Archive - 16 Çĕртме, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ
«Çамрăксен хаçачĕ» 23 (6116) №. 16.06.2016
Сусăрсене те пулла илсе çÿреççĕ
Тăтăш юн паракансем - чи сыввисем
Информаци тĕлĕшĕнчен хÿтĕленме
Нуша ĕçе хăнăхтарнă
“Нумай-и пурăнайĕ пирĕн ят?”
Праски кинеми пиллесе авлантарнă
«Нимĕçсем ачасене хулăпа хĕнетчĕç»
1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Лидия Кустовăн аслашшĕ ялти ытти арçынпа пĕрле лав кÿлсе армана çăнăх авăртма кайнă. Унччен те пулман — Воронеж облаçĕнчи Басовка салинче нимĕçсем Совет Союзне хурахла тапăнса кĕни пирки хыпар çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă. Ял халăхĕ урама чупса тухнă. Çут çанталăк та ырă мара сиснĕ тейĕн — тăрук тачка хура пĕлĕтсем капланнă. Улăха кăкарнă ĕнесем мĕкĕрме тытăннă, сăнчăрти йытăсем каçăхса кайса хамлатнă. Кĕçех арçынсем армантан таврăннă. Вĕсем вăрçă пуçланнине яла çитсен çеç пĕлнĕ. Ун чухне Лидия 5 çулта кăна пулнă.