Тăрăшулăх кирлех

Тăххăрмĕш класран Лена Гурьянова отличница пулса вĕренсе тухрĕ. Сăпайлă та тăрăшуллăскер чылай предмет олимпиадинче палăрать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл тĕнчери ÿнер культури дисциплинăпа республикăри ăмăртуран 2-мĕш вырăн йышăнса таврăннă. Ÿнер жанрĕсем пирки, юрă-ташăпа тата кинематографипе çыхăннă чылай ыйтăва хуравласа пысăк балсене тивĕçнĕ вăл. Çавăн пекех ÿкерчĕксен авторĕсене тĕрĕс каласа та тупăшнă. Ку предметпа олимпиада малтан районта иртнĕ, Лена унта 1-мĕш вырăна тухнă хыççăн çÿллĕрех шайра та хăйне тĕрĕслесе пăхма шут тытнă. Ăнтăлу çитĕнÿ патне çитеретех çав.

Вĕренÿре çеç мар, спортра та хастар Лена. Вăл шахматла выляма ăста. Çиччĕмĕш класранах вăл районта спорт маçтăрĕн кандидачĕ. Шахмат вăййине хĕрачана ашшĕ выляма вĕрентнĕ-мĕн. Ăсталăхне çителĕклех туптасан Лена ăмăртусене те хутшăнма тытăннă. Республикăра хăйĕн ÿсĕмĕнчи çамрăксен хушшинче икĕ хутчен пĕрремĕш вырăна тухнă маттурскер.

— Юлашки вăхăтра пиччепе самолет моделĕсене тишкерме, тĕпчеме пуçларăм. Вăл унпа тахçанах кăсăкланать ĕнтĕ. Малтан пушă вăхăтра тĕрĕ тĕрлеме кăмăллаттăмччĕ, халĕ кĕнеке ытларах вулама тăрăшатăп: фантастика жанрĕнчи хайлавсене, классика литературине… — кăмăллăн калаçать вăл.

Мĕнле ĕмĕтпе çунатланать-ха шкул маттурĕ? Лена малалла медицина енĕпе вĕренме кайма, çĕршыва кирлĕ çын пулса çитĕнме тĕллев лартнă. Шухăшланине пурнăçа кĕртес тесен çанă тавăрса тăрăшмаллине лайăх ăнланать.

Кăмăллă пикен юлташ та чылай. Тантăшĕсемпе пĕр чĕлхе çăмăллăнах тупаканскер ыттисенче ырă кăмăллăха, шанчăклăха, тÿрĕ кăмăллăха хаклать.

— Туссенчен яланах мĕн те пулин çĕннине вĕренетĕп, пĕлетĕп. Эпĕ юлташсене кура хăюллăрах пулма хăнăхатăп. Вĕсем мана хавхалантарма пĕлеççĕ, сĕнÿ-канашпа пулăшаççĕ. Чăн-чăн туссен çавăн пек пулмалла та, — çирĕп-летрĕ Лена сăмахне вĕçленĕ май.

Нина ЦАРЫГИНА.

Хĕрлĕ Чутай районĕ,

Хĕрлĕ Чутай шкулĕ.

 

Нина ЦАРЫГИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.