ĔМĔТЛЕННИ ПУЛМАРĔ

Пирĕн Культура çуртĕнче юрă-ташă каçĕсем час-часах иртеççĕ. Пĕлтерÿсене илемлĕ çырнине кура, çывăхри пур ял çамрăкĕ те каç пуласса чăтăмсăррăн кĕтет.

Пĕррехинче ял варринчи кĕлет çине çакнă пĕлтерĕве вуласа тăратăп. Унта хĕрпе каччă ташланине те илĕртÿллĕ ÿкерсе хунă. Тарăн шухăша путрăм çапла: «Паян хăш каччипе ташлăп-ха?» Çак хушăра купарчаран такам çапрĕ. «Хам килĕштернĕ каччах пулчĕ-ши?» — тесе шухăшларăм пулсан та, каялла юриех çаврăнса пăхмарăм. Нумай вăхăт та иртмерĕ — хыттăнах панлаттарчĕ, чутах кайса ÿкмерĕм. «Юратакан каччă ун пек çапас çук-ха», — тесе çаврăнтăм та — така тăра парать. Кĕлет тавра темиçе хут та хăваласа çаврăнчĕ. Вăй пĕтсе çитнĕрен такăнса ÿкрĕм — така ман урлă сиксе каçса кайрĕ. Çумра выртакан йывăç тураттине илсен çеç такаран хăтăлтăм. Ĕмĕтленни пулмарĕ: урасем чĕтренĕрен çав каç клуба та тухаймарăм. Çывăрма выртсан та тÿрех ыйхă килмерĕ. Тĕлĕкре те ман тавра такасем сиккеленине кăна куртăм...

Савнине кĕтекен хĕр.

Красноармейски районĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.