Archive - Ака 2016 - Хыпар

апреля 23rd

23 Ака, 2016

Историсĕр, чĕлхесĕр малашлăх çук

Çитес тунтикун, ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхин кунне паллă тăватпăр. Çак кун Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çут тĕнчене килнĕ. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнăскер ыттисене те çак ырă пархатара малалла тăсма пилленĕ. «Халăх шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ унăн тăван чĕлхинче палăрать, çавăнпа та тăван чĕлхесĕр ăнăçлă çутĕçĕ те пулма пултараймасть», — тенĕ Иван Яковлев. Кирек хăш халăхăн та тăван чĕлхи, паллă çыннисем пур. Вĕсенчен пысăк пуянлăх çук. Шупашкарта пĕлÿ пухакан ачасем паллă чăвашсене пĕлеççĕ-и?

23 Ака, 2016

Сăмахĕ янăратăр, юрри-кĕвви шăрантăр

Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пĕрлĕхе пухăннăранпа кăçал вунă çул çитет. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май ассоциаци ертÿçине Зоя Лукинана хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Шупашкарта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ 2006 çулхи çурла уйăхĕнче йĕркеленчĕ. Çак ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри — мониторингпа аталану центрĕн методисчĕ Надежда Гордеева. Малтанах пĕрлешĕве нумай çул Анисия Игнатьева ертсе пычĕ. 2013 çултанпа ку тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп.

23 Ака, 2016

Сусăрлăх - çитменлĕх мар

Ирхине ĕçе кайнă май Анютăна троллейбусра кашни кунах куратăп. Чылай чухне юнашар ларкăч çинех лекетпĕр. Малтан амăшĕ леçетчĕ ăна шкула, юлашки вăхăтра пĕчченех çÿрекен пулчĕ. Мĕн пĕчĕкрен япăх курать хĕрача. Çапах тантăшĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть вăл: кулленех шкула çÿрет, ĕмĕтленет, çăмăл атлетикăпа туслă, рок-концертсене килĕштерет. Уçă кăмăллă хĕр пĕрчи кирек кампа та пĕр чĕлхе тупать. Çитĕнсен куçаруçă пулма, çемье çавăрма ĕмĕтленет вăл. Куç вăйĕ пулмасан та çынна витĕр курма пĕлет. Пĕрмай йăл çиçекен ăшă чунлă хĕрача теприн шалти кăмăл-туйăмне чунпа туять.

23 Ака, 2016

Çулсăр нушаланакансен ыйтăвĕ Кремле çитнĕ

Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи Василий Курбаткин вăрçă ветеранĕ Шоссе урамĕпе шоссе çулпа утма ĕмĕтленни çинчен хамăр хаçатра пĕлтĕрех çырнăччĕ. Ял хапхинчен кĕрсенех пылчăк çăрăлнине хăнăхма çук паллах. Çитменнине тата вырăнĕ шурлăхлă — çумăр çумасан та лачакаллă.

23 Ака, 2016

Йĕп те хĕсĕнсе ан кĕтĕр

Коля тете тин çеç гараж умĕнче хăй ăсталанă çÿп-çап урапине юсатчĕ, тахăш самантра хирĕççисем патĕнчен ун çине хăйне кирлĕ хатĕр-хĕтĕр тиесе те çитрĕ. Алă усса ларма хăнăхманскер пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçтерсе кăна çÿрет. Картишĕнче мăлатукпа шаккакаларĕ те тепĕртакран кил хушшинче пăчкă сасси кăларчĕ.

23 Ака, 2016

Куçăхтарас марччĕ

Хĕрĕм шкул пĕтерсен хулана вĕренме кайрĕ. Часах Сергейпе туслашрĕ. Пĕр хушăран пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Туй тумасăрах арлă-арăмлă пурăнма эпир те чармарăмăр. Ун чухне тăвансене кĕрекене пухма укçа-тенкĕ çукрахчĕ. Хĕрĕмĕре шăпах хваттер туянса панăччĕ.

Часах Настя пире кукамайпа кукаçи тума хатĕрленни паллă пулчĕ. Куншăн хĕпĕртерĕмĕр кăна. Анчах... кĕрÿ ăна пăрахса кайрĕ. Хĕрĕмĕртен икĕ çул çамрăкрахскер яваплăхран хăрарĕ-ши? Нумай асапланчĕ Настя. Мана кăна систересшĕн пулмарĕ, анчах амăшĕн чĕри епле ан туйтăр çакна?

23 Ака, 2016

“Нимĕçсем пирĕн салтаксене çилленнĕ - йĕркене пăхăнса вăрçмаççĕ имĕш...”

Фашистсем Мускав тата Сталинград патĕнче мĕншĕн вилмеллех шăннă? Каска салтак пурнăçне çăлма пулăшнă-и? “Катюшăран” тăшман чăнласах хăранă-и? Тата мĕн чухлĕ паллă мар салтакăн кĕлеткине халĕ те тупман?

23 Ака, 2016

"Вести Чувашии", (№ 15 (1483)) от 23 апреля 2016 года.

Указ Главы Чувашской Республики от 18 апреля 2016 года № 38 «О внесении изменений в Указ Президента

Чувашской Республики от 26 мая 2011 г. № 41».

Указ Главы Чувашской Республики от 20 апреля 2016 года № 39 «О награждении государственными наградами Чувашской Республики».

 

 

апреля 22nd

22 Ака, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 4-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 4-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Хуплашкана Николай Никифоровăн «Мотоблок тапратсан» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата "Хыпар-хăнар, сас-хура" кулăш ярăмĕ пур. Виççĕмĕш страницăра Г. Федотовăн "Панкрут Мирунĕ" калавне вырăн панă.

"Шăпăрлансем-шăхличсем", "Пурнăç ÿкерчĕкĕсем", "Çÿпçипе хупăлчи", "Кулăш, пулăш!" тата ытти рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Номерте Л. Саринепе А. Мокин калавĕсем, кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

ПУЛАС УПĂШКАНА ТĔРĔСЛЕНИ
ĔМĔТЛЕННИ ПУЛМАРĔ
"Капкăн" журнал килчĕ

 

22 Ака, 2016

ПУЛАС УПĂШКАНА ТĔРĔСЛЕНИ

Ку ĕç тахçанах, эпĕ хĕр чухнех пулнăччĕ-ха. Пĕррехинче эпĕ пĕр йĕкĕтпе паллашнăччĕ. Çиелтен пăхма аванах пек: кĕлетки-çурăмĕ арçынăнниех, мăйăхĕ те пур, пĕвĕпе манран çур шит çÿллĕрех. Тата мĕн кирлĕ?

Pages