Тĕрĕ-çĕвĕ кăмăла уçать

5 Çу, 2016

ХХ ĕмĕрте ал ĕçне пĕлмен çын сайра пулнă. Ялсенче хĕрачасем мĕн пĕчĕкрен çыхма, тĕрлеме, çĕлеме вĕреннĕ, арçын ачасем пуртă-пăчкă тыткалама, вĕрен-пăяв явма хăнăхнă. Халĕ, шел те, ал ĕçне вĕренме тăрăшакан çамрăксем сахалрах. Çакă хулара çеç мар, ялта та палăрать. Хĕрачасем ĕç урокĕсенче ал ĕçĕпе паллашаççĕ-ха, анчах хăнăхăва çирĕплетменнипе ăсталăх аталанаймасть.

Пирĕн хăнана, Елчĕк районĕнчи Кипеçре çуралса ÿснĕ Елена Кондратьевăна /сăнÿкерчĕкре/ çак пулăм пăшăрхантарать. Вăл тивĕçлĕ канура пулин те мĕн ачаран чун туртнă ĕçне пăрахмасть. Республика, хула кунĕсенче халĕ те хăйĕн ĕçĕсене курава тăратать. Елена Алексеевна Чăваш Енри ремесленниксен гильдийĕн членĕ, халăх ÿнерĕн промыслисен ăсти, педагогика ĕçĕн ветеранĕ.

— Хам çыхнă япаласене тепĕр чухне çын çинче куратăп та ĕçĕм усăллă пулнишĕн хĕпĕртетĕп, ăшăмра ырă сунатăп. Япала юрăхлă пултăр тесе тăрăшать-çке кашни çынах, — калаçăва пуçларĕ ал ĕç ăсти. — Чун туртнă ĕçе нихăçан та пăрахман, хамăн ĕмĕрте пĕр машина кузовĕ чухлĕ япала ăсталанă пулĕ. Парнелĕх те, курав валли те, сутмалăх та.

— Ал ĕçне хăçан вĕреннĕ?

— Пирĕн вăхăтра кашниех ал ĕçне пĕлнĕ. Аппасем арча — качча кайма тупра — хатĕрлетчĕç. Эпĕ 2-мĕш класа çÿрекенскер вĕсенчен тĕрлемешкĕн пир татки ыйтаттăм. Çавăнтанпах ал ĕçне килĕштертĕм, пушă вăхăт тупăнсанах йĕппе çип тытаттăм. Картишĕнче мĕн те пулин ĕçлесе çитереймесен анне ятлатчĕ, ал ĕçĕпе ларнине курсан вăрçмастчĕ вара.

Ялти шкул хыççăн Шупашкарти Педагогика институтне чăваш тата вырăс чĕлхипе литератури уйрăмне вĕренме кĕтĕм. Унтан Чăваш патшалăх университечĕ уçăлчĕ те пирĕн факультета унта куçарчĕç, ЧПУран вĕренсе тухрăм. Ун чухне ССО /студентсен строительство отрячĕ/ çулсеренех йĕркелетчĕç, çулла çав отрядсенче ĕçленĕ. Кăнтăрла халăхпа ĕçлеттĕм, каçсерен тĕрĕ алла тытаттăм. Темĕнпе çав териех туртатчĕ-çке тĕрĕ!

Дипломлă пулсан хулари 40-мĕш шкулта пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăнтăм. Ĕç урокĕсенче ачасене тĕрлеме, çыхма ытларах вĕрентме тăрăшаттăм. 1983-мĕш çулта «Икчĕлхелĕх çинчен» саккун йышăнчĕç. Унччен Шупашкарта тăван чăваш чĕлхине вĕрентмен. Çав çулах авăн уйăхĕ тĕлне хăшпĕр шкулсене чăваш чĕлхи вĕрентме пуçлама хушнă. Директор мана чăвашла пĕлекен ачасенчен пĕр класс йĕркелеме, чăваш чĕлхи вĕрентме шанчĕ. 40-мĕш шкул çывăхĕнче ун чухне "засыпушкăсем" нумайччĕ. Ялтан хулана килсе пĕр-пĕрне тупса çемье йĕркеленĕ çамрăксем чылайăшĕ "засыпушкăран" пуçланă пурнăçне. Чăвашла пĕлекен ачасенчен пĕр класс пуçтартăм, шăкăлтатсах калаçаттăмăр тăван чĕлхепе. Малтанлăха чăвашла уроксем çине «чалăшла» пăхасси те пурччĕ. Кайран, тавах, йĕркеленчĕ.

Чăваш чĕлхи урокĕсенче чăваш тĕррисемпе, халăх ÿнер ăсталăхĕпе ытларах паллаштарма тăрăшаттăм.

Каярах Шупашкарти 50-мĕш шкулта пуçламăш классене вĕрентрĕм. Шкул директорĕ ал ĕç кружокĕ йĕркелеме сĕнчĕ. Миçе ачана ал ĕçне хăнăхтарнă-ши çак тапхăрта?

— Çак ĕçпе кăсăкланса малалла ăсталăха ÿстернисем те пур пулĕ?

— Паллах. Мускаври ÿнер илем студийĕнче ĕçлекен те, ытти хуласенче аслă пĕлÿ илнисем, тумтир хатĕрлес ĕçе тĕп специальноç тунисем сахал мар. Çыхма, çĕлеме вĕрентнĕшĕн чылай çын тав тăвать. Тĕл пулсан халĕ те сывлăх сунаççĕ.

— Ал ĕçне вĕренме тăрăшакансем нумайччĕ-и?

— 90-мĕш çулсенче çĕршывра «дефицит» хуçаланатчĕ. Ал ĕçне пĕлни самай пулăшатчĕ. Кружока çÿрекен хĕрачасемпе пĕрле амăшĕсем те ал ĕçĕпе кăсăкланса каякансем пулнă. Шкулта тирпейлÿçĕре ĕçлекенĕн хĕрачи кружока çÿреме тытăнчĕ, амăшĕ те пырать — пĕрре, иккĕ... «Кружок — ачасем валли» терĕм пулин те çÿреме чармарăм. Кĕçех çăм кофта çыхса тăхăнчĕ. Каярах çиттисем çыхма пуçларĕ.

— Ачасене хавхалантарнах ĕнтĕ...

— Ачасен ĕçĕсемпе паллаштарма куравсем йĕркелеттĕмĕр. 50-мĕш шкул — сумлисен йышĕнче. Шкулта воспитанипе пĕлÿ енĕпе ирттерекен конференцисем час-часах килетчĕç. Америкăран, Германирен, Голландирен, ытти çĕрсенчен килнĕ делегацисем валли куравсем йĕркелеттĕмĕр. Ют çĕршыв çыннисем чăваш тĕрриллĕ сувенирсене кăмăлласа туянатчĕç. Ремесленниксен гильдине туса хунă чухне тăтăшах куравсене хутшăнма йыхравлатчĕç. Чĕмпĕрте, Мускавра, ытти çĕрсенче пулса чăваш ал ĕç пултарулăхĕпе паллаштарма тăрăшаттăм. Чăвашра ал ĕç ăсталăхне аталантарас килетчĕ. Халĕалăсталăх ĕçне аталантаракан ăстасем пурри савăнтарать.

Ачасене вĕрентме пуçласан тĕрĕ пĕлтерĕшĕпе кăсăкланса Чăваш наци библиотекинче /унччен М.Горький ячĕллĕччĕ/ сахал мар ларнă. Чăваш тĕрри кăткăс. Кашни тĕррĕн хăйĕн вырăнĕ, пĕлтерĕшĕ. Тепĕр чухне тĕрĕсене тумтир çине тĕрĕс мар вырнаçтарнине те курма пулать. Чăваш эрешĕсене усă курнă майăн вĕсен пĕлтерĕшне тĕпчемеллех.

— Хальхи вăхăтра ал ĕçĕн пĕлтерĕшĕ чакмасть-и?

— Лавккасенче халĕ çипуç темĕн чухлех. Анчах хамăр алăпа хатĕрленĕ япала пачах уйрăм тăрать: чуна çывăхрах, кăмăла уçать. Ал ĕçне пĕлекен çын кашни япаланах капăрлатма, çĕнĕлĕх кĕртме пултарать, илеме туйма вĕренет. Çамрăксене ал ĕçне вĕренме сĕнетĕп, пурнăçра вăл кирлĕ пулатех.

Эльвира ИВАНОВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.