Нуша ĕçе хăнăхтарнă
Канаш районĕнчи Шуркасси шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекенсенчен ЧР Пуçлăхĕн стипендине харăсах иккĕн тивĕçнĕ. Каччăсем тулли çемьере çитĕнмеççĕ пулин те вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма çеç мар, тĕрлĕ олимпиада-конкурсра пĕлÿ шайне тĕрĕслеме, общество ĕçне хутшăнма та вăхăт тупаççĕ.
Пурнăçланайман ĕмĕт
Улаксарта пурăнакан Николай Алексеев 9-мĕш класра вĕреннĕ чухнех обществознанипе, ОБЖпа район шайĕнче иртнĕ предмет олимпиадисенче малти вырăнсене йышăннă. Каччă технологипе физкультура урокĕсене кăмăлпа çÿренине каласа кăтартрĕ:
— Класра 7-ĕн вĕрентĕмĕр: 3 хĕр те 4 каччă. 9-мĕш класчен 12-ĕн ăс пухрăмăр. Сахаллăн пулнипе вĕрентекен урокра кашнинченех ыйтса ĕлкĕретчĕ. Çавăнпа пурте тăрăшса вĕренеттĕмĕр, кашни предметпах хатĕрленсе килеттĕмĕр.
Николай 5 предметпа ППЭ тытма ыйтса çырнă. Математикăпа вырăс чĕлхисĕр пуçне обществознание, физикăна тата математикăна профиль шайĕнче тытма палăртнă. Яш ăçта вĕренме кĕрессине хальлĕхе пĕлмест. Çакă экзаменра пухнă балсенчен килет. Вĕрентекен профессине алла илмессине çирĕппĕнех пĕлтерчĕ. Вĕсен ĕçĕ яваплă та йывăр пулнине лайăх ăнланать вăл. Шалăвĕ пĕчĕкки пирки те пĕр çынран çеç илтмен. Николай каласа кăтартнă тăрăх, шкулти вĕрентекенсен хушшинче пĕр çамрăк та çук. Чылайăшĕ тивĕçлĕ канура е çав çулалла çывхарса пырать. Каччăн шухăшĕпе, паянхи саманашăн хăш аслă шкулта е училище-техникумра пĕлÿ илни пĕлтерĕшлĕ мар, алла диплом илнисенчен чылайăшĕ хăйĕн профессийĕпе ĕçлемест. Нумайăшне ку ячĕшĕн çеç кирлĕ.
Çамрăк Интернетра час-часах ларать-ши? Малалла вулас...