Çулсăр нушаланакансен ыйтăвĕ Кремле çитнĕ
Шупашкар районĕнчи Пархикассинчи Василий Курбаткин вăрçă ветеранĕ Шоссе урамĕпе шоссе çулпа утма ĕмĕтленни çинчен хамăр хаçатра пĕлтĕрех çырнăччĕ. Ял хапхинчен кĕрсенех пылчăк çăрăлнине хăнăхма çук паллах. Çитменнине тата вырăнĕ шурлăхлă — çумăр çумасан та лачакаллă. Çавăнпах çăмăл машинăпа та, çуран та çÿреме кансĕр.
Ун чухне ялта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин пĕртен-пĕр ветеранĕ пурăнатчĕ. Чечек ăшĕнчи пахчара йывăр, çав вăхăтрах телейлĕ кун-çулне аса илчĕ Василий Курбаткин. Çапăçу хирĕнче «вилнĕ» тесе пăрахса хăварнăскер тыткăна çакланнă. Нимĕçсем Германие хăваланă чухне тырă пучахĕпе, купăста çулçипе хырăм выççине ирттернĕ. Кайран, тăван тăрăха килсен, вăрмантан пĕрене турттарса нимелле çурт хăпартнă... Шăпах Курбаткинсен мăнукĕ Ян Михайлов хĕсметрен таврăннăччĕ. Вăл çар тумĕпех кукашшĕпе кукамăшĕн килне çитсе кĕчĕ.
Çак эрнере каллех çула тухма сăлтав тупăнчĕ. Шел, хальхинче: «Василий Иванович... Чапаев пек», — алă тытса кĕтсе илекен пулмарĕ. Вăрçă терт-асапĕ витĕр тухнăскер çак тĕнчере çук ĕнтĕ. Урам хушшинчи асфальт çулпа утса курмасăрах çĕре кĕнĕ вăл. «Мана упăшка сивĕ сăмахпа та кÿрентермен», — пĕр вĕçĕм куççульленет Елена Григорьевна. Вĕсем 50 çул пĕрле пурăннă, савăнăçпа хуйхине çурмалла пайланă.
Ытти енчен ялта нимех те улшăнман, çаплипех шыв кÿлленчĕкĕнчен пăрăнса иртмелле. Резина атă тăхăнманшăн хама ÿпкелесе те илтĕм.
«Çав таранчченех чухăн-ши эпир? Урамра асфальт çул та сараймастпăр. Пылчăк çăрсах ĕмĕр иртет», — чун ыратăвне пытармарĕç 80-ри ватăсем. Лару-тăру лайăх енне улшăнасса вĕсем те тахçантанпах кĕтеççĕ.
Иртнĕ эрнере Раççей Президенчĕ Владимир Путин халăхăн капланса çитнĕ ыйтăвĕсене «тÿрĕ линире» хуравларĕ. Раççейре пурăнакансем 3 миллиона яхăн ыйту хатĕрленине палăртнăччĕ эпир. Вĕсенчен пĕри шăпах Пархикассинчи Шоссе урамĕнче асфальт çул çуккипе çыхăннă.
«Ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче, Владимир Владимирович эфира тухиччен пĕр сехет маларах, ыйтăва электрон çырупа ярасшăнччĕ. Килти ноутбукпа Интернет уçлăхĕпе çыхăнма май килмерĕ. Пĕтĕм ĕçе пăрахса Шупашкара васкарăм. Раççей Президенчĕ сăмах иличчен кăшт маларах, 11 сехет те 55 минутра, Кремле çыру яма ĕлкĕртĕм», — тет Василий Ивановичăн хĕрĕ Луиза Шогулина. Мускавран хурав тепĕр кунах, ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче 23 сехет те 57 минутра, çитнĕ.
Укçа уйăраççĕ
«2016 çулхи нарăс уйăхĕнче Василий Курбаткин вăрçă ветеранĕ тата Пархикассинче пурăнакансем сирĕн пата çыру янăччĕ. РФ Президенчĕн управленийĕн хуравĕнчен Шупашкар районĕнчи Çĕньял администрацийĕ пирĕн урамра асфальт çул сарма 800 пин тенкĕ уйăрма палăртнине пĕлтĕмĕр. Хытă чулпа хăйăрсăр пуçне строительство юлашкипе — кирпĕч ванчăкĕпе, бетон татăкĕпе — усă курасса çирĕплетсех калатпăр.
Пирĕн шухăшпа, асфальт çула вырăнти условисене шута илсе хатĕрленĕ проектпа смета докуменчĕсене пăхăнса сармалла. Строительство юлашкисемпе асфальт хуни, пирĕн патра уйрăмах, укçана усăсăр тăкакланипе, тавралăха ячĕшĕн хăтлăлатнипе танах...
Çавăнпах Пархикассинче çул сарас ыйтăва çĕнĕрен пăхса тухма ыйтатпăр», — Раççей Президентĕнчен пулăшу ыйтнă ял çыннисем. Çыру вĕçĕнче 11-ĕн алă пуснă. Çакăнтах строительство юлашкисемпе сарнă çул хăвăртах юрăхсăра тухнă тĕслĕхсене илсе кăтартнă. Пархикассинчи Октябрь урамĕнчи 2013 çулта юсаса çĕнетнĕ лачакаллă вырăнти çул шăтăк-путăклă. 2012 çулта Мăн Кивпулăх ялĕнче асфальт сарнă çула та йĕркене кĕртмелле.
Раççей Правительствине çитнĕ «тÿрĕ лини» ыйтăвĕсенчен хăшĕ-пĕри хăвăртах татăлнине курса ĕнентĕмĕр. Владимир Путин вĕсенчен ытларахăшĕ вырăнти çул-йĕрпе çыхăннине палăртать. Кремль администрацийĕ хуравсăр пĕр ыйтăва та хăвармасса шантарнăччĕ.
Ял тăрăхĕнче татса памалла
Шоссе урамĕнче шоссе çул çукки халăха тахçантанпах канăç памасть. Ял депутатне суйланнă Луиза Шогулина 15 çул каяллах çак ыйтăва çĕкленине палăртать. «Малтан пуçлăхсем сăмах вĕççĕн шантарнине ĕненеттĕм, кайран тин укçа-тенкĕ уйăрма ыйтса халăхпа пĕрле çыру çырма пуçларăмăр», — тет вăл.
Унăн архивĕнчи документсен тĕркипе малалла паллашатăп. 2012 çулта Шупашкар районĕнчи Çĕньял тăрăхĕн депутачĕсем — Борис Малышев, Луиза Шогулина, Валерий Романов, Татьяна Щербакова, Рудольф Васильев, Лев Петров, Андрей Лебедев, Вениамин Никифоров, Николай Марков, Виталий Отнюшков, Дмитрий Ерумин — ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ патне çул ыйтăвне татмашкăн пулăшма ыйтса çыру янă. «Пархикасси Шупашкартан 15 километрта вырнаçнă. Ялта 500 ытла çын пурăнать. Çул япăххине пула ватăсем, пĕчĕк ачасем патне «Васкавлă пулăшу» та вăхăтра çитеймест», — çакнашкал йĕркесем пур унта.
Çав çулах ЧР хула строительствин тата общество инфраструктура аталанăвĕн министрĕ Владимир Громов халăха пĕр вĕçĕм калаçтаракан ыйтăва хуравланă май саккунпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕнче çул-йĕр тăвас ыйтăва вырăнти ял администрацийĕн татса памалли çине пусăм тăвать. Шупашкар район тата Çĕньял администрацийĕсем пĕрле йĕркелекен конкурса хутшăнмашкăн çул-йĕр проектне хатĕрлеме сĕнет.
Унтанпа Пархикассисем республикăри влаç çыннисем, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем витĕм кÿрессе шанса çыру хыççăн çыру вĕçтернĕ. Лару-тăру улшăнманнине кура кăçалхи нарăс уйăхĕнче Раççей Правительствине çыру янă ял халăхĕ. Унта вырăнти лару-тăрупа паллаштарнă, Шоссе урамĕнче асфальт çулсăр нушаланакансен ĕмĕтне çитерме пулăшмашкăн ыйтнă.
Ун чухне Мускавран хурав килни статья пуçламăшĕнчи çыруранах паллă. Унта Шоссе урамĕнче ĕç пуçлама укçа уйăрнине, подрядчиксене палăртма электрон аукцион ирттерме хатĕрленнине пĕлтернĕ. Шупашкар район администрацийĕ Çĕньял тăрăхĕн администрацине Пархикассинчи Октябрь урамĕнчи çула юсама укçа пăхса хăварма сĕннине палăртнă.
Журналист килнине пĕлсе ял çыннисем урама тухрĕç. «Йĕри-таврари асфальтпа бетон завочĕсен тĕтĕмне шăршлатпăр. Хамăр пылчăкран тухса пĕтейместпĕр», — кăмăлсăрланаççĕ вĕсем.
Типессе кĕтеççĕ
Çĕньял ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ Елена Смирнова çул ыйтăвĕ çивĕччинчен пуçларĕ калаçăва. Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, пĕлтĕр раштав уйăхĕнче 2016 çулта Шоссе урамĕнче çул тумашкăн 800 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кайран, аукцион ирттерсен, 800 пинпе мар, 600 пин тенкĕпех ĕçе вĕçлеме палăртнă. Ку укçапа 411 метр çул сармалла. Тавралăх типсенех подрядчиксем ĕçе пуçăнĕç. Килĕшÿ тăрăх çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕччен Шоссе урамĕнче вĕтĕ чулпа хăйăр сармалла.
Çак укçапа пахалăхлă çул сарма пулать-ши? Ял халăхне шăпах пулас çул пахалăхĕ канăçсăрлантарать-çке. Мускавран çурçĕр çитеспе янă хурав та хаçат вулаканĕсемшĕн кăсăкли иккĕлентермест: «РФ Президенчĕ Владимир Путин ячĕпе янă сирĕн электрон çырăва шута илнĕ. Пăхса тухнă хыççăн ăна обьективлă тата пур енлĕн тишкерме, пĕтĕмлетÿпе сире паллаштарма ыйтса ЧР Министрсен Кабинетне ярса панă» — кĕскен, çав вăхăтрах уçăмлă çырнă унта. Организацисемпе граждансен ыйтăвĕсене çыру урлă йышăнакан департаментăн консультанчĕ Е.Жукова алă пуснă.
Ку ыйтăва куçран вĕçертмĕпĕр. Çитменнине, Пархикассисем татах хăнана чĕнчĕç. Пирĕн те, вăрçă ветеранĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртсе, çатма пек тикĕс те яка çулпа утса курасчĕ. Шоссе урамĕнчи шоссе çул халăхăн кăмăлне тивĕçтерсен тем пекехчĕ. Тавралăха ячĕшĕн хăтлăлатнă пек пулса ан тухтăрччĕ.
Сăмах май, вăрçă ветеранĕ Василий Курбаткин алă пусса янă ыйту хуравĕсенчен пĕри пуш уйăхĕн вĕçĕнче çаврăнса çитнĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов автомобиль çулĕ сарма проект хатĕрлемеллине тата патшалăх экспертизи витĕр тухмаллине аса илтерет.
2015 çулта Шупашкар районĕнчи 4 ялта автомобиль çулĕ сарма пуçланă. Çав тĕллевпе 17,9 миллион тенкĕ уйăрнă. Кăçал 16,6 миллион тенкĕ куçарма палăртнă, çак шутран республика бюждетĕнчен — 15,8 миллион, вырăнти хыснаран 0,8 миллион тенкĕ тăкакланĕ.
Марина ТУМАЛАНОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Статьяна пичете хатĕрленĕ май редакцие çĕнĕ документсем çитрĕç. Протоколта палăртнă тăрăх, Шоссе урамĕнчи 1-мĕш çуртран пуçласа 20-мĕш таран кăна çул сарма палăртнă. Апла тăк, вăл 26-мĕш çуртра пурăнакан Курбаткинсен килĕ тĕлне çитеймест. Аса илтеретпĕр, çулăн çак лаптăкне сармашкăн 600 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Çав вăхăтрах çак ялти Сад урамĕнче 2а çуртран пуçласа 24-мĕш таран çул сармашкăн 1 миллион та 124 пин тенк ĕ ытла пăхса хăварнă. Çынсем каланă тăрăх, унта çул ахаль те лайăх. Вырăнти влаÇ хысна укÇипе тĕрĕс усă курать-и? Çак ыйтăвăн официаллă хуравне яваплă органсенчен кĕтетпĕр. |