Пĕрне юратать, теприне шырать
Ĕçри телефон шăнкăртатрĕ. Çепĕç сасă малтанах чăрмантарнăшăн каçару ыйтрĕ, хăй кирлĕ вырăна лекнине ыйтса ĕненчĕ те мĕн çăмăлпа иккенне пĕлтерчĕ. 37 çула кайнăскер хаçат урлă хĕрсемпе туслашасшăн иккен.
- 25-33 çулсенчи хĕр-хĕрарăмпа паллашасчĕ. Ача пурри чăрмав мар. Ватă аннемпе пурăнатăп. Кил-çуртăмăр çирĕп, хăтлă, - терĕ Сантăр çепĕççĕн.
Калаçуран вăл эрех ĕçменни, чĕлĕм туртманни палăрчĕ.
- Хальччен çемьеленме май килмерĕ-и?
- Вăтанчăкрах-тăр, хĕрсене çавăнпах çавăраймарăм та, - çаплипех лăпкăн та сăпайлăн хуравлать авланас шутлăскер.
- Хам та качча кайман-ха, - шÿтлес кăмăла пытараймарăм. - Тен, шăпа...
Каç кÿлĕм пÿлĕмри телефон тепĕр хутчен шăнкăртатрĕ.
- Ку каллех эпĕ-ха. Сирĕн ятăра та ыйтма маннă, - илтĕнет палланă сасă. - Ыран Шупашкара пымалла манăн. Тен, тĕлпулăпăр?
- Пушă вăхăт тупайăп-ши? - иккĕлентĕм. Çапах шăнкăравлама ыйтрăм.
Çапла тепĕр кун Сантăр чăннипех «тупăнчĕ».
Пичет çуртĕнчен аякках мар вырнаçнă суту-илÿ центрĕ çывăхĕнче курнăçма калаçса татăлнăран ĕçрен тухсанах ун еннелле уттартăм. Ак тамаша! Мĕскер куратăп эпĕ? Мана хирĕç кĕрнеклĕ, çÿллĕ каччă утать. Аллинче - пысăк кĕлчечек çыххи! Нивушлĕ Сантăр? Çакăн пек каччă та пĕччен пулаять-и? Хам савнине пăрахсах Муркаша качча кайăп-ши? Пуçра çĕр тĕрлĕ шухăш. Чĕрем те кăлт! тапма тытăнчĕ. Арçын вара çывхарса та çывхарса пырать. Ура такăнать. «Эсир ман патăма-и?» ыйтасшăнччĕ тĕлме тĕл пулсан, анчах çăвара уçса та ĕлкĕреймерĕм, каччă ман çумран иртсе малалла утрĕ.
Пичет çурчĕ умĕнче курнă арçын хыççăн Сантăр пĕчĕк те имшер пек туйăнчĕ. Ялтан килни те тÿрех палăрать: сăн-питрен, тумтиртен.
- Сантăр, сăмахăма тытас тесе курнăçрăм санпала. Паллах, эпир пĕр-пĕриншĕн çуралнă çынсем мар. Сана ялта пурăнма килĕшекен мăшăр кирлĕ. Эпĕ хулара тĕпленнĕ. Çавăнпах иксĕмĕр тĕлпулни ниме те пĕлтерменнине хăв та ăнланатăн-тăр, - пуçларăм калаçăва.
- Çапла. Çапах тĕлпулма килĕшнишĕн тавах. Чунăма сире те пулин уçас тетĕп. Тен, канаш паратăр, - ыйтуллăн пуçларĕ калаçăва.
Çук, айван та мемме мар вăл. Пĕчĕк пулин те пултаруллă та маттурри куç кĕрет. Сăпайлă кăна. Çавăнпах вăхăтра авланма ĕлкĕреймен те. Сантăр каласа кăтартнă тăрăх, савнийĕ те пулнă-ха унăн. Анчах ăна урăххи вăрласа кĕрсе арăм тунă.
Суеçтерес, улталас, пысăклатса е пĕчĕклетсе калас йăли çуккине асăрхарăм. Шанса, чунне уçса калаçрĕ каччă. Сăмах май, унпа тем пирки те пуплеме май пуррине те сăнарăм. Çанталăк-и, кулленхи лару-тăру-и, пахчари ĕçсем-и, истори-и - пурин пирки те сăмах-юмах килет. Унашкаллипе темĕнле хĕрарăм та пĕр чĕлхе тупмалла пек. Ялта пурăнать пулин те ăслă-тăнлă та анлă тавракурăмлă вăл. Шел, аслă пĕлÿ илме тÿр килмен. Кĕнеке-хаçат таврашне вуланине те пытармарĕ.
- Каçсерен тепĕр чухне телевизор пăхас килмест те кĕнеке вулатăп.
- Чăвашлине-и?
- Тĕрлĕрен пулать. Килте кĕнеке чылай. Александр Артемьевăн «Салампине» пуринчен ытла килĕштеретĕп. Темиçе хутчен те вуланă ăна. Нумаях пулмасть Константин Симоновăн «Живые и мертвые» романне тепĕр хутчен пăхса тухрăм, - тет уçăлма тухнă тусăм.
Акă ăçта иккен йĕкĕтĕн чун пуянлăхĕпе черченлĕхĕн çăлкуçĕ. Кĕнеке тытакан çамрăксем паян сахаллансах пыраççĕ. Сантăра вара ырламалла çеç. Пушшех те арçынсем Салампи юратăвне чунĕ витĕр кăларнине хальччен илтменчĕ. Пĕртен-пĕр çакăншăнах тин паллашнă йĕкĕте хисеплерĕм те.
- Аннÿ кин килессе кĕтет пулĕ-ха?
- Куллен калать кун пирки. Ывăнтарсах çитерчĕ ĕнтĕ.
- Ялта хĕр çук-им тата? Мĕншĕн пĕрне çавăрмастăн?
- Тĕрĕссипе, пур-ха пĕри. Питĕ килĕштеретĕп ăна. Анчах темĕн пулчĕ. Калаçмасть. Кÿрентернине те астумастăп. Çамрăк пулин те икĕ ачаллă вăл. Пĕрле те пурăнса пăхрăмăр ĕнтĕ. Ачисене те çав тери юрататăп. Аннем те вĕсене хапăлласах йышăнать. Анчах темшĕн кутăнлашать. Çирĕп те хаяр кăмăллă-ха вăл, нимĕн те тăваймăн. Тепĕр чухне сăмахĕсене те суйласа калаçмасть. Çапах чĕреме çунтарать. Пĕрлех пулас килет те, тем ăнмасть...
Сирĕн пата та аптăранă енне шăнкăравларăм. Тен, паллашакан пулĕ те ăна манăп тетĕп. Çук пуль, ăнах саватăп. Ун çинчен пĕр самантлăха та манаймастăп. Çамрăкрах чухне юрату пуррине ĕненеттĕм-ха, анчах хам нихăçан та унăн чури пулмăп теттĕм. Акă халĕ юратрăм, ку туйăмпа нимĕн те тăваймастăп...
Çыратăп - хуравламасть, шăнкăравлатăп - тытмасть. Номерне улăштарассипе те хăратать. Ĕçне каяс - эпĕ пырсан тухса таратăп тет. Килне пыни те усси çук - уçмасть, тухмасть. Юнашар ларса чунăма уçас килет те... Çитмест халĕ вăл мана...
- Эсĕ курнăçма май шыраса тупах. Юрататăн пулсан хăв енне çавăрах. Урăххипе паллашни хăтармĕ. Пушшех те, санăн чĕрÿнте теприн валли вырăн çук халĕ. Урăххипе паллашма шухăш тытнине те ан систер. Пушшех кÿренĕ. Каçармĕ.
Çапла пĕлтерĕве памалла мар калаçса килĕшрĕмĕр те уйрăлтăмăр.
Тепĕр чухне чун ыратăвне ирттерме ют çын кирлĕ. Итлекенни. Темĕнле чаплă канаш та ан патăр вăл - мĕн каланине çеç тĕпĕ-йĕрĕпе итлетĕр. Вара чунра çăмăлланать. Эпĕ те Сантăршăн хăйне евĕр психолог пулса тăтăм-тăр. Йывăр вăхăтра калаçма кирлĕ çын. Журналистăн темĕнле профессие те алла илме тивет çав.
Сантăр халĕ кун сиктерсе тенĕ пек шăнкăравлать. Пурнăçĕнчи ăннă е ăнман утăмĕсем пирки сăмахлать. Манпа калаçсан ăшĕнчи пушарĕ лăпланнине систерет. Чун-чĕререн ырă сунатăп ăна. Пĕрне юратнă вăхăтрах теприне шыранине çеç ăнланаймастăп...
Яна КĂТРИ.