Archive - 30 Çĕртме, 2016 - Çамрăксен хаçачĕ

30 Çĕртме, 2016

«Çамрăксен хаçачĕ» 25 (6118) №. 30.06.2016

30 Çĕртме, 2016

Таксидермист ĕçĕ çĕвĕçĕнни пекех

Мĕн вăл — таксидерми? Ахăртнех, чылайăшĕ сунарçăсен çуртĕнче кайăк-кĕшĕкĕн е чĕрчунăн кĕлеткине асăрханă. Вĕсене, паллах, музейра та курма май пур. Раççейре кунашкал кĕлеткене I Петĕр патша хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кунсткамерăра пирвайхи хут вырнаçтарнă.

30 Çĕртме, 2016

Водолазсем мар, юлташĕ туртса кăларнă

"Çамрăксен хаçачĕн" иртнĕ номерĕнче "Икĕ кунра — икĕ инкек" хыпарта шăрăх çанталăкра шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем çинчен пĕлтернĕччĕ. Ăна вуланă хыççăн Шупашкар районĕнчи Хĕрлĕçыр ялĕнчи пĕвере путнă çамрăкăн тăванĕсем редакцие шăнкăравларĕç. "Пирĕн ахаль те пысăк хуйхă. 17-ри çамрăка пытартăмăр. Эсир тĕрĕс мар çырни суран çине тăвар сапнăнах туйăнчĕ. "Водолазсем унăн виллине виçĕ сехетрен тупнă" тени йăнăш. Тем чухлĕ шăнкăравласан та МЧСран никам та çитеймерĕ..." — пăлханса калаçрĕ Вера Николаева.

30 Çĕртме, 2016

«Пире те илтĕр: яланах чулпа ан перĕр!»

"Район больницинче нимĕнпе те пулăшмарĕç" статьяпа паллашнă хыççăн Йĕпреç районĕн больницин тĕп тухтăрĕ Наталия Мясникова редакцие шăнкăравлама кăна мар, кĕрсе тухма та вăхăт тупрĕ.

30 Çĕртме, 2016

Студентсен центрĕсене аталанма пулăшĕç

Утă уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче студентсен аталану центрĕсен ертÿçисем валли вĕренÿ семинарĕ иртĕ. «Студентсен лидерĕсене вĕрентмелли çирĕплетмен меслетсене хатĕрлени тата пĕрлештерни» ятлăскере аслă вĕренÿ заведенийĕ РФ Вĕренÿ министерстви тата «Раççей çамрăкĕсен союзĕ» тулли мар яваплă общество пулăшнипе йĕркеленĕ, ЧПУ студенчĕсен пĕрлешĕвĕсен ĕç-хĕлне аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн пуçарнă.

30 Çĕртме, 2016

Уяв чăвашлăхпа сывларĕ

Элĕксемшĕн кăçалхи çул чылайлăха асра юлĕ. Республика кунне уявламашкăн вĕсем тахçанах хатĕрленме тытăннă. Элĕксем истори еткерлĕхне упрама тăрăшаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку туристсене яла илĕртмелли мелсенчен пĕри пулнине палăртнă.

30 Çĕртме, 2016

Ыттисем ютшăнни хăйне шанма хистенĕ

Юлия Данилова «Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ вырнаçнă Пичет çуртне çитсен шăнкăравларĕ. 6-мĕш хута лифтпа е картлашкапа хăпарма май пуррине каларăм. Вăл вĕсене курманнине пĕлтерчĕ те, тепĕр хутчен ăнлантарма пикентĕм. Пике ун патне анмашкăн, пулăшмашкăн ыйтрĕ.

30 Çĕртме, 2016

«Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ»

Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владимир Корнилов пĕр ирхине, нумаях пулмасть кăна пăруланă ĕнине вĕренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ăна 600 килограма яхăн таякан икĕ вăкăр тапăннă. Сăнчăрта тăнăскерсем шалчине кăларса вĕçерĕнсе тарнă та ĕне çавăтса утакан арçын хыççăн чупнă. Тем пысăкăшскерсем хăваласа çитсен ним те мар тĕкме, таптама пултараççĕ вĕт. Çав самантра урампа иртсе пынă ветеринар пулăшман тăк Корниловран мĕн юлĕччĕ-ши? Кил хуçи хапхаран киле кĕрсе кайсан та вăкăрсем лăпланман, вĕсем пÿрт умĕнче ларакан машинăна тапăннă.

30 Çĕртме, 2016

Кахал арçынна тĕпчев институтне ярасшăн

 

Мăн Сĕнтĕрсем Иван Степанова наукăпа тĕпчев институтне ярасшăн. Газ чарнă, çутă пралукне татса кайнă, ниçта та ĕçлемест, пахчинче нимĕн те лартса ÿстермест, çимелĕх укçи çук, анчах «çуттине» тупса ĕçет. Мĕнле пурăнать вăл кун пек условисенче? Ял халăхĕ ку ыйту тавра тем чухлĕ пуç ватсан та 52-ри хусахран тĕлĕнсе пĕтереймест. Сăмсине таçта та чикме юратакан журналистсене вара ку пушшех те кăсăклантарать. Килтех-ши вăл? «Ăçта кайтăр ĕнтĕ? Кунĕпех утать. Урама тухсан куратăрах. Анчах килĕ умĕнче ларатчĕ», — ăнлантарчĕç пире ял çыннисем.

Pages