Archive - 23 Раштав, 2016 - Хыпар

23 Раштав, 2016

«Хыпар» 200-201 (27110-27111) №, 23.12.2016

23 Раштав, 2016

Шкул хăй те сăнав лапамне çаврăннă

Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул çурчĕ хальхи вăхăтра çĕклекен пĕлÿ çурчĕсенчен уйрăлса тăрать.  Икĕ пайран тăракан строительство объекчĕ Иваново ял тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хута кайнă. Проект тунă чухнех вăл темиçе ялăн ачисене йышăнмаллине пăхса хăварнă.  Аякран килекен вĕренекенсем валли ятарласа интернат хăтланă /ачасене илсе çÿреме шкул автобусĕсем пулман-çке/.  Çĕнĕ шкул пĕлÿ, культура, спорт хăйнеевĕр центрне çаврăнассине проектпа килĕшÿллĕн кунта бассейн та туни витĕм кÿнĕ.  Сăнав поселокĕ... Çакăн пек ятпа йĕркеленнĕ хутлăхри шкул темшĕн хăй те сăнав-тĕпчев лапамĕ пулса тăмалла пек. Чăннипе вара ку вĕренÿ учрежденийĕнче лару-тăру еплерех-ши? Пуçаруллă-ши хулапа тĕрлĕ яла çыхăнтаракан социаллă объектăн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем? Паянхи кун мĕнле проектсем пурнăçланса пыраççĕ Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта?  Мĕнех, çула тухса эпир те пĕчĕк кăна тĕпчев ирттерер.

23 Раштав, 2016

Пособие страховани тытăмĕ тÿлет

Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмĕн координаци канашĕн раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче çăмăллăхпа усă куракансене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтерессипе, вăхăтлăх ĕçлейменнин тата амăшлăхпа çыхăннă пособисен ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, асăннă канашăн çитес çулхи тĕллевĕсене палăртрĕç.

23 Раштав, 2016

«Выçă юлмăпăр!»: е Беларуçра бананпа киви те ÿсни çинчен

Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ хăй ĕçлекен ыйтусене çутатас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче кăçал пирвайхи хут конкурс ирттерчĕ. Пĕрремĕш хутĕнчех «Хыпар» Издательство çурчĕн виçĕ хаçачĕн /«Хыпар», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ»/ журналисчĕсене грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç те — пирĕн ĕçе хакланăшăн тавах.

23 Раштав, 2016

Çамрăк пушарнăйсем тупа турĕç

Чăваш Енри çамрăк пушарнăйсен йышĕ çак кунсенче татах пысăкланчĕ — вĕсен ретне тепĕр 85 çын тăчĕ. Шупашкарти экономика-технологи колледжĕн 1-мĕш курс студенчĕсем, «Пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçа суйласа илнĕскерсем, хăйсен юлташĕсемпе ашшĕ-амăшĕ, преподавателĕсем, Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин /ВДПО/ представителĕсем, Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем умĕнче тупа турĕç.

23 Раштав, 2016

«Чикĕ леш енĕ» сире пулăшĕ

Чăваш Ен полицийĕ Чулхулари ĕçтешĕсене "сканерщиксен" ушкăнне сиенсĕрлетме пулăшнă. Çав çынсем автомашинăсене сигнализацие сканерлакан ятарлă хатĕрпе усă курса вăрланă, "кустăрмаллă урхамахсене" Етĕрне çывăхĕнчи стоянкăна ăсатнă.

23 Раштав, 2016

Ăсталăхсăр пуçне чăтăмлăх питĕ кирлĕ

Геннадий Иванович ЕГОРОВ Çĕрпÿ район санэпидемстанцийĕн ертÿçи, больницин тĕп врачĕ, райадминистрацийĕн пуçлăхĕ /1992-1996 çç./ пулнă. Красноармейски районĕнчи Тури Вушар ялĕнче 1950 çулта çуралнăскер Хусанти медицина институчĕн санитари-гигиена факультетне пĕтернĕ. Хула-районшăн ырă ĕç нумай тунă. Паян вĕсем пирки мар, вăл ăста сунарçă пулнине шута илсе пушă вăхăта еплерех ирттерни çинчен калаçрăмăр.

23 Раштав, 2016

Каçал тăрăхĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ

Иртнĕ шăматкун Комсомольски районĕнче ентешлĕх уявĕ иртрĕ. Ăна Раççейре Кино çулталăкĕ, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ вĕçленнине халалларĕç.

23 Раштав, 2016

Мăн асаттесен йыхравĕпе…

Каçал ен çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ сумлă хăнасене Комсомольски район пуçлăхĕ Хассиятулла Идиатуллин тата район администрацийĕн ертÿçи Алексей Самаркин çăкăр-тăварпа ăшпиллĕн кĕтсе илчĕç. Уявăн малтанхи пайĕнче делегацири ентешсем хăйсен тăван ялĕсенчи шкулсене саланчĕç. Вĕренÿ организацийĕсенче çак кун Ĕç çыннин çулталăкне халалланă уроксем иртрĕç. Вĕренекенсем килсе çитнĕ хăнасен професси ĕç-хĕлĕпе кăсăкланчĕç.

Pages