Комментари хушас

23 Раштав, 2016

Пособие страховани тытăмĕ тÿлет

Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн республикăри уйрăмĕн координаци канашĕн раштав уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ анлă ларăвĕнче çăмăллăхпа усă куракансене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе, санаторипе курорт сиплевĕн путевкисемпе тивĕçтерессипе, вăхăтлăх ĕçлейменнин тата амăшлăхпа çыхăннă пособисен ыйтăвĕсене сÿтсе яврĕç, асăннă канашăн çитес çулхи тĕллевĕсене палăртрĕç.
Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕ хăйĕн полномочийĕсемпе килĕшÿллĕн инвалидсем - реабилитацин техника изделийĕсем, ветерансен йышне кĕрекен граждансен уйрăм категорийĕ валли - протезпа ортопеди хатĕрĕсем, социаллă пулăшу ирĕкĕ пуррисем валли медицина кăтартăвĕсем тăрăх санаторипе курорт сиплевĕн путевкисем уйăрать.
Асăннă тытăм управляющийĕн заместителĕ Любовь Овсянникова пĕлтернĕ тăрăх -  сусăрсене реабилитаци хатĕрĕсемпе тивĕçтерме 2016 çулта 255364,4 пин тенкĕ уйăрнă: çав шутра патшалăх контракчĕсем тата килĕшÿсем тума - 242586,9 пин, хăйсен шучĕпе туяннă тавар тăкакне саплаштарма -12777,5 пин.   
Çулталăк пуçланнăранпа çак тĕллевпе панă 31058 заявкăран 28816-шне е 92,8 процентне пурнăçланă, реабилитаци, протезпа ортопедин 3222,1 пин изделийĕпе 12146 çынна 242,488 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ. Любовь Валериановна ĕнентернĕ тăрăх - çулталăк вĕçлениччен тата 2017 çул пуçламăшĕнче ыттисен ыйтăвне те татса параççĕ.
Фонд уйрăмĕ инвалид ачасене реабилитацин техника хатĕрĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ. Ку енĕпе ятарлă проектсем пурнăçланаççĕ. Вĕсенчен уйрăмах пĕлтерĕшлипе - "Персоналлă социаллă навигаторпа" килĕшÿллĕн асăннă тытăм специалисчĕсем район-хулана тухса çÿресе сусăр ачасен ашшĕ-амăшĕпе ĕçлĕ тĕлпулусем ирттереççĕ. Унсăр пуçне уçă конкурссенче çĕнтернĕ производительсенчен туяннă хатĕрсен пахалăхне эксперт комиссийĕ тĕрĕслесе тăрать. Сусăрсене юрăхсăр изделисене кун пек чухне улăштарса параççĕ. Тепĕр чухне  производительсемпе тунă контракта пăрахăçлама та тивет.
Санатори сиплевне илес тĕк, 2016 çулта федераци бюджечĕ çак тĕллевпе уйăрнă бюджет лимичĕ 29736,6 пин тенкĕпе танлашать №29601,6 пинĕ - сипленме, 135 пинĕ - санаторие кайса килме№. Граждансен асăннă категорине йышăнмашкăн 15 учрежденипе 29583,9 пин тенкĕлĕх №1556 путевкăлăх№ патшалăхăн 34 контрактне çирĕплетнĕ. Вĕсене 1222 инвалида, 184 сусăр ачана, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 56 инвалидне, радиацие лекнĕ 14 çынна панă. Тĕпрен илсен, чылайăшĕ хамăр хутлăхри санаторисемпе курортсенче сывлăха тĕреклетет.
Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Юрий Сергеев япăх куракансене сиплев путевкипе тивĕçтернĕ чухне "Чувашия" санаторие суйламашкăн ыйтрĕ. Хальлĕхе асăннă ушкăнри сусăрсене Çурçĕр Кавказра вырнаçнă сиплевпе кану учрежденийĕсене яраççĕ. Хамăр хутлăхрине çитсе килме меллĕреххи куç курманнисемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ Юрий Ефимович. Фондăн регионти уйрăмĕн ертÿçи Галина Николаева асăннă ыйтăва тишкерме шантарчĕ.
Чăваш Республикинче вăхăтлăх ĕçлейми пулнăран тата амăшлăхпа çыхăннипе обязательнăй социаллă страхованипе тивĕçтермелли "Тÿрĕ тÿлевсем" сăнавлă проекта пурнăçа кĕртме хатĕрленнипе фондăн регионти уйрăмĕн пай пуçлăхĕ Светлана Щепелева паллаштарчĕ.
Асăннă программа 2011 çулта Раççейĕн икĕ регионĕнче - Чулхула облаçĕнче тата Карачай-Черкес Республикинче - вăй илнĕ. Хальхи вăхăтра "Тÿрĕ тÿлеве" çĕршывăн 20 субъектĕнче пурнăçлаççĕ. Çĕнĕлĕхпе усă куракансем çулленех йышланаççĕ. 2019 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче асăннă проект Чăваш Енре те ĕçлесе каймалла. Светлана Георгиевна унăн тĕллевĕсене уçăмлатрĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вăхăтлăх ĕçлейми пулнипе тата амăшлăхпа çыхăннă обязательнăй социаллă страховани пособийĕсене страхланă граждансене шутласа парассипе тата тÿлессипе çыхăннă функцисене малашне автоматизацилеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, укçа тÿлемешкĕн шута илмелли механизма пăрахăçлани граждансен социаллă хÿтлĕхне ÿстерет, страховательсен пособипе çыхăннă ĕçлĕ хутсене тишкерме тата тÿлеве палăртма каякан тăкакĕсене чакарать. Пособи палăртассин, тÿлессин уççăнлăхне вăйлатать тата кун пек чухне ултав çулĕ çине тăрассинчен асăрхаттарать.
"Тÿрĕ тÿлев" страхователе организацин çаврăнăшри укçине перекетлеме май парать тата ĕçлекен çын умĕнчи финанспа çыхăннă социаллă обязательствăсем пурнăçланмасăр юлас теветкеллĕхе сирет. Асăннă функцисене социаллă страховани фончĕ хăй пурнăçлать.
Ку çĕнĕлĕх страхланă çыншăн та пайталлă. Вăл ĕçлеме пултарайманнине ĕнентерекен документа панăранпа 10 кун иртиччен тÿлеве тивĕçет тата çакă предприятин финанс лару-тăрăвĕпе пачах çыхăнмасть, тÿлеве тĕрĕс шутлаççĕ тата параççĕ.
Фондăн регионти уйрăмĕ проект мероприятийĕсен планне хатĕрленĕ. Вĕсен шутĕнче - "Çул-йĕр картти", унпа килĕшÿллĕн страховательсене тата республика çыннисене асăннă çĕнĕлĕхпе паллаштарассипе çыхăннă информаципе ăнлантару ĕçне пуçаруллă туса пыма тата отчета электронлă майпа йĕркелеме, вĕренÿ семинарĕсем ирттерме палăртнă. Сăмах май, фондăн регионти уйрăмĕ çак ĕçе пурнăçласа пырать: хупăннă е счет çинчи укçа-тенке саккун йĕркипе туртса илнĕ е вĕсенчен суд йышăнăвĕпе пособие шыраса илме палăртнă предприятисен №çавсен шутĕнче - "Промтрактор-Вакун" АХО, "Чăвашавтодор", "Чăваш бройлерĕ" АУОсем, "Информ Стандарт Софт", "Кĕрĕк", "Шупашкарти 1-мĕш типографи", "Ютекс", "Инстрой" ОООсем тата ыттисем - пĕтĕмпе 26 организаци№ çыннисене вăхăтлăх ĕçлейменнипе, ача çуралнипе, пепкене пăхнипе тата амăшлăхпа çыхăннă пособисене хăй тÿлет. 2016 çулта çакнашкал 700-е яхăн ыйтăва пăхса тухнă, вĕсем тăрăх 18 миллион тенкĕлĕх пособи тÿленĕ.
Анлă ларура çавăн пекех РФ Социаллă страховани фончĕн регионти уйрăмĕн Координаци канашĕн çитес çулхи планне пăхса тухса çирĕплетрĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.