Шкул хăй те сăнав лапамне çаврăннă
Çĕрпÿ районĕнчи Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул çурчĕ хальхи вăхăтра çĕклекен пĕлÿ çурчĕсенчен уйрăлса тăрать. Икĕ пайран тăракан строительство объекчĕ Иваново ял тăрăхĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсен вĕçĕнче хута кайнă. Проект тунă чухнех вăл темиçе ялăн ачисене йышăнмаллине пăхса хăварнă. Аякран килекен вĕренекенсем валли ятарласа интернат хăтланă /ачасене илсе çÿреме шкул автобусĕсем пулман-çке/. Çĕнĕ шкул пĕлÿ, культура, спорт хăйнеевĕр центрне çаврăнассине проектпа килĕшÿллĕн кунта бассейн та туни витĕм кÿнĕ. Сăнав поселокĕ... Çакăн пек ятпа йĕркеленнĕ хутлăхри шкул темшĕн хăй те сăнав-тĕпчев лапамĕ пулса тăмалла пек. Чăннипе вара ку вĕренÿ учрежденийĕнче лару-тăру еплерех-ши? Пуçаруллă-ши хулапа тĕрлĕ яла çыхăнтаракан социаллă объектăн вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем? Паянхи кун мĕнле проектсем пурнăçланса пыраççĕ Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта? Мĕнех, çула тухса эпир те пĕчĕк кăна тĕпчев ирттерер.
Ĕнер - педкласс, паян - агрокласс
Сăнав поселокĕнчи шкулăн директорĕ Галина Фадеева ертÿçĕ «тилхепине» шкул уçăлнă хыççăнах тытнă. Эппин, кунта хăçан мĕн пулса иртнине никамран та лайăхрах пĕлет. Самана улшăннă май вĕренÿ тытăмĕнче пулакан реформăсем кăна мар, директор должноçĕнчи опычĕ пуянланса пыни те тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ çĕнĕлĕхе хута яма хистени куçкĕрет паллă унăн калаçăвĕнчен:
- Шкулăн мĕнле çул-йĕрпе аталанмаллине, паллах, вăхăт кăтартса пырать. Паян шкула ачасем 30 ытла ялтан пухăнаççĕ. Икĕ автобус куллен, ирпе-каçкÿлĕм, икшер рейс тăвать. Иртнĕ ĕмĕрĕн вĕçĕнче кĕçĕн классем çуллен пĕрер кăна уçăлма тытăннăччĕ. Самана таппи улшăнчĕ те - пуçламăш сыпăкри вĕренекенсем йышланчĕç. Вĕсем валли интернатăн пушаннă пÿлĕмĕсем чухах халĕ. Вĕренÿ программисене тишкерсен те çĕнĕлĕх тăтăшах пур. 1992 çулта педагогика класĕ уçнăччĕ - халĕ çук ĕнтĕ ун пекки. Апла пулин те И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУпа партнерла хутшăнусене çухатман эпир. Çар класĕ те уçнăччĕ хăй вăхăтĕнче. Хусанти артиллери çар училищипе туслă çыхăнусем йĕркеленĕччĕ. Палăртса хăварам: пирĕн шкултан вĕренсе тухнисен йышĕнче çар çынни нумай - 30 çын ытла. Çакăнта ку тăрăхра çуралса ÿснĕ Александр Викторов генерал-лейтенант витĕмĕ те пур-и, тен. Сăмах май, шкулти таврапĕлÿ музейне шăпах унăн ятне панă.
Иртнĕ эрнере черетлĕ çĕнĕ утăм турăмăр: республикăра чи малтисен ретĕнче агрокласс уçрăмăр. Ял хуçалăхĕнче квалификациллĕ ĕçченсем кирлине кура пуçарнă çĕнĕ проекта хутшăнма пире Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ сĕнчĕ.
Чăннипех вырăнлă сĕнÿ-çке: Сăнав поселокĕ - ял хуçалăх тытăмĕн ăслăлăх анинчи çĕнĕлĕхсемпе паллашма май паракан территори. Кунта - тĕрлĕ отрасль производствипе çине тăрса ĕçлекен хуçалăхсем. Агрокласра вĕренекенсенчен кашниех пулас профессине ял хуçалăхĕпе çыхăнтармасан та пухнă пĕлÿ ытти сферăра та усă кÿрессе шанать шкул ертÿлĕхĕ.
- Тĕрĕссипе, пирĕн шкулта ачан малашлăх çул-йĕрĕ тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулма тăрăшаççĕ. Çут çанталăк кашнине мĕнле те пулин пултарулăх паратех - вĕсене тĕрĕс тупса палăртма кăна пĕлмелле. Аслă классенче вĕренÿ тĕрлĕ профильпе пулса пынине пĕлетĕр ĕнтĕ. Пирĕн тĕллев - кашни ачана хăйне килĕшекен енпе вĕренме май туса парасси. Физика-математика, биологи-хими, социаллă-гуманитари, социаллă-экономика, агротехника - мĕнле кăна профиле хута ямарăмăр-ши! Кунпа кăна çырлахмастпăр паллах: вĕрентекенсем хушма пĕлÿ паракан занятисенче те - кружоксемпе секцисенче - ачасене аталантарма пулăшаççĕ, - кашни ĕçе тĕплĕ, пысăк тимлĕхпе йĕркелесе пыни сисĕнет Галина Георгиевна каланинче.
«Ташлакан шкулпа» - тĕрлĕ хулана
Темиçе çул каялла Чăваш Республикинче çакнашкал ятпа çĕнĕ проект хута кайрĕ. Сăнав поселокĕнчи вăтам шкул черетлĕ çĕнĕлĕхе «хăйĕн çинче виçме» шухăшланă. Ташă сехечĕсене вĕренÿ программине кĕртни вĕренекенсен эстетика культурине аталантарма витĕм кÿрессе шаннă та - ĕçе кÿлĕннĕ.
Физкультура - эрнере виçĕ сехет. Пуçламăш тата вăтам классенче вĕсенчен пĕрне шăпах хореографи занятийĕ валли усă кураççĕ те кунта. Шупашкарти культура училищинчен вĕренсе тухнă Татьяна Борисова çитĕнекен ăрăва ташă ÿнерĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме хăнăхтарнă май ачасене кĕвве туйма, вĕсен кĕлетке аталанăвне тĕрĕс йĕркелесе пыма пулăшать.
- Пиллĕкмĕш çул ĕçлетпĕр ку проектпа. Ачасем ташлама кăмăлласах çÿреççĕ. Çакă пире ÿсĕмсем тума хавхалантарать те. 2013, 2014 çулсенче проекта пурнăçлассипе республикăра çĕнтерÿçĕ пултăмăр. Пĕлтĕр иккĕмĕш вырăна тухрăмăр. Халĕ ĕнтĕ республика тулашне те тухса çÿретпĕр. Акă çу уйăхĕнче пирĕн ушкăн Питĕр хулинче иртнĕ «Творцы и хранители» тĕнче конкурсĕнче çĕнтерÿçĕ ятне илчĕ. Çак хуларах юпа уйăхĕнче Балти фестивалĕ иртрĕ - Кубока каллех хамăр алла илтĕмĕр. «Ташлакан шкул» проекта хутшăнман пулсан кун пек çитĕнÿсем тăвайман пулăттăмăр, - çирĕплетет Татьяна Леонидовна.
Хореографпа тĕл пулса калаçнă хыççăн çакнашкал шухăш çирĕпленчĕ: ташлани ачасен тавракурăмне те аталантарма пулăшать. Ара, тĕрлĕ хулана тухса çÿреççĕ, тĕрлĕ халăх çыннипе курнăçаççĕ - çакă ачасен чунне те пуянлататех.
Тăван халăх паттăрлăхне асра тытĕç
Шкулпа малалла паллашатăп. Куçа илĕртекенни тупăнсах пырать. Акă - картинăсен куравĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи темипе ÿкернĕ хайлавсен пуххипе кăсăкланнă май шкул ертÿçин вĕренÿ-воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне, тĕнче ÿнер культурипе пĕлÿ паракан вĕрентекене Светлана Пыренковăна чăрмантартăм.
- Пирĕн шкул Шупашкарти «Радуга» культура-курав центрĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ проекта хутшăнчĕ, - çапла пуçларĕ вăл сăмахне. - Çак проект картинче Чăваш Республикинчи вĕренĕвĕн 21 организацийĕнче «Ачасене - Аслă Çĕнтерÿ çинчен» картинăсен /кописен/ галерейи уçăлчĕ. Ӳкерчĕксене ЧР Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерстви тивĕçтернĕ субсидипе килĕшÿллĕн шкулсене яланлăхах панă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тĕп пулăмĕсене сăнланă живопиç хайлавĕсем тăрăх проекта хутшăнакан шкулсен çамрăк экскурсоводсене хатĕрлемеллеччĕ. Çак ĕçе вĕренекенсемпе пĕрле хаваспах кÿлĕнтĕмĕр. Пилĕк экскурсовод - Карина Михайлова, Алексей Рыбаков, Дмитрий Барулин, Ксения Остякова, Александра Иванова №7, 9, 10 классенче вĕренекенсем№ хавхалансах хатĕрленчĕç. «Радуга» центр йĕркеленĕ конкурсра çапла малти вырăна тухрăмăр.
Çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕпе çитĕнтерме пулăшас тĕллевлĕ проектăн усăллăхĕ куçкĕрет: Сăнав поселокĕнчи шкул галерейипе кăна кĕске тапхăрта мĕн чухлĕ çын паллашнă! Пурĕ 23 экскурси йĕркеленĕ çамрăк гидсем. Ушкăнсенче районти шкул ачисем кăна мар, педагогсем те, ветерансем те, ĕç коллективĕсем те пулнă. Эппин, асăннă шкулăн миссийĕ ачасене пĕлÿпе воспитани парассипе кăна чикĕленмест, вăл таврари социума культурăпа ăс-хакăл тĕлĕшпе ырă витĕм кÿрет.
Асамлăх тыткăнĕнче
Проект хыççăн проект... Çула тухнă кун Çĕрпÿ енри палăртнă пĕлÿ çуртĕнче вăл никĕсленнĕренпех хута кайнă, çулталăкри пĕлтерĕшлĕ тепĕр пулăм черетлĕ хутчен старт илчĕ. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн кунта ÿнер фестивалĕ иртет. Кашни класс, кăçалтан вара - шкул ÿсĕмне çитменнисен тин уçăлнă ушкăнĕ те - сцена çинче мĕнле те пулин юмах лартать. Пултарулăха аталантарас тĕллевлĕ фестивале кашни вĕренекене явăçтараççĕ.
- Эрнипех асамлăх тыткăнĕнче пурăнатпăр - кашни кун тĕрлĕ юмах курса киленетпĕр. Ĕнтĕ çак пулăм шкул картинчен те тухрĕ: чи лайăх спектакльсемпе районти тĕрлĕ шкула, садике тухса çÿретпĕр, - шкул ертÿçин воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ №хăй те çак шкултанах вĕренсе тухнă№ Ольга Хвостенкова фестивале чунтан кăмăлланине палăртать.
Сăнав поселокĕнчи шкул «бренчĕпе» мана та паллашма тÿр килнĕшĕн çав тери хĕпĕртерĕм. Çирĕплетсех калатăп: çавнашкал пуян декорацисемпе, сăнарсене туллин уçма май паракан илемлĕ тумтирсемпе кашни вĕренÿ учрежденийĕ мухтанаймĕ. Кунта вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн пулăшăвĕ-витĕмĕ пысăкки курăнать. Шкулпа вĕсен хушшинче тачă çыхăну йĕркеленнĕ тĕк - темĕнле йывăр ыйтăва та татса пама пулатех.
Ирина ПУШКИНА
Комментари хушас