Комментари хушас

30 Çĕртме, 2016

«Элек саракансемех пулăшу ыйтма килеççĕ»

Етĕрне районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Владимир Корнилов пĕр ирхине, нумаях пулмасть кăна пăруланă ĕнине вĕренлеме кайсан, чутах инкеке лекмен: ăна 600 килограма яхăн таякан икĕ вăкăр тапăннă. Сăнчăрта тăнăскерсем шалчине кăларса вĕçерĕнсе тарнă та ĕне çавăтса утакан арçын хыççăн чупнă. Тем пысăкăшскерсем хăваласа çитсен ним те мар тĕкме, таптама пултараççĕ вĕт. Çав самантра урампа иртсе пынă ветеринар пулăшман тăк Корниловран мĕн юлĕччĕ-ши? Кил хуçи хапхаран киле кĕрсе кайсан та вăкăрсем лăпланман, вĕсем пÿрт умĕнче ларакан машинăна тапăннă.

Вăкăр машинăна шар кăтартнă

«Ауди» хуçи, хула каччи, Корниловсен пулас кĕрĕвĕ, çав вăхăтра вырăн çинчен те тăман-ха. Машина сигнализацийĕ янăраса кайнипе вăл урамалла тинкернĕ. Пăх та! Вăкăрсем унăн транспортне тÿпкелеççĕ, кутăн çавăрса хуманни кăна. «Выльăх шалчипе /вăл 20 сантиметр тăршшĕ çеçчĕ/ машинăран çакланнă та капота, алăксене лапчăтнă, мăйракисемпе чĕркеленĕ. Эпĕ вăкăр хуçинчен Валентина Филипповăран машинăна юсамашкăн 20 пин тенкĕ укçа ыйтрăм. Полици чĕнмесĕр, ку ыйтăва мирлĕ майпа татса пама сĕнтĕм. Вăл хирĕçлерĕ. «Сирĕн ĕне чупасшăн пулнипе вăкăрсем хыççăн пынă», — терĕ. Ĕнере айăп çук, тин кăна пăруланăскерĕн вăкăр шухăшĕ пулман. Калаçса татăлма май çуккине кура çул-йĕр инспекторĕсене чĕнме тиврĕ», — каласа кăтартрĕ Павел Прокопьев. Юристра ĕçлекен каччă машинăна экспертиза витĕр кăларттарнă, юсав валли 23 пин тенкĕ кирлине çирĕплетнĕ. Ку укçана Павел Филипповсенчен суд урлă шыраса илесшĕн. «Кунсăр пуçне экспертиза тунăшăн 2,5 пин тенке, Етĕрнери шалти ĕçсен пайне çÿресе 1 пин тенкĕрен кая мар пĕтернĕ укçана та тÿлеме ыйтасшăн. Тата ку ĕç-пуçпа чупса пĕр кун ĕçе тухаймарăм... Саплаштармалли тăкак ытларах та пухăнать. Филипповсен килĕнче пулма тÿр килчĕ. Унта — «антисанитари»! Сыснисем те пÿртрех пурăнаççĕ тет-и? Çулталăкри пепки çавнашкал условире ÿсет. Кун пирки районти опекăпа попечительлĕх органне пĕлтересшĕн. Хальлĕхе адмкомиссире вăкăр шар кăтартнă пирки заявлени хăвартăм», — палăртрĕ Павел Прокопьев.

6 центнера яхăн таякан вăкăра 20 сантиметрлă шалчана татса каясси нимĕн те мар. Унашкал выльăха сăнчăртан вĕçертме те хăрамалла. Анчах Филипповсем ĕне чуптарма чĕнсен вăкăрне грузовике тиесе каяççĕ, 15 çул пурăнса теме те хăнăхнăскер унта чип-чиперех хăпарса тăрать-мĕн.

Тислĕк урама варалать

Хăш-пĕр çынпа çыхланиччен çыхланманни, сăмах чĕнмесĕр иртни пахарах. Мăн Сĕнтĕрти Валентина Филиппова та çавнашкаллисен йышĕнчен тесе характеристика пачĕç. Ял çыннисем вĕсен тирпейсĕрлĕхĕнчен тĕлĕнеççĕ, выльăх картишĕнчен тухакан тислĕк шывĕ урама вараланăран тарăхаççĕ. «Вĕсен умĕпе хитре пушмакăрсемпе иртеетĕр-и-ха? Юрать, шăрăх, йĕпе-сапара, чăнах, çăрăлса тухас çукчĕ. Ялĕпе — вĕсен выльăхĕ. Çырмара та, клуб хыçĕнче те пăрăвĕсем ирĕкре çÿреççĕ. Кĕтĕвне пĕчĕк ачасене пăхтарнăччĕ: 5-6-сенчи хĕрачапа 8-9 çулсенчи арçын ача çумăрта çÿресе чирлерĕç. Ачисем урамра çынна курсан: «Канфет çитер-ха», — тесе ыйтатчĕç. Те Мăн Чурашри тăванĕн ачисем? Такам та пур вĕсем патĕнче», — кăмăлсăрланчĕ халăх.

«Килĕ умĕнче тем те пĕр пур» тенĕрен Филипповсен çуртне тупасси йывăр пулмарĕ. Кунта техника хатĕр-хĕтĕрĕпе юнашарах ача кÿми, тимĕр-тăмăр, стройматериал, 40 литрлă флягăсем, пичке... Çак пурлăха 5-6 йытă хураллатчĕ. Тĕрĕссипе, урам — ял тăрăхĕн территорийĕ, ăна ирсĕрлетнĕшĕн явап тыттарма та ирĕк пур. Анчах, каларăмăр ĕнтĕ, Валентинăпа пули-пулми çыхланмаççĕ.

Филипповсем килте çукчĕ, уя кайнине пĕлтерчĕç. Карти-хапхи путлех мар та, кил картишĕнчи тирпейсĕрлĕх, унта тислĕк пÿрт алăкĕ таранчченех çăрăлни витĕрех курăнчĕ. Анатри кÿршисем енче — пралук, унта та тăпра курăнмиех навус. Юрать, çанталăкĕ типĕ. Унсăрăн резина атăсăр иртейместĕмĕр. «Эсир пирĕн яла час-часах, уйрăмах çу­мăр çунă чухне, килĕр. Вара кунта мĕнле ÿкерчĕк хуçаланнине куратăр. Валентина çак пралукран тислĕке шăпăрпа урамалла шăлса кăларать», — эпир каллĕ-маллĕ уткаланине курсан пырса сăмах чĕнчĕ пĕр çын.

Тирпейлĕх пĕлтерĕшлĕ мар

Клуб хыçĕнчи волейбол лапамĕнче пăрусем тăратчĕç. Кунта епле вылямалла-ха? Аплипех «мина». Каçкÿлĕм пăрусем кăна мар, 15 ĕне те çак таврашрах, хырсем айĕнче, çĕр каçать-мĕн. «Ирĕкре çÿресен те вĕсен выльăхĕ çухалмасть. Вĕрÿ-суру чĕлхи пĕлет пуль çав Валя? Пирĕн ялта 5 çул каялла пĕрисенне витеренех ĕне çавăта кайнăччĕ. Хуçи кÿрше каçнă, пÿртре çутă та сÿнтерсе хăварман. Таврăннă çĕре — ĕне çук. Йĕрлесен те тупаймарĕç», — каласа кăтартрĕç пĕрисем. «Филипповсем питĕ ĕçчен çемье, тăрăнса каяслах тăрăшаççĕ. Анчах те ĕç майне пĕлмеççĕ, те ĕлкĕреймеççĕ? Вăкăра мĕн тесе 15 çул усрас сăмахран? Ĕнисем те лайăх пăхманран сĕт нумай антармаççĕ. Хăйсен пурнăçне хăйсем йывăрлатаççĕ пек туйăнать. Çурт тума тытăннăранпа 10 çул иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Тирпейлĕх вĕсемшĕн пĕлтерĕшлĕ мар», — хушса хучĕç теприсем.

Çав кун Валентина Николаевнăна курма май килмерĕ, эпир унпа телефонпа çыхăнтăмăр.

— Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх — 50 пуç, кунсерен 150 литр сĕт паратăп. Фермер ĕçне 15 çул каялла пуçăнтăмăр. Патшалăхран нимĕнле пулăшу та илмен эпир. Пĕчĕк пăрусене çитĕнтерсе ĕне турăмăр. Арканнă колхозăн ферминче выльăх усратпăр. Ĕнесене çемьепе сăватпăр: эпĕ — алăпа, 14-ри хĕрĕм Ирина — аппаратпа. Юрий Никитинпа Алексей Солдатова кĕтÿçе илтĕм. Уйăхсерен 15 пиншер тенкĕ тÿлетĕп, табель çырса пыратăп. «Ачасене пăхтараççĕ» тесе юри калаççĕ. Çумăрта вĕсем лавккана мороженăй туянма кайнине курнă та. Халĕ ачасен ниçта та кайма юрамасть-им? Качча килсенех асăрхарăм: ку ялта ăмсанакан, ĕçлеме юратман çынсем пурăнаççĕ. Çурăм хыçĕнче сÿпĕлтетеççĕ, куçăн курсан шарламаççĕ. Тĕрĕссине калатăн тăк мĕншĕн хăрамалла? Эпир хальччен никамран та, нимĕн те кĕтсе, ыйтса ларман, йăлтах хамăр вăйпа тунă. Çемйипех кунĕн-çĕрĕн тар тăкатпăр. Тыр-пул та ÿстеретпĕр. Эпĕ те, хĕрĕм те тракторпа çулатпăр, ытти ĕçе те пурнăçлатпăр. Пĕчĕкки те хамăрпа пĕрлех çÿрет. Хĕрĕм те манăн çамрăксем пек каçхине урам тăрăх янккаса çÿремест, çĕрлеччен утă турттарать», — калаçрĕ Валентина Филиппова.

— «Тислĕк шывне урама юхтарать», — тесе айăпланине епле йышăнатăр?

— Мĕн тислĕкĕ пултăр пирĕн? Эпир тракторпа хĕлĕн-çăвĕн уя навус турттаратпăр. Кам ман пирки элекленĕ — çавсем хăйсем урама тислĕкпе варалаççĕ. Тĕрĕссипе, выльăх усракан кашни çыннăн çумăр çунă чухне картишĕнчи тислĕкĕ урамалла юхать.

— Сирĕн вăкăр çын машинине сăтăр кÿнине илтрĕмĕр.

— Э-э, хуларан килнĕ çынсем пирĕнтен укçа сăптăрас тесе пустуй калаçаççĕ. Машинине вăкăр мăйраки те пырса перĕнмен.

— Юристра ĕçлекен Павел Прокопьев урăхларах каларĕ.

— Мĕн юрисчĕ вăл. Шапашкăна çÿрекенскер кăна.

— Клуб хыçĕнче выльăха тăратнăшăн та çынсем кăмăлсăрланаççĕ.

— Унта карта тытса çавăрман, патшалăх çĕрĕ вăл. Эпир пăрусене ирĕке яратпăр, ыттисем, 5-6 çын, кăкараççĕ. Çырмана выльăха яма никам та чараймасть. Вăл никамăн харпăрлăхĕ те мар.

— Сирĕн кил умĕнчи тирпейсĕрлĕхе куртăмăр.

— Техники те, шыв пички те — йăлтах кирлĕ япаласем. Стройка пĕчĕккĕн пырать. Нумаях пулмасть 2-мĕш хута хăпартрăмăр, кăçалах çурта блок-хауспа çапасшăн, чÿречесем лартасшăн. Тÿрех Мускав та çĕкленмен. Тар тăкса ĕçленипе пуйма çук çав. Хальхи саманара çаратакан, улталакан кăна шик! шăхăрса пурăнать. Пирĕн ялта çын укçине шутлама юратакан, кĕвĕç чун нумай. Хĕрĕм лайăх вĕренет те çавăншăн та кураймаççĕ. Элек сарса çÿрекенсемех ман пата килеççĕ: ĕне чуптарма, утă çултарма, машина-трактор ыйтма...

Хам курнă-илтнĕ хыççăн пĕр ыйту çуралчĕ, ахăртнех, унăн хуравне тупаймастăп: ĕçчен çын хуçалăхĕ мĕншĕн тирпейсĕр? Валентинăпа Константин Филипповсем ĕçкĕпе иртĕхмеççĕ, лăш курми ĕçлеççĕ, анчах тасалăх — вĕсемшĕн чун ыйтăвĕ мар. Куншăн айăплама ирĕкĕм çук: тирпейсĕрлĕхĕпе хăйсем пурăнаççĕ. Анчах урама тислĕкпе варалани, выльăх-чĕрлĕхне хупса усраманни çынсене тарăхтарнине питĕ лайăх ăнланатăп. Таврари çĕр патшалăхăн пулсан та ăна та, ял-йыша та хисеплемеллех.

Алина ИЗМАН.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.