Çĕрулми икерчи

5 Çу, 2016

Çĕрулмирен çĕр-çĕр тĕрлĕ апат хатĕрлеме пулать. Тÿнĕ çĕрулмирен вĕтĕ икерчĕ /оладьи/ пĕçерсе пăхар-ха.

Кирлĕ пулать: 2,5-3 стакан вĕтетнĕ ыхра хушса тÿнĕ çĕрулми, чĕрĕк стакан теркăланă сыр, 2 çăмарта шурри, çур стаканран сахалрах сухари тĕпренчĕкĕ.

Духовкăна 200 градуса çити хĕртетпĕр. Сухари тĕпренчĕкĕпе сыра хутăштаратпăр. Çĕрулми нимĕрĕнчен 10-12 икерчĕ тăватпăр.

Уйрăм савăтра çăмарта шуррине лăкатпăр. Хатĕрленĕ çĕрулми икерчисене малтан лăканă çăмартана чиксе илетпĕр, унтан сырпа сухари хутăшĕнче йăвантаратпăр та противень çине хурса хĕртнĕ духовкăна лартатпăр. 10-12 минут малтан пĕр енне, унтан çавăрса хурса тепĕр енне пĕçеретпĕр.

Икерчĕне ешĕл çимĕçпе, тĕрлĕрен соуспа, пахчаçимĕçпе е аш апачĕпе çиме аван.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.