“Нимĕçсем пирĕн салтаксене çилленнĕ - йĕркене пăхăнса вăрçмаççĕ имĕш...”
Фашистсем Мускав тата Сталинград патĕнче мĕншĕн вилмеллех шăннă? Каска салтак пурнăçне çăлма пулăшнă-и? “Катюшăран” тăшман чăнласах хăранă-и? Тата мĕн чухлĕ паллă мар салтакăн кĕлеткине халĕ те тупман?
Çак ыйтусен хуравĕсене музейсенче тупма пулать. Челябинск хулинче Шалти ĕçсен пайĕ çумĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин музейне уçнă. Унăн йĕркелÿçи — шырав отрячĕн, çарпа истори клубĕн пуçлăхĕ, милици майорĕ Сергей Голоднов.
Пульăсенчен... презерватив таран
— Экспонатсен пысăк пайĕ шăпах шырав отрячĕсене пула тупăннă ахăртнех? Вăрçă кĕрленĕ вырăнсенче чаватăр вĕт...
— Çапла. Пирĕн музей çакăнпа уйрăлса тăрать те ыттисенчен. Нумай чухне экспонатсем — чăннисем мар. Пирĕн вара музейра курма пулакан япаласен 80 процентне çĕр айĕнчен чавса кăларнă. Кашни япалан — хăйĕн шăпи. Упранас енĕпе те çаплах. Калăпăр, акă выртаççĕ икĕ пуля юнашарах. Пĕрне перĕнсенех çăнăх пек тĕпренет, тепринпе вара хăть халĕ усă курма пулать. Салтаксем усă курнă харпăр хăй япалине нумай тупатпăр — хамăрăннисенне те, нимĕçсенне те. Тăванĕсене шыратпăр. Тупăнсан хайхи япаласене тавăрса паратпăр. Анчах, шел те, нумай чухне музейрах хăварма тивет вĕсене.
Медальонсем кăна мар, темĕн те тухать çĕр айĕнчен — шăл тасатмалли паста та, одеколон та. Тĕлĕнтермĕшсемпе те тĕл пулатпăр. Акă пĕр пуля тепринпе çапăннă — кун пекки миллионра пĕрре пулать. Нимĕçсен наркотикĕсем те тухаççĕ çĕр айĕнчен — вĕсене вермахт салтакĕсене ывăннине, ыратнине ирттерме панă. Ан тĕлĕнĕр те, фашистсем... презервативпа та усă курнă. “Данон”, “Нивеа” компанисен продукцийĕсем те тĕл пулаççĕ. Çитменнине, вĕсем хальхи пекех! Вăт çавăн пек экипировка пулнă тăшман салтакĕсен!
Вăрçă кĕрленĕ вырăнсенче çĕр халĕ те кантăкран тасалса пĕтеймест — тăшман сăра, джин ĕçнĕ. Сăмах май, нимĕç салтакĕсем пирĕннисене питĕ тарăхнă — йĕркене пăхăнса вăрçмаççĕ имĕш: кăнтăрла лăпкăн апатланма, çĕрле çывăрма, канма памаççĕ...
— “Хура шыравçăсемпе” тĕл пулнă-и?
— Ман шухăшпа, вĕсем ытларах — вăрман тулашĕнче. Вăрманта шалта вара пурте пĕр тан. Тепĕр тесен, пирĕн тĕллевсем те урăхларах. Эпир тимĕр-тăмăр мар, салтаксен кĕлеткисене шыратпăр. Вырăнти çынсем те чакаланаççĕ вăрманта, йĕркеллĕ япала тупсан — сутаççĕ. Анчах та салтаксен кĕлеткисене тупсан пăрахса хăвармаççĕ, пире пĕлтереççĕ.
— Япаласем тăрăх вĕсен хуçин вилĕмĕ пирки калама пулать-и?
— Паллах, япаларан ытларах мĕн калатăр? Вермахт салтакĕн фляжки витĕрех пуля тухнă акă — апла, унăн хуçи вар-хырăмран аманнине пула пурнăçпа сывпуллашнă. Нумай чухне шăтăк каскăсем тупатпăр. Сăмах май, вĕсем салтак пурнăçне çăлман та темелле, психологи пулăшăвĕ кăна панă. Кăкăр çине çакнă хурçă хÿтĕлев пирки те — бронежилет прототипĕ темелле пуль вĕсем пирки — çавнах каламалла: вĕсен витĕр пуля çăмăллăнах тухнă.
— Нимĕçсем мăйракаллă каскăсем тăхăннă. Хăратас тĕллевпе-и?
— Çук паллах. Малтанах вĕсен çумне бронепластинăсем çыпăçтарнă — каллех пульăсемпе снаряд ванчăкĕсенчен сыхланма. Анчах та вĕсене ванчăк çакланни пуçа вăйлă силленĕ — мăй сыппи хуçăличченех. Çапла вара пластинăсене илсе пăрахма тивнĕ. Мăйракисем вара юлнă. Ăнăçсăр хĕç-пăшал пирĕннисен те пулнă. Калăпăр, тĕлĕнмелле гибрид — кĕреçе-миномет. Анчах унпа икĕ тĕллевĕпе усă курма питĕ йывăр пулнă. Çавăнпа унпа та усă курма пăрахнă. Сайра тĕл пулакан хими гранати те пур музейра. Иккĕлле ракетница “Люфтваффе” те.
Çăраççи те пулăшман
— Нивушлĕ тумтир те çапла нумай çул çĕрмесĕрех упранма пултарать?
— Тĕрлĕрен пулать. Калăпăр, нимĕç формине Германирен илсе килтĕмĕр. 1944 çулти шинеле пăхса нимĕçсем пирĕн хĕле чăтаймасăр мĕншĕн ушкăнĕ-ушкăнĕпе шăнса вилнине ăнланма пулать — ытла та çÿхе! Кительне вара хутран тунă теме те пулать.
Историе витĕм кÿнĕ хĕç-пăшал питĕ нумай. Сăмахран, 1900 çулта кăларнă “Браунинг” — Фани Каплан унран Ленина пенĕ. 1914 çулта кăларнă “Маузер” — унпа усă курса Надежда Аллилуева хăйĕн пурнăçне татнă. Акă тата “Вальтер ПП” — Гитлер унран перĕнсе вилни паллă. Кусем ĕнтĕ оригиналсем мар — çавăн евĕррисем. Золинген хулинче кăларнă штыкăн ячĕ илемлĕ янăрать — “юрлакан хурçă”. Туртса кăларнă чухне вăл хăйне евĕр сасă парать. Штык çинче — икĕ клеймо: Чили тата Квантун çарĕ валли кăларнине паллă тунă. Малтанах, нимĕçсем ăна кăнтăр Америкăна сутнă курăнать. Каярахпа вăл яппунсен аллине çакланнă, унтан... Челябинска çитнĕ.
— “Юрлакан хурçа” халĕ те кăлараççĕ-и?
— Эпĕ заводри специалистсене кăтартрăм, вĕсем ку хурçă паян питĕ сайра тĕл пулнине каларĕç.
Кăларма пăрахнă винтовкăсен хушшинче хамăрăннисем те пур — Мосин винтовкин штыкне Женева конвенцине хирĕçлет тесе пăрахăçларĕç. Чăн та, тăватă кĕтеслĕ штыкпа тирнĕ хыççă чĕрĕ юласси иккĕленÿллĕ. Çав вăхăтрах фашистсен штыкне сăнăр-ха — лезвийĕ мĕн сарлакăш! Çынлăхпа килĕшсе тăрать-и вара вăл? Виçĕ кунран кăна çурăлакан бомба тата? Вĕсене фашистсем Ленинград çине пăрахнă. Бомбардировщиксем вĕçсе кайнă хыççăн çынсем килĕсене таврăнаççĕ те, унта вара виçĕ кунран — взрыв! Пирĕн çавăн пекех Дора туппин шрапнелĕ пур. Кун пек тупăна 200 çын авăрласа пăхса тăнă, шрапнелĕ вара теннис мечĕкĕ пысăкăш кăна.
— Çĕр айĕнчен тухакан япаласем вăрçа пачах урăх куçпа хаклама пулăшаççĕ ахăртнех.
— Çапла. Пирĕн салтаксен кантăкран тунă фляжкăсем пулнине пĕлнĕ-и эсир? Фронтовиксем каласа кăтартнă тăрăх, ăна пуля лексен кантăк ванчăкĕ пĕççе йăлт аркатнă.
Пирĕн алла нимĕç гранати çакланчĕ — ун çумне совет партбилечĕн пайĕ çыпăçнăччĕ. Çăраççи çыххи те куç тĕлне пулнăччĕ. Ахăртнех, нимĕç ăна вăрçа амулет пек илсе кайнă, вăл пулăшнипе киле чĕрĕ-сывă таврăнасса шаннă-тăр... “Фашистсен таканлă атти” тенине илтнĕ-и тата? Вĕсем чăнласах çавăн пек атăсемпе çÿренĕ — ун йышшине темиçе те чавса кăлартăмăр çĕр айĕнчен.
Телее, таканлă атăллисен маршне пирĕннисем пÿлме пултарнă. Нимĕçсем нимрен ытла “Катюшăран” хăранă — унăн снарячĕн ванчăкĕ те километра яхăн вĕçнĕ, хăйĕн çулĕ çинче йăлт аркатнă. Пĕррехинче нимĕç салтакĕн юлашкийĕсене тупрăмăр, кĕлеткин пайĕсем 6 метра çити сапаланнăччĕ. Хăрушă япала тăтăшах тухатчĕ. Пĕр çынна, тумтирне кура связист пек туйăнчĕ, взрыв икерчĕ пек лапчăтнă...
Уроксенчен пĕтĕмлетÿ туман-ха
— Криминалпа çыхăннă япаласем пур-и музейра?
— Паллах. Вĕсем пурте юнпа çыхăннă. Акă 80-мĕш çулсенче хурах таксистсене пăвнă кантра — шăв-шав çуратнăччĕ вăл хăй вăхăтĕнче. Водительсене завод проходнойĕ умĕнче тапăннă вăл. 50-мĕш çулсенче темиçе инкассатора ТТ пистолетран персе пăрахнăччĕ — вăл та пирĕн патра упранать. Морозов эшкерĕ усă курнă япаласене те пире пачĕç — криминал ушкăнне Златоуст депутачĕ йĕркеленĕ. Хăй вăхăтĕнче юбкăллă Остап Бендер чапĕ сарăлнăччĕ — Вера Руссу Челябинск аслă шкулĕсенчен укçа пуçтарнă: илем конкурсне ирттерме кирлĕ имĕш...
— Шырав ĕçĕ мĕнрен пуçланнă-ха сирĕн?
— Çак ĕçе маларах пуçарнисем явăçтарчĕç те, хам хăш вăхăтра “чирлесе кайнине” сиссе те юлаймарăм. Ун чухне çын юлашкисем çиелтех выртатчĕç темелле, шăмăсем çĕртен кăнтарса тăратчĕç. Хыпарсăр çухалнисенчен нумайăшне халĕ те тупайман-ха. Пĕр уйра 70 çул чакалантăмăр — унта çын кĕлетки кăна мар, танк та тупрăмăр!
Ĕçе йăлтах хамăр шутран пурнăçлатпăр. Маларах хысна пулăшатчĕ.
— Апла шырав ĕçне явăçас текен те сахал пулĕ халĕ?
— Апла каламăттăм. Çамрăксен хушшинче те маттуррисем сахал мар. Воспитани хăватлă мелĕ вĕт-ха ку! Астăватăп, йывăр лару-тăрăва çакланнă çула çитмен çамрăксене илсе килчĕç. Пĕр вахтăра йăлт улшăнчĕç вĕт ачасем!
Çапах та влаç тимлĕх уйăрманни тĕлĕнтерет. Пĕлтĕр çапла пĕр вырăнта 31 салтак юлашкине тупрăмăр. Вырăнти влаç йăшăлт та тумарĕ. Çĕнтерÿ 70 çул тултарнă тапхăрта пулса иртнĕччĕ ку... Музей экспоначĕсене те йăлтах тенĕ пек хамăн пенси укçипе пуçтаратăп.
— Чунра кÿренÿ капланмасть-и?
— Пархатарлă çак ĕçе ачасем явăçни пĕтĕм кÿренĕве манăçа кăларать. Эпир шкулсенче “чĕрĕ уроксем” те ирттеретпĕр вĕт. Уроксене формăпа çÿретпĕр, хĕç-пăшал çинчен каласа кăтартатпăр, ачасене хамăрăн музея чĕнсе хăваратпăр. Ачасен чунне витерет çакă. Истори — пафос мар, çакна ĕнентермелле ачасене. Манăçа кăларма юрамасть ăна, ун çине тĕрлĕ ярлык çакма та кирлĕ мар. Эпĕ, сăмах май, çавăнпах Украинăра пулса иртекен ĕç-хĕле питĕ чĕре çывăхне хурса йышăнатăп. Унта тăрăшсах историпе кĕрешеççĕ. Кĕрешмелле мар унпа, истори урокĕсенчен пĕтĕмлетÿсем тумалла.
Сергей Голоднов 1961 çулта Челябинскра çуралнă. Автотранспорт техникумĕнче вĕреннĕ. Çар хĕсметĕнче пулнă, шалти ĕçсен пайĕнче уголовлă шырав тытăмĕнче вăй хунă. Регионри наркотĕрĕслев тытăмĕнче оперативлă уйрăма ертсе пынă. 2000 çултанпа Челябинскри ШĔП музей ĕç-хĕлне йĕркелесе пырать.
/«АиФ»/.