Хамăра шансан…

5 Çу, 2016

«Сирĕн шкулта спортсменсем пур-и?» — тесе ыйтсан вĕрентекенсем тÿрех тăваттăмĕш «б» класра вĕренекен Вика Александровăпа Маша Васильевăна палăртрĕç.

Вĕсем «Сывă кĕлеткере — сывă чун» каларăша тĕпе хураççĕ. Спортăн тĕрлĕ енĕпе туслашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ маттурскерсем. Йĕлтĕрпе, конькипе е çуран чупса чылай çитĕнÿ тăваççĕ. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ», «Наци кросĕ» тата ытти ăмăртура çулсерен палăраканскерсене Наталия Петровна Кузьмина физкультура учителĕ хатĕрлет. Хĕрачасем унран тĕслĕх илсе хавхаланаççĕ ахăртнех. Наталия Петровна — йĕлтĕр спорчĕн СССР спорт маçтăрĕ çеç мар, ытти сумлă ята тивĕçнĕ спортсмен та. Çак профессире тăрăшнă вăхăтра миçе ачана спортпа туслашма пулăшман-ши вăл? Машăпа Викăна та Наталья Петровна йĕлтĕр сырсан пĕрремĕш утăмсем тума хăнăхтарнă.

— Малтанах йĕлтĕрпе çÿреме йывăртарахчĕ. Майĕпен хама çирĕпрех тытма вĕренсе çитрĕм, — аса илет Вика йăл кулса.

Пĕрремĕш ăмăртăвĕ те куçĕ умĕнчех-ха унăн. Вăл А.И. Тихонов ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йĕлтĕр базинче иртнĕ. «Çуркуннехи тумла» тупăшура хĕрача виççĕмĕш тухнă. Çакă ăна малашне 1-мĕш вырăн çеç çĕнсе илме хистенĕ. Чăнах та халĕ кашнинчех ăмăртусенчен Вика çĕнтерÿпе таврăнса ашшĕпе амăшне, вĕрентекенсемпе тренера савăнтарать.

Вăл чупса тухнă чи инçе дистанци — виçĕ çухрăм. Ăнтăлуллăскер ăна пĕр чăрмавсăрах, çăмăллăн парăнтарнă.

— Йĕлтĕр спорчĕпе туслашнă хыççăн хама вăй-хал хушăннине туйрăм, тÿсĕмлĕрех пулма та хăнăхрăм, — тет хĕрача çирĕппĕн.

Телевизорпа тăтăшах биатлон, йĕлтĕрпе чупнине, Олимп вăййисене пăхаканскер:

— Манăн та çак паллă спортсменсем пекех пулас килет-çке. Малтан — Раççей, кайран тĕнче чемпионкин ятне тивĕçме ĕмĕтленетĕп, — шухăшпа çунатланать. — Эпĕ ĕненетĕп: хама шансан йăлтах пурнăçланĕ.

Маша та тантăшĕ пекех йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Унсăр пуçне конькипе ярăнма кăмăллать.

«Наци кросĕ — 2013» ăмăртура вăл виççĕмĕш вырăн йышăнса хăйĕн пĕрремĕш медальне çĕнсе илнĕ. Еплерех хăпартланнă ун чухне! Мала тухасси пирки ĕмĕтленме те пултарайманскер призерсен йышне кĕнĕ-çке.

Шăпах çак çитĕнÿ ăна спортпа çывăхрах туслашма хистенĕ. Кунсерен тренировкăна çÿрени те усă кÿнине палăртать Маша. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ — 2015» ăмăртура 1-мĕш тухса çакна çирĕплетсе панă вăл. Çил пек вĕçтерсе пынă чухне хăрах йĕлтĕрĕ кĕтмен çĕртен уринчен вĕçерĕнсе кайни те пысăк чăрмав кÿмен хĕрачана — пăтăрмаха йĕркелесе вăл каллех малалла ыткăннă. Хастарлăх, мал ĕмĕтлĕх, çĕнтерÿ туйăмĕ тапса тăрать унра.

Тантăшсем спортри çитĕнÿсемпе çеç лăпланса лармаççĕ, ытти çĕрте те пултарулăхĕпе палăрма тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те искусствăсен шкулĕнче ташă ушкăнне çÿресе ăсталăхне аталантараççĕ.

— Пушă вăхăтра эпир пĕр-пĕринпе тĕл пулса тĕрлĕ япаларан тем те пĕр ăсталама юрататпăр. Квилинг мелĕпе хатĕрленĕ открыткăсем, пĕчĕк курупкасем тата ытти илемлĕ япала нумай пирĕн. Вĕсене тантăшсемпе çывăх çынсене парнелесе савăнтаратпăр, — хăпартланса калаçаççĕ туссем.

Шкулти пур мероприятирен те юлманскерсем ертÿçĕ рольне те ăста калăплама хăнăхнă. Вĕрентекенсем хĕрачасене мухтаса пĕтереймеççĕ, тĕрлĕ енлĕн хавхалантараççĕ.

— Машăпа Вика — шкулăн пĕчĕк çăлтăрĕсем. Спортра малтанхи утăмсем çеç тăваканскерсене малашне пысăк çитĕнÿсем кĕтнинче иккĕленместĕп. Ашшĕпе амăшĕ те питĕ пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ тĕпренчĕкĕсене. Çакă ачашăн питех те пĕлтерĕшлĕ-çке. Чи кирли вара хĕрачасенче ăнтăлу пурри. Тренировкăсене те сиктермеççĕ, «Пирĕн вăхăт çук», — тесе каламан. Ăнăçу çеç сунас килет вĕсене, — терĕ Наталья Петровна пулас чемпионсене çупăрласа.

Нина ЦАРЫГИНА.

Шупашкар районĕ,

Çĕнĕ Лапсар пуçламăш шкулĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.