Тăтăш юн паракансем - чи сыввисем

16 Çĕртме, 2016

Аварире аманнисене, ача çуратакан хĕрарăмсене, йывăр операци чăтса ирттернисене... тăтăшах юн кирлĕ. Кунашкал йывăр лару-тăрăва кашниех лекет. Апла тăк пирĕн пурнăçа та донор юнĕ çăлса хăварма пултарать. Донорлăх — паттăрлăхпа танах. Паян пирĕн ыйтусене Республикăри юн илекен станцин тĕп врачĕ Людмила ЯКОВЛЕВА хуравлать.

— Людмила Михайловна, Чăваш Енре миçе донор? Вĕсен йышĕнче çамрăк нумай-и?

— Пурĕ 14700 ытла донор, 34% — çамрăксем. 4123 çын СССР е РФ хисеплĕ донорĕн ятне тивĕçнĕ. Вĕсен ретне çулсеренех 150 çын тăрать.

— Камсем ытларах юн параççĕ: хĕрарăмсем-и е арçынсем-и?

— Ытларах арçынсем. Хĕрарăмсем физиологи уйрăмлăхне кура сайра хутра донор пулаяççĕ.

— Сирĕн пата килнисен медицинăн мĕнле тĕрĕслевне тухмалла? Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.