Сăмахĕ янăратăр, юрри-кĕвви шăрантăр

23 Ака, 2016

Хула шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем пĕрлĕхе пухăннăранпа кăçал вунă çул çитет. Чăваш чĕлхи кунĕ çывхарнă май ассоциаци ертÿçине Зоя Лукинана хаçат тĕпелне чĕнтĕмĕр.

— Шупашкарта чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенĕсен ассоциацийĕ 2006 çулхи çурла уйăхĕнче йĕркеленчĕ. Çак ĕçе пуçарса яраканĕсенчен пĕри — мониторингпа аталану центрĕн методисчĕ Надежда Гордеева. Малтанах пĕрлешĕве нумай çул Анисия Игнатьева ертсе пычĕ. 2013 çултанпа ку тивĕçе эпĕ пурнăçлатăп.

Ассоциацире паян 9 пĕрлешÿ — мастерскойсемпе лабораторисем. Вĕсен ертÿçисем — Галина Абрамова /59-мĕш вăтам шкул/, Мария Печникова /50-мĕш вăтам шкул/, Анисия Игнатьева /12-мĕш вăтам шкул/, Галина Николаева /56-мĕш вăтам шкул/, Людмила Николаева /62-мĕш вăтам шкул/, Роза Мазикова /19-мĕш вăтам шкул/, Нина Леонтьева /1-мĕш гимнази/, Светлана Тяхмусова /43-мĕш вăтам шкул/, Елена Мулюкова /20-мĕш вăтам шкул/ — пурте аслă категориллĕ вĕрентекенсем. Вĕсенчен виççĕшĕ чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен сумне Мускав шайĕнче хÿтĕлеме вăй çитерчĕç. Ыттисен те чысĕпе сумĕ пысăк.

Тĕрлĕ енлĕ ĕçлетпĕр. Анисия Павловнăпа Людмила Петровна Геннадий Волков академик эткерне упраса хăварассишĕн тимлеççĕ. Светлана Вячеславовна чăваш юрри-ташшине вĕрентекенсемпе вĕренекенсен хушшинче сарассишĕн тăрăшать. Роза Анатольевна чăваш литературин мастерскойне ертсе пырать. Вĕсем вĕрентÿ институчĕпе те тачă çыхăнура. Галина Николаевнăпа Нина Геннадьевна ертсе пыракан лабораторипе мастерской та тухăçлă ĕçлеççĕ, çамрăк вĕрентекенсене çĕнĕ тата халиччен тухнă кĕнекесемпе вĕренÿ çулĕнче еплерех ĕçлемеллине ăнлантараççĕ. Çĕнĕ технологисемпе усă курас, класс тулашĕнчи ĕçе йĕркелес енĕпе Елена Александровна, Мария Николаевна, Галина Васильевна ăста.

Вулавăшсемпе те туслă çыхăну тытатпăр. Хастарсен йышĕнче — республикăри ача-пăча тата наци библиотекисем. Унта чăваш чĕлхипе, литературипе, тăван ен культурипе çыхăннă мероприятисем вĕренекенсемпе вĕрентекенсем валли час-часах иртеççĕ.

Чăваш наци конгресĕпе те тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Хам ЧНКн Шупашкарти уйрăмĕн ертÿçин çумĕ пулнă май чăваш чĕлхипе кăна мар, культурăпа, спортпа çыхăннă мероприятисене те хутшăнатпăр.

Хула шайĕнче ирттерме хăнăхнă конкурссем юлашки вăхăтра республика шайне çĕкленчĕç. Светлана Тяхмусова ертсе пыракан «Чăваш юрри-кĕввин илемĕ» мастерской «Шкул пики», «Шкул маттурĕ» тата «Шкул шăпчăкĕ» конкурс йĕркелет.

Иртнĕ эрнере çеç-ха «Шкул пики» конкурс иртрĕ. Унта хутшăннă 16 хĕртен саккăрăшĕ — хулари шкулсенчен. Кăçалхи ăмăрту уйрăмах çÿллĕ шайра иртрĕ. Кун пек мероприятисенче ачасен тавракурăмĕ тĕрлĕ енлĕ аталанать. Пĕрне кура тепри çÿлерех туртăнать.

Икĕ çулта пĕрре вĕрентекенсен методика фестивалĕ иртет. Унсăр пуçне «Чĕлхесем расна пулсан та халăхĕ пĕр çемьери пек», «Халăх педагогикин асамлăхĕсем», «Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçри çĕнĕ меслетсемпе технологисем» тата ытти «çавра сĕтелпе» семинар-практикум вĕрентекенсене пухса тĕрлĕ ыйту хуравне шыраттараççĕ.

Методика пĕрлешĕвĕсем кашни шкулта пур. Анчах унта 3-8 вĕрентекен çеç. Эпир вара пысăк йыш — 300-е яхăн çын. Вĕрентекен шкул шайĕнче ларнипе ÿсĕм пулмасть. «Выртан каска мăкалать, çÿрен каска якалать», — тенĕ ваттисем.

Паянхи куншăн чи пысăк çитменлĕх — чăваш ачисем вырăсланни, тăван чĕлхепе калаçманни. Çак ыйту шкулта мар, килте пуçланать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ача сачĕсенче те чăваш чĕлхи кунĕсем, эрнисем иртетчĕç. Чăваш пÿлĕмĕсем тума вăй-хăват çитеретчĕç. Паян ача сачĕсенче шăпăрлансем тăван чĕлхепе пачах та калаçмаççĕ. Хулара кăна мар, районсенче те çапла.

Чуна савăнтарман тепĕр пулăм — ашшĕ-амăшĕ килĕнче ачисемпе тăван чĕлхепе пуплеменни. Чăвашăн чăвашах пулмалла.

— Чăваш чĕлхине шкулта виçĕ сехет çеç вĕрентни те çителĕксĕр ĕнтĕ.

— Паян 1- 4 классенче чăваш чĕлхи — 2 сехет, 5-9 классенче — виçшер. 10-11 класра чăваш литературине вырăсла вĕрентетпĕр. 2-3 сехет, паллах, сахал. Чăваш чĕлхи урокĕ куллен пулмалла. Анчах паянхи куна çак лару-тăрăва улăштарма майсем çукрах, мĕншĕн тесен ку укçа-тенкĕ ыйтăвĕпе çыхăннă.

Чăваш калаçăвне шкул коридорĕнчен хула урамне кăларас тесен пирĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемелле. Вĕсем пулăшсан, хамăр тăрăшсан тăван чĕлхене упраса хăварма пултаратпăрах.

Эпир урокăн 90 процентне чăвашла ирттерме тăрăшатпăр. Ачасене чăваш кам иккенне, пирĕн хамăр халăхпа мĕншĕн мăнаçланмаллине ăнлантаратăп. 16-17-мĕш ĕмĕртен пуçласа чăваш ятне çĕклекенсем çинчен илтсен пирĕн, чăннипех те, мăнаçланмалли пуррине ăнланаççĕ ачасем.

Хăть мĕнле пысăк ĕç пуçлас умĕн те чăваш аслă хăватăмăрсенчен пил ыйтнă. Эпир те паян çĕр çинчи чăвашăн 100 пин сăмахĕ янăратăр, 100 пин юрри-кĕвви шăрантăр, 100 пин тĕрри-эрешĕ куçа савăнтартăр тесе чăвашлăха упрама, сыхлама пĕтĕм чăваш Туррисенчен пил ыйтатпăр.

— Йăхташăмăрсем пурăнакан ытти региона та тухса çÿретĕр эсир.

— Хăйсем те килме тăрăшаççĕ. Пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашатпăр. Пушкăртра икĕ хутчен пултăмăр. Тутар республикинчи вĕрентекенсемпе туслашрăмăр. Чĕмпĕрсемпе çыхăнăва çирĕплетесшĕн. Шăнкăравласа канаш ыйтакана пурне те пулăшатпăр. Вăй-хăват çитнĕ таран методика пособийĕсемпе тивĕçтерме те ăнтăлатпăр.

Чăваш тĕнче тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Вĕсем патне хавас юрă-ташăпа, çĕнĕ спектакльпе савăнтарма кăна мар, вĕрентÿ ыйтăвĕсене татса парассишĕн тухса çÿремелле. Паянхи кун тăван чĕлхе урокĕсем йăхташăмăрсем пурăнакан кашни регионтах çукки те пăшăрхантарать.

— Калаçушăн тавах.

Татьяна НАУМОВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.