Комментари хушас

5 Çу, 2016

Пит-куçра яланах йăлтăр кулă пултăрччĕ

Унра ÿкерес ăсталăх вышкайсăр пысăк. Кăмăл хавас чухне вара ÿкерет те, ÿкерет. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени шăп та шай Лебедевсем пирки каланăнах туйăнать. Улттăмĕш класра вĕренекен Вадим Лебедев каснă лартнă ашшĕ-çке.

— Атте те, унăн пĕртăванĕсем те ÿкерме ăста. Вĕсене кура хам та пĕчĕклех алла кăранташ тытрăм. Пултарулăхăма тата та малалла аталантарас канăç памасть халĕ мана, — ăнлантарать Вадим.

Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн 6-мĕш класĕнче вĕренекен арçын ачан паянхи ĕмĕчĕ — çуллахи каникула çывхартасси.

— Халĕ эпир тăрăшсах пысăк уява хатĕрленетпĕр. Аслă Çĕнтерĕве кăçал 71 çул пулать-çке. Пире телейлĕ пурнăç туса парасшăн пуç хунă совет салтакĕсене халалласа лартнă палăк умне пуçтарăнăпăр кăçал та. Унта эпир кашни çуркунне чечек лартатпăр, çу каçипех çав чăлтăркка чечексене юратса, шăварса тăратпăр. Тĕнчери мĕн пур ачан яланах пурнăçĕ çак çеçкесем пек илемлĕ çеç пултăрччĕ. Вăрçăн сиенлĕ ахрăмĕ пирки кĕнекерен, тĕрлĕ киносенчен пĕлетĕп. Валентина Эльбин «Аякри йăмăк» калавне те чуна ыраттармасăр вулаймăн. Арçын ача амăшне ак çапларах ыйтусемпе канăçсăрлантарать. «Анне, анне, каласа парсам атте çинчен. Ăна эпĕ пĕрре те курман-çке, — йăлăнать арçын ача. «Телей пулмарĕ çав, ачам. Вăрçăран таврăнса, хăй ачине пăхса ÿстермелле пулмарĕ унăн. Пĕтерчĕç çав нимĕç фашисчĕсем, пĕтĕм савăнăçа татрĕç. Шăп вăрçă чарăнас умĕн Берлинра пуç хучĕ. Кашни çырурах: «Ывăла лайăх пăхса çитĕнтер», — тетчĕ. Эх, питĕ юрататчĕ те çав сана аçу», — куççульне хытарса калаçать амăшĕ... Арçын ача каллех шухăша путать. «...Чи çывăх тусăмăн Тольăн ашшĕ çав тери ырă кăмăллă. Эпĕ те ăна юрататăп. Вăл пирĕнпе пĕчĕк ача пекех вылять, шÿтлĕ сăмахсемпе култарать. Манăн атте вăрçăран таврăннă пулсан-и, эпĕ те унран пĕр шит те юлас çукчĕ... Ку таранччен те: «Атте!» — тесе чĕнсен хирĕç никам та сас панине илтмен эпĕ, — тет ассăн сывласа.

Çапла, кунашкал йĕркесене пăлханмасăр, куççульсĕр ниепле те вулаймастăн. Ылханлă вăрçă мĕн чухлĕ ачана тăлăх хăварни чуна шĕкĕ евĕр кăшлать. Çавăнпа та, паянхи ăрăвăн унашкал хăрушă вăрçă курмалла ан пултăрччĕ. Тĕнчере яланах туслăх хуçалантăрччĕ, кашнин пит-куçĕнче йăлтăр кулă пултăрччĕ, куллен-кун ир-ирех тÿпене сарă хĕвел шуса тухтăрччĕ. Вара эпир те, шкул ачисем, пурнăçра чылай çитĕнÿ тăвăпăр. Пурнăçăн анлă сукмакĕпе сулмаклăн çеç утăпăр, — тет Вадим.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Улатăр районĕ, Кивĕ Эйпеç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.