- Чăвашла верси
- Русская версия
Таксидермист ĕçĕ çĕвĕçĕнни пекех
Мĕн вăл — таксидерми? Ахăртнех, чылайăшĕ сунарçăсен çуртĕнче кайăк-кĕшĕкĕн е чĕрчунăн кĕлеткине асăрханă. Вĕсене, паллах, музейра та курма май пур. Раççейре кунашкал кĕлеткене I Петĕр патша хушăвĕпе килĕшÿллĕн Кунсткамерăра пирвайхи хут вырнаçтарнă. Кăшт каярах чĕрчун тирне карса тунă меслетсене тĕпчеме тытăннă. Таксидерми — чĕрчун кĕлеткине хатĕрлемелли мел.
Паянхи тĕпел хăни — Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнче пурăнакан ÿнерçĕ тата таксидермист Алексей Ксенофонтов. Чĕрчун кĕлеткине хатĕрленинче чун киленĕçне тупнăскер çут çанталăка ачаранпах юратнă. 13 çулта чухне кайăк-кĕшĕке пĕлес енĕпе ирттернĕ олимпиадăна хутшăнса республикăра çеç мар, Раççейре те 1-мĕш вырăна тухма пултарнăскере Аслă Британири кайăксене хÿтĕлекен королева обществине те чĕннĕ. 1994 çулта вăл Крымри «Артек» лагерьте канма тивĕçнĕ.
14 çулта чухне Алексей урамра тупнă ула куракăн виллине «чун кĕртнĕ». Унччен вăл чĕрчунсемпе кайăксен кĕлеткисене музейра çеç курнă. Кăсăклану çулран-çул ÿссе пынă. 36 çулти ăста пĕчĕкренпех кайăксемпе чĕрчунсем пирки кĕнеке нумай вуланăран вĕсемпе ĕçлеме кăсăкли çинчен каласа кăтартрĕ.
Алексей сунара çÿреме юратать, анчах катемпи тумалли чĕрчунпа кайăка ятарласа тытмасть. Çынсем электропралук çине ларса вилнĕ кайăка, машина айне пулнă тăманана е алла çакланнă чĕрчуна ĕмĕрлĕхех сыхласа хăварас тĕлĕшпе ун патне килеççĕ. Алексей малтан пĕчĕк кĕлеткесене çеç хатĕрленĕ пулсан каярах пысăк чĕрчунсемпе ĕçлеме тытăннă. Хальччен вăл кăвакала, хура, пăчăра, хир чăххине, тăманана тата ытти вун-вун кайăка «чун кĕртнĕ».
Комментари хушас