ÇУ УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?

5 Çу, 2016

Çу уйăхĕнче çут çанталăк куç умĕнчех улшăнса çĕнелет, йывăç-курăк чечеке ларать. Çак уйăхра Хĕвел Вăкăр паллинче тăрать, çыншăн унăн энергийĕ çурт-йĕр лартма е пурлăх туянма лайăх витĕм кÿрет. Çапах хăвăр пурнăçа хăтлăх кĕртнипе пĕрлех кану, романтика пирки те ан манăр.

Уйăх пуçламăшĕ Уйăхăн юлашки чĕрĕкне лекет. Пухăннă энерги саппасĕ чаксах каять, çавăнпа çынсем, уйрăмах ватăраххисем, кирек мĕнле кăмăллах мар пулăма та стресс пек йышăнма пултараççĕ. Лăплантаракан курăксен шĕвекне ĕçме, çу уйăхĕн 6-7-мĕшĕсенче çирĕп диетăна пăхăнма сĕнеççĕ.

Малаллахи тапхăрта /çу уйăхĕн 26-мĕшĕччен/ сывлăха пулăшма шайлашуллă апатланмалла, чĕрĕ пахча çимĕç ытларах çимелле. Çăкăр-булка тата çуллă какай ытлашши çини хăвăрт ÿт хушма хĕтĕртет. Тулли уйăх /çу уйăхĕн 22-мĕшĕ/ хыççăн тасатакан процедурăсем, вăрах чирсене сиплени, шывпа куллен чÿхенни усăллă.

Сурăх /Овен/

Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче Сурăхсен пыр шыçма пултарать. Вĕсен сивĕ шĕвексем ĕçмелле мар. Ялан пĕрремĕш пулма ăнтăлни нерв тытăмне хавшатать, пуçа ыраттарать. Виççĕмĕш вунăкунлăхра Сурăхсем сахалрах кутăнлашаççĕ, ырă кăмăллăрах, çавна май сывлăхĕ те çирĕпленет.

Вăкăр / Телец/

Вăкăрсем тулашри вĕчĕрхенÿллĕ пулăмсене лăпкăн йышăнма пултарни вĕсене вăй-хала хăвăрт тавăрма, сывлăха упрама пулăшать. Хусканусем туни, контраст душĕ, ытти шыв процедури усăллă. Çапла майпа пухнă ырă туйăмсем виççĕмĕш вунăкунлăха пĕр кăлтăксăрах пурăнса ирттерме пулăшаççĕ.

Йĕкĕреш / Близнецы/

Йĕкĕрешсен çу уйăхĕнче вăй-хал саппасĕ сахал, вĕсен сывлăхпа тимлĕрех пулмалла. Ку килте ытларах лармаллине пĕлтермест, унсăрăн депресси пуçланма, вăрах чирсем вĕрĕлме пултараççĕ. Хускану пурнăç тесе ахальтен каламан!

Рак

Ытлашши хастар пурнăç йĕркине тытса пыни, çавна пула нервсем пăлханни Раксен пыршăлăх ĕçĕ пăсăлнин сăлтавĕ пулма пултарать. Уйăх вĕçнелле чир вĕрĕлесрен кашни кун ытлашши шĕвеке, ылмашăну япалисене кăларма пулăшакан эмел курăкĕсен шĕвекне ĕçмелле.

Арăслан / Лев/

Арăслансем хуçаланма юратаççĕ, вĕри кăмăллă. Анчах хăйсене ытлашши шанни тата çăмăлттайрах пулни сывлăх япăхланасси патне илсе пыма пултарать. Çу уйăхĕнче Арăслансене шăнни те, ытлашши пиçĕхни те, час-часах çырткалани те, çăмăл апат кунĕсем те сиенлĕ. Сывлăха упрама шайлашуллă диета тата çанталăка кура тумланни пулăшаççĕ.

Хĕр / Дева/

Çу уйăхĕнче сывлăх пирки пăшăрханмалла мар. Вĕсем ăна хăйсем кăна сиенлеме пултараççĕ. Çĕнĕ йышши диетăсемпе е эмелсемпе экспериментсем ирттерессине çитес уйăха хăварсан вырăнлăрах пулĕ. Авăн уйăхĕнче çуралнă Хĕрсем çу уйăхĕнче хăйсен вăйне ытлашши шаннипе аманма пултараççĕ.

Тараса / Весы/

Яланах килĕшÿлĕхе мала хуракан Тарасасем çу уйăхĕнче кутăнланма пуçлаççĕ, ку вĕсен сывлăхĕнче те палăрать. Çак тапхăрта çывăх çынсенчен аяккарах пулма ăçта та пулин кайсан лайăхчĕ. Енчен те май килмесен туйăмсен шайлашулăхне тавăрма спортзалри, тренажерсем çинчи занятисем, уçă сывлăшра ĕçлени пулăшĕ.

Скорпион

Скорпионсем çу уйăхĕнче килте е ĕçре хирĕçÿллĕ лару-тăру сиксе тухмасан хăйсене йĕркеллĕ туяççĕ. Пăшăрханмалли пулăмсем шăк-арлăх тытăмĕпе пĕвер ĕçне япăх витĕм кÿреççĕ, çакна пула ÿте шатра тухса тулать, çăпан аптратать.

Ухăçă / Стрелец/

Çу уйăхĕнче Ухăçăсем йывăр вăй-хал ĕçĕ нумай тăваççĕ, ку аппетита ÿстерет, апата уямасăр çиме хĕтĕртет. Вĕсен сывлăхне кирек мĕнре те виçене пĕлменни, çĕрлене юлса çывăрма выртни, каçхи апатра нумай çисе лартни питĕ япăх витĕм кÿреççĕ.

Ту качаки / Козерог/

Лайăх кăмăл сывлăха лайăхлатать. Çавна май Ту качакисен çу уйăхĕнче тухтăр патне кайма сăлтав пулмасть. Ĕçлес пултарулăха çÿллĕ шайра тытса тăма кашни кун нумай вăхăт уçăлса çÿрени, вăхăтлă вăй-хал ĕçĕ пулăшаççĕ.

Шыв тăкан / Водолей/

Кирек мĕнле пуçарура та хастар Шыв тăкансем çу уйăхĕнче кахалланма пуçлаççĕ. Вĕсем хăйсен апатланăвĕпе те тимлĕ пулма пăрахаççĕ, ку тÿрех кĕлеткере палăрать. Шыв тăкансемшĕн тонуса çĕклекен пахалăхсăр шĕвексемпе алкоголь уйрăмах сиенлĕ.

Пулă / Рыбы/

Пулăсен организмĕ çу уйăхĕнче тутлăхлă япаласем тăкаклама пултарнинчен те ытларах илет. Анчах вĕсен хăйсене апат енчен чикĕлеме кирлĕ мар, унсăрăн вăй-хал чакать. Кĕлетке виçине хусканусемпе йĕркелесе тăмалла. Унсăрăн пухнă килограмсенчен хăтăлма йывăр пулĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.