Archive - 15 Раштав, 2016 - Хыпар
Шар курнисем
Çĕршывра колхозсем тума пуçланă тапхăрта çирĕпрех, ыттисенчен лайăхрах пурăнакан хуçалăхсене пĕтерме тытăннă. Вĕсене «кулак» тесе айăпланă. Ку йыша пирĕн тăрăхра тĕрлĕ арман тытакансене, çĕре арендăна илсе усă куракансене, çынна тара тытса ĕçлеттерекенсене тата суту-илӳ тăвакансене кĕртнĕ. Истори архивĕнчи документсем тăрăх пирĕн ялта çеç 12 çын пулнă.
Çемье сакки çинче 70 çул ытла
"Чăваш Республикинче хаçат-журнала ман пек çырăнса илекен çук пулĕ. "Хыпара" 1944 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа пĕр кăларăм сиктермесĕр вулатăп. Унсăр пуçне "Канаш Ен", "Пенсионер", "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Российская газета" хаçатсене вулама ларатăп", — тет 96 çула пуснă Иван Гаврилович Гаврилов. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикшихре унран аслăрах çын çук. Вăл — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Килĕнче мăшăрĕпе Варвара Филипповнăпа тата кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать.
«Киле çитессĕн туйăнать...»
Муркаш районĕнчи Тивĕш ялĕнче пурăннă Михаил Алексеевич Волковăн фронтран янă темиçе çырăвĕпе вулакана маларах паллаштарнăччĕ эпир. Хĕрĕ, Галина Волкова, вĕсене паянхи кунчченех типтерлĕн упрать, час-часах уçса вулать. Тепĕр чухне хаклă çак çырусемпе сцена çине тухать. Вăрçă хаярлăхĕ, вăл никама кирлĕ мар пулни уççăн палăрать йĕркесенче. Михаил Алексеевичăн тепĕр виçĕ çырăвĕпе вулакана паллаштарас килет. Вĕсене вуланă май пурнăçа ытларах та ытларах хаклама вĕренетĕн.
"Кил-çурт, хушма хуçалăх ", 49 /898/ №, 15.12.2016
Кĕрĕке килте тасататпaр
Хĕлле ăшă кĕрĕкрен /дубленка/ пахи мĕн пултăр? Вăл сывлать, чăтăмлă, хакĕпе те йӳнĕрех. Ытти япала пекех вăл та вараланать, вăхăт-вăхăт тасатма тивет. Химчисткăна парса тасатас тесен те чăрмавлă. Пĕрре — хаклă, тепре — чăннипех те лайăх химчистка сайра. Кĕрĕке пăсса хума пултарас хăрушлăх та пур.
Градусник çĕмĕрĕлсен
Градусник çĕмĕрĕлсен ун ăшĕнчен шĕвĕ ртуть юхса тухать. Вăл шыв пек пĕр вырăнта выртмасть, пĕчĕк-пĕчĕк çаврасем пулса саланса каять. Ртуть — наркăмăшлă. Вăл пӳлĕмре пулсан пĕчĕккĕн пăсланса сывлăша варалать, сывланă майăн çын организмне лекет. Ртутьлĕ сывлăшпа ялан сывласан вăл пӳрере, пĕверте, пуç миминче пуçтарăнать, çын ртутьпе наркăмăшланать. Çыннăн пуçĕ ыратма пултарать, çăварта тимĕр тути тăрать, дерматит, стоматит паллисем пулаççĕ, сĕлеке юхма, ăш пăтранма пултарать, çын вăйсăрланать. Ртуть нерв тытăмне аркатать, наркăмăшлă сывлăшпа ялан сывлакан ăсран тайăлма та пултарать.
Ясмaк кунта çитĕнет-и?
Хаçатра ясмăк яшкин рецептне вуланă майăн çак ӳсен-тăрана эпир манма пуçлани çинчен шухăшларăм. Кукамай-асаннесем ясмăк çинчен калаçнине ас тăватăп. Эппин, пирĕн патра та акса туса илнĕ ăна. Ясмăк çинчен тĕплĕнрех çырса параймăр-ши, акса пăхас кăмăл çуралчĕ. Унăн вăрлăхне ăçта туянма пулать?
Людмила ЗАЙЦЕВА.
Патăрьел районĕ.
Чага сывлaх парнелет
Хурăн çинче ӳсекен чага кăмпа питĕ сиплĕ. Ăна сиплĕхĕшĕн «çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ» теççĕ. Кăмпа тĕрлĕ минералсемпе, антиоксидантсемпе пуян. Микробсемпе кĕрешет, вар-хырăм ĕçне йĕркелет, кĕсен-сурансене ӳт илме пулăшать, сывлав тытăмне тата чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне, веществосен ылмашăвне йĕркелет, иммунитета çирĕплетет, юна çĕнетет, юнри сахăр шайне сахаллатать — çакă йăлтах чага кăмпа пирки.