Сусăрсене те пулла илсе çÿреççĕ

16 Çĕртме, 2016

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Антон Володиншăн пулă тытасси чун киленĕçĕ çеç мар, пурнăçăн пĕр пайĕ те. Урамра сивĕ-и, çил-тăман алхасать-и, çумăр çăвать-и — кирек епле çанталăкра та вăлта йăтса кÿлĕ е юханшыв хĕррине каякан çынсене пурте ăнланмаççĕ. Пĕрисем пулăçă вăхăта усăсăр ирттерет тесе шухăшлаççĕ, теприсем арçынсем шыв хĕррине эрех ĕçес тĕллевпе кайни çинчен калаçаççĕ. Виçĕ çултах ашшĕпе пĕрле пĕрремĕш хут пулă тытма кайнă Антон кун пирки пачах урăхла шухăшлать. Вăл 20 çул ытла çак чун киленĕçĕпе йăпанать. Республикăри юханшывсемпе пĕвесенчи пулăн пур тĕсне те аллинче тытса курнă вăл. Вăлтана пулă çаклатас тесе çывăхри регионсене çитме те ÿркенмен. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.