Комментари хушас

16 Çĕртме, 2016

Пĕччен хĕрарăм патне упăшкуна ан яр ĕçлеме

Ялта пĕччен хĕрарăма пурăнма йывăр, арçын аллисĕр хуçалăх юхăнать. Анчах мăшăрлисене те çăмăлах мар, мĕншĕн тесен «хусах маткасем» çемьеллĕ арçынна пĕр-пĕр ĕç тума чĕнеççĕ, кайран ĕçтереççĕ-çитереççĕ, укçа параççĕ кăна мар, юнашар та вырттараççĕ. Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх поселокĕнчи хĕрарăмсем упăшки пĕччен хĕрарăма пулăшма каясран хăраса кăна тăраççĕ. Арçын ун патĕнче пулчĕ тĕк харкашу тапранасса кĕтсех тăр. «Мĕнпе астарать, мĕн ĕçтерсе арçын пуçне минретет-ши? Йĕркеллĕ çемьесене пăтратать. Ăна пула мĕн чухлĕ çын хур курать. Ĕлĕк унашкаллисене чулпа персе ялтан хăваласа янă», — аптăранă хĕрарăмсем.

«Кил урлă — тухатмăш»

Эмилия Ефремова кил умĕнче тăрмашсах ĕçлетчĕ. Пирĕнтен 2-3 метр маларах пыракан пĕр хĕрарăм ун тĕлĕнче чарăнчĕ те темĕн калаçрĕ. Эмилия ăна хăр та хар кăшкăрнине курсан чĕнме хăраса тăтăмăр: сăмах мĕнле хушмалла? Кăлăхах шиклентĕмĕр, хĕрарăм чиперех калаçрĕ. «Пĕлетĕп, ман çинчен кам сăмах сарса çÿренине йăлт пĕлетĕп. Мана кĕвĕçнипе кураймаççĕ. Арçынсене эпĕ ĕçпе канаш ыйтма чĕнетĕп. Икĕ ача пĕччен çитĕнтертĕм. Нуша курма кирек хăçан та ĕлкĕрĕп-ха тесе качча каймарăм. Ачасене те эпĕ ватлăхра çуратнă, хам валли. Хĕр çемьеллĕ халĕ. Ывăл Мускава ĕçлеме çÿрет, яланах килте тăмасть. Вăл таврăннă çĕре стройматериал илсе хуратăп, акă пĕренесене йăлтах пĕччен шуратрăм. Хуçалăха çирĕплетес тесе тăрăшатăп. Халĕ ĕнтĕ пенсире эпĕ. Мана ялти хĕрарăмсем сыхласах çÿреççĕ. Акă халĕ те пĕри: «Миля камсемпе калаçать-ха?» — тесе пăхса утать. Çынсем ĕçсĕр аптăраççĕ. Манăн вара пушă вăхăт пачах çук: нуски, тапочка çыхатăп, çипрен чечек ăсталатăп. Ĕненмесен пÿрте кĕртсех кăтартатăп, — сÿтĕлчĕ калаçу çăмхи. «Сире тухатлама пĕлет теççĕ...» — кăсăклантăмăр эпир.

«Пĕлнĕ тĕк хам курайман çынсене утайми тăвăттăм. Анчах унашкаллине Турă ан хуштăр. Тăвар сапса çÿретĕп тесе айăплаççĕ. Пирĕн ялта килĕрен — тухатмăш. Тырă, тăпра тултарнă пуканесем туса çын патне пырса пăрахаççĕ. Пĕррехинче ирхине пахчара çÿп-çап тултарнă хутаç асăрхарăм. Темĕн те пурччĕ унта: хĕрарăмăн уйăх хушши вăхăтĕнче усă курмалли япали таранчченех. Мĕн тăвас кунпа? Пĕр карчăкпа канашланă хыççăн çунтарса ятăм. Çÿп-çап хутаçне кам килсе пăрахни çийĕнчех палăрчĕ: çавăн питне шатра тапса тухрĕ, кĕтÿ хăвалама та тухаймарĕ шеремет. Тухатланă япалана çунтарсан хуçи патне каялла çапла майпа таврăнать тет», — çийĕнчех хуравларĕ вăл.

«Пахча хыçĕнче масар пур тенине мĕнле йышăнатăр? Унта эсир хăвăрăн вилĕ çуралнă пепкĕрсене пытаратăр имĕш», — мĕн илтнине уçăмлатма тĕв тытрăмăр эпир. «Хоспоти! Ку çылăха йышăнмастăпах, — сăхсăхма тытăнчĕ Эмилия Васильевна. — Манăн икĕ хутчен хырăм ÿкнине фельдшер та пĕлет. Пĕри пысăкланнăччĕ, хырăм палăракан пулнăччĕ. Мана кашнинчех больницăна илсе кайнă. Эпĕ чиркĕве çÿретĕп».

Çĕрĕпе канаш ыйтнă

«Шкулта ĕçленĕ чухне ĕç урокĕн учителĕпе Юрий Семеновпа явăçнине те пĕлеççĕ çынсем. Çĕр каçма киле таврăнманни те пулнă унăн. Арçын «пуçне çухатасран» хăраса арăмĕ ĕçрен кайнă. Хăвăр ялти Абрашевпа та чылай вăхăт вăрттăн тĕл пулатăр имĕш», — каллех ыйтрăм унран. «Юрий Анатольевичран эпĕ сĕнÿ ыйтнă, ĕç пирки кăна сăмахланă. Пушар хыççăн çĕклесе лартнă çуртра пĕр чÿрече касмасăр хĕл каçрăм. Абрашевпа эпир пĕрле ĕçленĕ, вăл шкулта водительччĕ. Мĕн те пулин турттарса е кайса килмеллисем пулнă ĕнтĕ», — пулчĕ хурав. «Пирĕнпе чиперех калаçатăр акă, паçăрхи хĕрарăма мĕншĕн кăшкăрса пăрахрăр?» «Çаплах укçа ыйтса çÿреççĕ, пушар хуралĕ тытса тăнăшăн 400 тенкĕ тÿлемелле тет. Эпĕ ăна укçа тыттармастăп, тухатлать те кайран алла укçа кĕмелле мар тăвать, ял тăрăхĕн администрацине хам кайса парăп, — калаçрĕ хĕрарăм.

Эмилия Васильевна пушар тухни пирки те, пĕччен хĕрарăмăн йывăр шăпи çинчен те каласа кăтартрĕ. «Эпир хĕл варринче нимсĕр-мĕнсĕр тăрса юлтăмăр, нимĕн те илсе тухаймарăмăр: документ та, укçа та. Пушар çын чĕртсе янипе тухни палăрчĕ. Ял вĕçĕнчи пĕр кинемей патне ачи, выльăхĕ-качки пурăнма кайрăмăр. Таврари ялсенче те укçа пухса пачĕç, миххи-миххипе çи-пуç, ĕне валли çăнăх, ытти апат йăтрĕç. Пÿрте тума ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшрĕ, сарайне кивĕ хăмаран хăпартрăмăр. Халĕ те çын япалипе çÿретĕп эпĕ. Ывăлăм ÿссе çитрĕ те стройка енĕпе алли çыпăçма тытăнчĕ. Мускавран киле килмесĕр тенĕ пекех ĕçлет. Çынсем пек пурăнас тесе тăрăшатăп, çав-çавах усал ят кăна илтетĕп. Эпĕ «аскăнчăк хĕрарăм» тенине йышăнмастăп. Калатăп вĕт: арçын манпа калаçнăшăн та кураймаççĕ. Ав михĕпе курăк тултарса кайнă çав арçын çумне те хушаççĕ. Пустуйран та кĕвĕçеççĕ. Эпĕ эрех ĕçсе çÿреместĕп, «хаярри» çине манăн — аллерги. Ĕне, пăру, чăх-чĕп пур. Пÿрт лартнă чухне 2 ĕне тытнă. Ачасене Улатăрта вĕреннĕ чухне пиншер тенкĕ парса ярайман эпĕ, укçапа иртĕхтереймерĕм. Ывăл кăнтăрла вĕренетчĕ, каçхине автосервисра ĕçлетчĕ. Ачасем пур-пĕр хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕç. Хĕр кайран Мускава ĕçлеме кайрĕ, никам та кĕтмен, пулăшман ăна унта», — ачисем пирки куççульне шăла-шăла каласа пачĕ Эмилия Васильевна.

Ăна пула мăшăрĕнчен патак çиеççĕ

Ялта пĕрисен килĕнче уяв иртнĕ. Кĕрекере чип-чипер ларакан Вадим Абрашев сасартăк çухалнă. «Атьăр пурте пĕрле ăна шырама каяр!» — хăналанакан темиçе çын сĕтел хушшинчен кар! тăрса тухнă та тÿрех Эмилия Ефремова патне утнă. Хайхи çухалнă çын унăн кравачĕ айĕнче выртать! Çакăн хыççăн «ютти патне» çÿреместĕп тесе епле тунайнă-ши арçын? «Унăн арăмĕ Маша çав аскăнчăк хĕрарăма пула мĕн чухлĕ нуша курмарĕ-ши? Упăшкинчен мĕн чухлĕ патак çимерĕ пуль?» — тенине илтме тÿр килчĕ. Мария Васильевна хăй пирĕнпе калаçма килĕшмерĕ. «Хаçатра çырнин усси çук. Çынни çавнашкал тăк ăна пĕрех чараймăн. Манăн упăшкапа пĕрлех пурăнмалла», — терĕ сăпайлăскер. «Эмилия халĕ урăххине тупнă. Намăс мĕнне пĕлмест, йăхĕ çавнашкал вĕсен. Çапах вăл Абрашевпа та тĕл пулма чарăнмасть, ун хыççăн арçын килĕнче арăмĕпе вăрçăнать, ясар ясара шанмасть теççĕ вĕт, кĕвĕçнипе хĕнет», — терĕç ял хĕрарăмĕсем.

«Эпир Абрашевпа — 27 çул, Тумалановпа 14 çул «пурăнтăмăр» тесе Эмилия хăй каланă пулать. Пире вара вăл «Тумалановпа ĕçлĕ хутшăну» тесе ĕнентерме тăрăшрĕ. Тен, тĕрĕсех каларĕ? Ĕçлесе пулăшнăшăн ăна хĕрарăм «ÿчĕпе» тÿленине Тумаланов пытарман, ачисене вăл хăй çапла каланă.

Çемьеллĕ арçынпа «ĕçлĕ хутшăну» пуçарнине мĕнле арăм йышăнтăр? Людмила Николаевна упăшки айккинелле чупни пирки шухăшлама та пултарайман, яланах шаннă, ĕненнĕ-çке вăл ăна. Юратса пĕрлешнĕ, венчет тăнă, 3 ача тĕрĕс-тĕкел ÿстернĕ хыççăн ватлăхра çакнашкал нуша тÿсме тивни, çемье ятне яни хĕрарăма питĕ пăшăрхантарать. Тумалановсем яланах тĕслĕх çемье шутланнă: ылтăн алăллă кил хуçи кама кăна пулăшман-ши?

34 çултан уйрăлнă

«Мильăпа эпир йĕркеллех калаçнă, библиотекăна кĕрсе чунне уçса йĕретчĕ. Çав вăхăтрах манăн упăшкапа явăçса пурăннă хăй. Толик — кочегаркăра, Миля шкулта дежурствăна юлсан тĕл пулнă вĕсем. Юлашки çулсенче упăшка улшăннине сисрĕм. Укçа пама пăрахрĕ. «Ăçта каятăн?» — тесе ыйтсан та «Санăн мĕн ĕç пур?» — тесе кăнттаммăн хуравлатчĕ. Пĕррехинче, каç пулас умĕн, вăрманта пĕччен пăрахса хăварчĕ. Бензопăчкă çĕмĕрĕлнĕшĕн тарăхрĕ, хатĕре кузов çине печĕ те вĕçтерчĕ. 7 çухрăм çуран утрăм. Манăн унпа ĕлĕкхи пек шăкăл-шăкăл калаçса пĕрле пурăнас, ĕçлес килетчĕ. Выльăх яланах нумай усранă эпир: 3-шер вăкăр, 2-шер ĕне... Вĕсенчен тупăш курнă укçа-тенке хăйĕн енчĕкне пуçтарса пычĕ. Тÿлемелли тăкаксене саплаштарма ыйтсан: «Хăвăн укçуна ăçта хуратăн? Ĕçлетĕн вĕт эсĕ!» — хăр-хар кăшкăрса пăрахатчĕ. Çĕнĕ машина илесшĕнччĕ, ачасем патне тухса çÿреме аван-çке. Тольăн урăх шухăш пулнă: ăна ирĕк пурнăç илĕртнĕ. 150 пин тенкĕпе ялта пÿрт туянчĕ вăл. Ăна пĕчĕккĕн йĕркене кĕртрĕ, юсарĕ, тăррине витрĕ, сĕтел-пукан илсе лартрĕ, мунча турĕ...

Уйрăласси пирки упăшка шарламан, почтальон судран янă çыру илсе килсен кăна пĕлтĕм. Шăпах тислĕк тăкнă хыççăн сĕтел хушшинче иксĕмĕр апат çисе лараттăмăр ун чухне. Çырусем кайран та килчĕç. Упăшкана заявление каялла илме йăлăнтăм, ватлăхра пĕрлех пурăнмалла, ачасемпе, мăнуксемпе савăнмалла. «Уйрăлни ним тума та чăрмантармасть», — хуравларĕ вăл. Хамсăрах уйăрнине пĕлсен чутах тăна çухататтăм. 34 çул пĕрле пурăннă хыççăн! Мĕнпе юраймарăм-ши? Ăна тирпейлĕ çÿретнĕ, тракторпа ĕçлекенскере яланах çуса якатнă кĕпе тăхăнтартнă, таса вырăн çинче çывăратнă. Çитермен теес — какай морозильник тулли. Упа пысăкăш сысна, хур-кăвакал пусаттăмăр. Хам çинчен шухăшламасăр уншăн тăрăшнă эпĕ, пĕрех юраймарăм. Судра вăл: «Тăрантарса ывăнтăм, çак сăлтава пула уйрăлатăп», — терĕ. Эпĕ ĕçлемесĕр пурăннă-им? Холодильнике çăрапа питĕрнĕ-им? Апат-çимĕçшĕн сăмахлатчĕ, нимĕн çук çĕртен чăркăшатчĕ.

Эпир уйрăлнă çулхине Мăнкунра ачасем килнĕччĕ. Сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрлерĕмĕр. Ачасене ăсатса ярсан упăшка хăйĕн килне кайрĕ. Пĕчченех ларса юлтăм. Кайран чун чăтмарĕ, хыççăн тухса утрăм. «Мĕн хăтланатăн? Мĕн нуши килнĕ сана пĕччен пурăнма? Атя киле», — тесе ÿкĕтлерĕм. Каçхине ÿсĕр килчĕ те япалисене пуçтарса кайрĕ. Килтен пуртă-мăлатук, кĕреçе, тимĕр-тăмăр таранах куçарса кайрĕ. Трактор хатĕрĕсем те йăлтах пулнă пирĕн.

Район фестивальне кайиччен мунча хутса кĕресшĕнччĕ. Кăмака чĕртсен тĕтĕм тухнине асăрхарăм. Мачча çине хăпартăм та мăрье çумĕнчи кирпĕчсем сапаланса выртнине куртăм. Упăшка эпĕ мунча кĕрсе ырă курасран çапла хăтланнă. Кирпĕчсене пуçтартăм та нимĕн тума пĕлмесĕр ыталаса тăтăм.

Пĕлтĕр ачасем ашшĕне çĕрулми ани чĕрсе пама ыйтрĕç. «Вăхăт çук манăн», — терĕ арçын. «Укçа паратăп сана», — хĕрĕм Таня 300 тенкĕ кăларса парсан тин килĕшрĕ. Укçа чирне кайрĕ вăл. Эпир килте ачасемпе, мăнуксемпе ĕçленĕ чухне вăл çын патĕнче калăмра çÿрени пайтах пулнă. Кил умĕнче трактор ларать, эпир алă вĕççĕн çĕрулми чĕреттĕмĕр. Шăрăхра пĕчĕк мăнуксемпе курăк типĕтетпĕр — вăл Миля патĕнче утă кĕртет. Çумăр айĕнче кĕтÿ пăхатпăр — арçын Миля патĕнче кăмака юсать...

Пĕр кунхине Толя патне шĕвĕр кĕреçе илме антăм. Кĕтÿ черетне каймаллаччĕ. 3 ĕнеччĕ пирĕн. Чиперех калаçрăм, киле чĕнтĕм. «Кăларса ывăтатăп, тек ан кил кунта!» — кăшкăрса кăларса ячĕ.

Толя ачисемпе мăнукĕсене урамра курсан та калаçмасть, сывлăх сунмасть. Вăл пире пурсăмăра та Мильăпа улăштарчĕ. Эрех еннелле сулăнчĕ хăй, пĕрмай ÿсĕр. Мĕн пур пĕччен хĕрарăм унăн аллинче халĕ. Вăл эпĕ ун патне упаленсе килессе кĕтет. Эпĕ айăпа кĕнĕ тейĕн. Выльăх пĕрех усратăп, çынна укçа тÿлесе утă çултаратăп.

Ун чухне эпир уйрăлнăччĕ ĕнтĕ. Хĕрĕм Наташа хулана кайиччен ашшĕне курасшăнччĕ. Алăкне питĕрнĕ-мĕн, ачасем кĕреймен. Çавăн чухне Толик хĕрарăмпа мунчара пулнă. Хыçалти пахчапа кĕнĕ чухне сасă илтрĕм, Толик юлташĕпе çăвăнать пуль терĕм. Пăх та — çаппа-çарамас хĕрарăм алшăллипе типшĕнет. Кам майри пулнине палламарăм малтанах. Кăвакарчăнсем евĕр шăкăл-шăкăл калаçаççĕ, манпа çапла хăçан сăмахланине астумастăп. Хапха алăкне шакканине илтсен Толик тухрĕ, мунча çенĕкне çăрапа питĕрчĕ те уççине алсатуль айне хучĕ. Наташăпа Стасика: «Аçăр хĕрарăмпа мунча кĕрет», — терĕм. Уççа илтĕм те алăк патнелле пытăм. Мунча çенĕкĕнче тĕттĕмччĕ, халат тăхăннă хĕрарăм питне аллипе хупласа тăрать. Çÿçĕнчен ярса илтĕм — Миля пулчĕ çакскер! Ун çинчен эпĕ шухăшлама та пултарайман. Толик мана хирĕç çава йăтса кĕчĕ. Юрать, ачасем çавăн чухне мана çăлса хăварчĕç. Эпĕ кÿршĕре пурăнакан Антонина Алексеевна патне чупса кайрăм, вилĕмрен çăлăннине пĕлтертĕм. Учительте ĕçлекенскер лăпланмалли эмел пачĕ. Тепĕр кунхине Мильăпа Толик пĕр майлă пулса полици чĕннĕ, Антонина Алексеевнăна та, вăл Толикăн тăванĕ, хăйсене майлă çавăрнă. Эпĕ Мильăна çавапа пуçран каснă иккен. Медэкспертиза каснă йĕрсене тупса палăртман. Кайран тăршшĕпех полицие сĕтĕрчĕç...» — каласа кăтартрĕ Людмила Николаевна.

Ку пăтăрмах пирки Эмилия Васильевнăран та илтме тÿр килчĕ. Анчах вăл мунча кĕнине шарламарĕ. Суран çĕввисемпе кăсăклансан та вĕсене кăтартаймарĕ, тÿрленнĕ имĕш. Анчах çавапа каснă суран çĕвви ĕмĕрлĕхех юлнине эпир пĕлместпĕр терĕ-ши?

Кайран калани. Ялти пĕччен хĕрарăмсем çемьеллĕ арçынна ĕç тума чĕниччен малтан арăмĕпе канашлатчĕç. Вăл ирĕк парсан çеç хăйĕн патне илсе каятчĕç. Качча кайса курман Эмилия Васильевна çак йĕркене пăхăнман. Чи пĕлтерĕшли — унăн хăйĕн килĕнчи ĕçе пурнăçламалла, ытти-хытти ăна пăшăрхантармасть, çемьесенче харкашу тухнăшăн вăл хăйне айăплă туймасть. Саккунпа килĕшÿллĕн нимĕнле преступлени те туман пулин те ют арçынна хапсăннине, çын çемйине аркатнине халăхра сивлеççĕ. Чиркĕве çÿрекенĕн ку мĕн тери пысăк çылăх пулнине пĕлмеллех. Ашшĕ пур çĕртех хăйсене çурма тăлăх туякан ачасен куççулĕ çинче телей курĕ-ши вăл? Ватлăхра камăн куçĕнчен пăхĕ Анатолий? Вырăн çинчен тăма хал юлман чухне пĕр курка шыв камран ыйтĕ?

Алина ИЗМАН.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.