавне вулама пуçăннăскер çурçĕр иртнине те сиссе юлайман.

Ĕçчен Тим тасалăха юратать. Унăн пÿлĕмĕнче тирпейлĕ те хăтлă. Усăсăр ларма юратмансер час-часах Неонила Ивановна Степановăна пулăшма çÿрет. Пĕррехинче пĕчченех урамра юр хыракан кинемее курнă Тимофей. Çав тери хĕрхеннĕ ăна. Аллинчен кĕреçине илсе хăй ĕçе тытăннă. Çакăн хыççăн куллен çÿреме тытăнчĕ ун патне, паян та хаваспах васкать. Вутă çурма, шыв йăтма, пахча тасатма пĕрре те ÿркенмест вăл. Тепĕр чухне Антон шăллăм та каять пĕрле. Эх, савăнать вара Неонила аппа! Хайхисене пурнăçра ыррине сунса: «Малашне те шкулта лайăх вĕренсе аçу-аннÿне, тăванусене, вĕрентекенсене савăнтарăр. Пурте сирĕнпе мăнаçланччăр», — тет ăшпиллĕн.

Улттăмĕш класра ăс пухакан Тимофей та вĕренÿре чи маттуррисенчен пĕри, спортра та сатур. Тĕрĕссипе, кирек ăçта та пултарулăхĕпе палăрать. Авă, юрă-кĕвĕ тĕнчине те путнă вăл.

Ĕмĕчĕ пысăк шăллăмăн. Шкултан вĕренсе тухсан Хусанти авиаци институчĕн студенчĕ пулас тĕллевпе пурăнать. Самолетсен вĕçевĕпе çыхăннă професси килĕшет-çке ăна. Ума лартнă тĕллеве яланах пурнăçлама хăнăхнăскер, унăн ĕмĕчĕ яр уççăн уçăласса чунтан ĕненетпĕр эпир.

Тим пирки нумай ыррине калама пулать. Çапах та, пĕр сăмахпа каласан, манăн шăллăм чи маттурри. Эпир унпа пурте мăнаçланатпăр, çавăн пекех юрататпăр та».

Ленăн сочиненине лайăххисен шутне кĕртрĕç класра. Шкулта тухса тăракан «Шкул пăрахучĕ» хаçатра та кун çути курчĕ çак ĕç.

Кайăкран та çÿлерех, ай, вĕçесчĕ!

Чăнах та, кунĕн-çĕрĕн летчик пуласси пирки шухăшлать Тимофей. Тĕлĕкре те вĕçет вăл. Ĕнтĕ кун пирки ачасем те, вĕрентекенсем те тата ыттисем те — пурте пĕлчĕç. Шкул библиотекăрĕ те унăн ĕмĕтне тĕшмĕртет. Кĕнеке илме пырсан, вăл ун çине ăшшăн пăхса йăл кулать.

— Эсĕ, Тимофей, летчиксем çинчен çырнă кĕнеке илесшĕн-и? — кăсăкланать самантрах.

Кĕнекене сумкине чикет те килелле васкать арçын ача. «Тÿсме хĕн. Хăвăртрах вулама ларас килет. Анчах чăтмалла. Йĕрке. Летчикăн çирĕп кăмăлне хăнăхмалла. Киле парса янă уроксене хатĕрлемесĕр кĕнекене алла тытмас-тăпах. Манăн малашне те питĕ лайăх вĕренмелле-çке. Çапах та Мересьев летчик пултарулăхĕнчен тĕлĕнетĕп. Эх!.. Пуласчĕ манăн та ун евĕр паттăр. Вĕçесчĕ! Кайăкран та çÿлерех, хăвăртрах! Ял-ял урлă, хуласем, вăрмансемпе шыв-шурсем, кÿлĕсемпе тинĕссем çийĕн вĕçесчĕ!» — шав ĕмĕтленсе утать Тимофей.

Е тата çуллахи кану кунĕсем куçĕ умне тухрĕç те — йăл кулчĕ тути, куçĕсем çуталчĕç. Хăвăрт уттине те самантрах чакарчĕ. «Ун чухне çÿл тÿперен сарă хĕвел пăхĕ, эпир вара ăшă шывра хавассăн чăмпăлтатăпăр. Хаваслă ача-пăча сасси тавралăха янăратĕ. Аслисен кăмăлне хăпартлантарăпăр. Атте-аннене те пулăшма манмăпăр паллах. «Ĕç çынна илем кÿрет» е «Куç хăрать те ал тăвать» йышши каларăшсем пирĕн çемьешĕн пĕрре те ют мар. Ывăнса вырăн çине тÿнсен те, пурпĕрех ыйха путиччен кĕнеке вуласа чуна лăплантаратăпах. Е тата альбом листи çине тавралăх илемне те сăнлатăп», — тесе тавралăхпа киленсе те хавхаланса пычĕ Тимофей.

 

Архип — ĕмĕтлĕ, Сусанна — çунатлă

Пĕрремĕш класра вĕренекен Архип вара фермер пуласшăн, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесшĕн.

— Тутлă та кăпăклă, сывлăхшăн усăллă сĕт паракан ĕнесене, шăрăх çанталăкра сулхăна пытанакан сурăхсене, симĕс курăк тăрăх чупма кăмăллакан чăх-чĕпе, утă-улăм турттарса пулăшакан лашасене тата ытти выльăх-чĕрлĕхе чунтан юрататăп. Вĕсемсĕр пурнăç питĕ тунсăх-çке. Килте те авă шкултан таврăнсанах картише васкатăп. Урама выляма тухсан та çул айккинче çÿрекен чăх-чĕпе ытарайми пăхатăп. Хĕвел питтинче питне çăвакан кушака, хапха айĕнчен урамалла пăхакан йытă та çывăх маншăн, — мăн çын евĕр пуплет Архип.

Шурă хут çине те тăтăш выльăх-чĕрлĕх ÿкерет, пластилинран те çавнашкал кĕлеткесем ăсталать.

...Пĕлтĕр вара пĕрремĕш класа çÿрекен Сусанна Егорова шкулта иртнĕ «Чăваш пики» конкурса кăмăлтан хутшăннă. Хăйĕнчен темиçе çул аслăрах 8-9-мĕш класс хĕрĕсене хыçа хăварса пĕрремĕш вырăна тухнă хастарскер. Пултарулăхĕпе пурне те савăнтарнă çеç мар, тĕлĕнтернĕ те.

— Егоровсен кашни ачи — ахах пĕрчи. Ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани парса ÿстерет. Вĕсен тĕпренчĕкĕсене пурте юратаççĕ, ырлаççĕ. Эпир те хамăрăн вĕренекенсемпе чунтанах мăнаçланатпăр, — тенĕ педагогсем Сусаннăна çĕнтерÿ ячĕпе саламласа.

Кĕçех хĕрача иккĕмĕш класран вĕренсе тухать. Пĕтĕм йыш, тус-тантăш унпа мухтанать, ун пек пулма ăнтăлать.

 

Наташа — çĕнтерÿçĕ, Антон — тавçăруллă

Наташа чăваш чĕлхипе литературине чунтан кăмăллать. «Шевле», «Çăлтăрчăк», «Чĕвĕлти чĕкеç» конкурс çĕнтерÿçи вăл. Ытти предметсем те уншăн ют мар. Тус-юлташне нихăçан та йывăрлăхра пăрахмасть. Йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкекене яланах хапăлласа пулăшать.

— «Çынна ырă туни, ырăпах таврăнать», — тенине асрах тытатăп. Çавăнпа та кашни çыннăн çакна тĕпе хурса пурăнмалла, — çирĕплетет çиччĕмĕш класра вĕренекен Наташа сăпайлăн çеç.

Спорт та уншăн хăйне евĕр иленĕç. Ку енĕпе те мĕн чухлĕ çитĕнÿ туман-ши вăл? Грамотисемпе дипломĕсене шутласа пĕтерме те çук. Пиллĕкмĕш класри Антон шăллĕн те çавах. Çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать спортра. Вĕренÿре те вĕçĕмсĕр шав малалла ăнтăлать, унăн дневникне «5» паллăсем çеç илем кÿреççĕ.

Çапла, шкулта уяв-концерт-и, ра-йонта е республикăра спорт ăмăртăвĕ-и, олимпиада-конкурс-и — яланах Егоровсен тавçăруллă та ăслă ачисем хутшăнаççĕ. Хутшăнаççĕ те шкул чысне çÿлте тытаççĕ.

...Пурте сĕтел хушшинче. Шăкăл-шăкăл сăмах вакланать апат çинĕ май. Егоровсен сатур ачисене пула кил ăш-чикки те хĕвел пек çуталса тăрать. Пурин те кăмăлĕсем савăк. Кĕçĕннисем Марфа, Петя, Клариса пиччĕшĕсемпе аппăшĕсем шкултан таврăннăшăн уйрăмах хĕпĕртерĕç. Ара, пĕчĕкскерсем вĕсемшĕн кунĕпе чунтан тунсăхлаççĕ-çке.

Вăрмар районĕ,

Аслă Чак.

Элиза ВАЛАНС

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.