Хусах пурнăçĕ

15 Раштав, 2016

Хуçалăхра пĕр пăта та çапман

«Кольăн кăмака хутма 1 грамм вутă та çук. Ав паян мăрйинчен тĕтĕм тухать-ха, çатрака çунтарать пулмалла», — Красноармейски районĕнчи Хусакассинче çапла каланине илтсенех хăлхана чăнк! тăратрăмăр. Эппин, ку хусахпа паллашмаллах! Кун пек сивĕ çанталăкра /çав кун урамра 20 градус сивĕччĕ/ çатрака çунтарса мĕнле пурăнать вăл? Шăнса вилмест-ши? Малалла вулас...

30 Çĕртме, 2016

Кахал арçынна тĕпчев институтне ярасшăн

 

Мăн Сĕнтĕрсем Иван Степанова наукăпа тĕпчев институтне ярасшăн. Газ чарнă, çутă пралукне татса кайнă, ниçта та ĕçлемест, пахчинче нимĕн те лартса ÿстермест, çимелĕх укçи çук, анчах «çуттине» тупса ĕçет. Мĕнле пурăнать вăл кун пек условисенче? Ял халăхĕ ку ыйту тавра тем чухлĕ пуç ватсан та 52-ри хусахран тĕлĕнсе пĕтереймест. Сăмсине таçта та чикме юратакан журналистсене вара ку пушшех те кăсăклантарать. Килтех-ши вăл? «Ăçта кайтăр ĕнтĕ? Кунĕпех утать. Урама тухсан куратăрах. Анчах килĕ умĕнче ларатчĕ», — ăнлантарчĕç пире ял çыннисем.

18 Ака, 2015

Пĕрне юратать, теприне шырать

Ĕçри телефон шăнкăртатрĕ. Çепĕç сасă малтанах чăрмантарнăшăн каçару ыйтрĕ, хăй кирлĕ вырăна лекнине ыйтса ĕненчĕ те мĕн çăмăлпа иккенне пĕлтерчĕ. 37 çула кайнăскер хаçат урлă хĕрсемпе туслашасшăн иккен.

- 25-33 çулсенчи хĕр-хĕрарăмпа паллашасчĕ. Ача пурри чăрмав мар. Ватă аннемпе пурăнатăп. Кил-çуртăмăр çирĕп, хăтлă, - терĕ Сантăр çепĕççĕн.

Калаçуран вăл эрех ĕçменни, чĕлĕм туртманни палăрчĕ.

- Хальччен çемьеленме май килмерĕ-и?

- Вăтанчăкрах-тăр, хĕрсене çавăнпах çавăраймарăм та, - çаплипех лăпкăн та сăпайлăн хуравлать авланас шутлăскер.