Комментари хушас

22 Ака, 2016

ПУЛАС УПĂШКАНА ТĔРĔСЛЕНИ

Ку ĕç тахçанах, эпĕ хĕр чухнех пулнăччĕ-ха. Пĕррехинче эпĕ пĕр йĕкĕтпе паллашнăччĕ. Çиелтен пăхма аванах пек: кĕлетки-çурăмĕ арçынăнниех, мăйăхĕ те пур, пĕвĕпе манран çур шит çÿллĕрех. Тата мĕн кирлĕ?

Анчах эпĕ ăна-кăна куркаланă çав - каччăсене тÿ- рех шанса лармастăп. Çынна тултан пăхни - пĕр япала. Шалта мĕн хуçаланнине пĕлмелле! Психика тĕлĕшĕн-чен тĕрĕс-тĕкелех-и вăл? Çакна пĕлесси - чи кирли. Кăмăлне палăртма май тупмаллах!

Шухăшлама пулать те, пурнăçлама хĕн. Çын кăмăлне кĕрĕк çанни пек тавăрса пăхма çук-çке! Тÿрех тĕшмĕртеймĕн. Эпĕ аптăраса ÿкмерĕм, хамăн меслете хута ятăм.

Çамрăк хĕрсем, эсир сăмах мĕн пирки пынине ăнкартăр пулĕ-ха. Тен, сирĕн те, хăшĕ-пĕрин, арçынсене витĕр курмалли шанчăклă меслет пур-тăр. Çук пулсан вĕрентетĕп. Шел, хальлĕхе хамăн методикăпа нумай хĕр-упраçа паллаштарма ĕлкĕреймен-ха эпĕ. Ку темех мар, сараппанлă çыхăну йăлтах вырăна лартать.

Паллашни виçĕ-тăватă кун çитсен хайхи каччăпа иксĕмĕр ылтăн-кĕмĕл сутакан лавккана кĕтĕмĕр. Сутма кăларса хунă япаласене чип-чиперех пăхкалаттăмăр. Куçпа курни сахал пек туйăнчĕ - эпĕ хаклă япаласене тăхăнма-виçме пикентĕм. Сутуçи те, япшарскер, хаклă чулсемпе металсем çинчен каласа ăнлантарать, хăйĕн таварне рекламăлать. Акă эпĕ ылтăн хăлха çаккине пахаларăм, унтан - кĕмĕл вăчăрапа килентĕм. Бриллиант кулон патне черет çитсен манăн каччă сиксе чĕтренине асăрхарăм.

- Мĕн пулчĕ? - тетĕп.

- Пĕлместĕп. Тем шăнтса пăрахрĕ-ха...

Маттур каччăпа темех пулмĕ-ха. Эпĕ ун-кун шутламасăрах венчет çĕрри еннелле куç ывăтрăм. Вăта пÿрнене тăхăнтарсах виçесшĕнччĕ, анчах:

- Пикеçĕм, сана сив чир аптăратмасть-и? - кĕрет хăлхана каччă сасси.

- Сисмерĕм-ха, - тетĕп, - иккĕленетĕн тĕк иксĕмĕр пĕрле сыватмăша кайса тĕрĕслеттерĕпĕр. Тепĕр самант кĕт-ха.

Эпĕ вăхăта çухатмасăр хура алмаз браслета тăхăнма пикентĕм. Кĕтмен çĕртен манăн каччă, пăлханнипе картран тухнăскер, палламалла мар çинçе сасăпа çихĕрсе ячĕ:

- Хăвна тĕрĕслеттер, ылтăн чăмăркки! Пĕчченех кай врач патне! Мана ылтăн чирĕпе аптăракан хĕр кирлĕ мар!

Ку каччă аташмасть-ши тетĕп. Çаврăнса пăхрăм - вăл çук та. Мухтав Турра, вăхăтра тупса палăртрăм вăл псих пулнине. Вăт епле шанчăклă меслетпе паллаштартăм сире. Этем пархатарĕн тÿнтер енне алса тулĕ пек тавăрса кăтартаканскерпе.

Хĕрсем, çак меслете пула савнă каччăсăр юлнишĕн пĕртте пăшăрханма кирлĕ мар. Тĕнчере чипер ăс-тăнлă, чăнкă та сывă каччăсем пайтах. Пĕр çаклатсан ан вĕçертĕр телее. Кăмăллă пурăнăр!

КУЛĂШПИ каласа панине

Н. СУЙМАНОВ çырса илнĕ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.