Зинаида ВОРОНОВА: Мана анне арчи кăсăклантаратчĕ
Вулаканăмăра паян паллаштаракан çын — чăваш ахах-мерчен аваллăхне упракан, ăна çĕнĕ вăй парса малалла тытса пыракан Зинаида Воронова. Зинаида Ивановна — Чăваш Республикин халăх ÿнер промыслин маçтăрĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Вăл çак ĕçе виçĕ енлĕн пурнăçласа пырать: чăвашсен авалхи тумне хатĕрлет, мăн-мăн кукамайсемпе асаннесен эрешĕсене этнографи ушкăнĕсене шута илсе ăсталать тата пуканесене наци тумне тăхăнтартса «чун» парать. Çаксем çинчен тĕплĕнрех калаçма пуçличчен Зинаида Ивановнăпа çывăхрах паллашар-ха. Ăçтан вăл, тымарĕсем хăш кăкран?
— Эпĕ Елчĕк районĕнчи Елчĕк салинче çуралса ÿснĕ, Çĕрпÿри культура çутĕçĕн училищинче вĕреннĕ. Пĕлĕве малалла Мускавра, халăх искусствисен куçăн мар вĕрентекен университетĕнче тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ÿстернĕ. Районти культура çуртĕнче методистра ĕçленĕ, унтан — райĕçтăвкомăн культура пайĕн инспекторĕнче. 1987 çулта Шупашкара куçса килсен К.Чуковский ячĕллĕ ача-пăча тĕп библиотекин тĕп библиотекарĕ, тĕп хулари 54-мĕш вăтам шкул директорĕн заместителĕ, унтан пултарулăхпа çыхăннă производство мастерскойĕсен ÿнер фончĕн маçтăрĕ пулнă. Пĕр тапхăр предпринимательте те ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедрин доценчĕ.
— Авалхи чăваш тумĕ çинчен мĕн калама пултаратпăр-ха? Хĕрсем — тухья, арăмсем хушпу тăхăнса çÿренине пĕлетпĕр-ха. Анчах сурпан, сарă, çулăк, яркăч, хушпу хÿри... тата ытти сăмахăн пĕлтерĕшĕ пирки паян ку енĕпе ĕçлекен специалистсемсĕр пуçне пĕлекен çукрах.
— Шăпах çак пăтăрмахсене, çитменлĕхсене шута илсе 2007 çулта Чăваш наци конгресĕн вăйĕпе йĕркелерĕмĕр те чăваш тумĕн «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уявне. Хамăрăн историе, пуянлăха тĕрĕ урлă, тум урлă упраса хăварма тăрăшатпăр. Çакнашкал уява кашни çул Шупашкарта кăна мар, районсенче, ытти регионта пурăнакан чăвашсем патĕнче ирттеретпĕр. Чи малтан ăна Эстонири йăхташсем йĕркелерĕç. Ун хыççăн ăçта кăна пулмарăмăр пулĕ: Пушкăртстанра, Тутарстанра, Оренбургра, Мускавра, Питĕрте... Кăçал кăна, хамăн юбилей çулталăкĕнче, тум уявĕсĕр пуçне, Шупашкарта, Тутарстанри Нурлатра, Ульяновскра, Крымра, Чулхулара тата ытти çĕрте иртнĕ вун-вун курава хутшăнтăм.
— Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕршывăн тĕп хулине каллех çитсе килтĕр.
— Чăваш наци конгресĕпе Мускаври чăваш наци культура автономийĕн пуçарăвĕпе «Красный октябрь» культура керменĕнче чăваш тумĕн «Ахах-мерчен аваллăхĕ» уявĕ тепĕр хут иртрĕ. Хамăр енчен унта ЧР тава тивĕçлĕ артистки Мария Горшкова, Василий Николаев, Вячеслав Вахтеркин, «Каçал» фольклор ансамблĕ, культура институчĕн «Мерчен» коллективĕ, «Çеçпĕл» ушкăн хутшăнчĕç. Мускаври йăхташсен «Атăл» хорĕ те сцена çине тухрĕ.Мероприятин хисеплĕ хăнисен шутĕнче Раççей президенчĕ çумĕнчи полномочиллĕ представителĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Валерий Шакин, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Олег Николаев пулчĕç. Валерий Васильевич халăх тумĕ иртнипе паянхине тата пуласлăха çыхăнтаракан вăчăра пулнине палăртрĕ. «Çакăн пек чухне яланах ачалăхри ÿкерчĕк — кукамайпа асаннен арчисенчен кăларнă кĕмĕл укçасемлĕ, чăнкăртатса тăракан тухья е масмак аса килеççĕ, — терĕ вăл. — Çав самантра пÿртре тата та çутă пек туйăнатчĕ».
— Зинаида Ивановна, эсир чăваш тумĕпе, эрешĕсемпе кăсăкланасси мĕнпе çыхăннă?
— Мана та анне арчи яланах кăсăклантарнă. Унти пуянлăх — хăйĕн аллипе тĕртсе çĕленĕ улача кĕпи, пуçа çыхмалли тата ума çакмалли хатĕрсем — ылтăн-кĕмĕлрен хаклă. Анне пирĕнтен уйрăлса кайсан вăл тăхăнса çÿренĕ çи-пуçа пĕчĕклетсе пуканесене илемлетрĕм. Малтан пуканене тутăр çыхтартăм, пирĕн патра хĕрарăмсем тутăр çыхаççĕ. Кайран аннене хушпупа курас килчĕ те — пĕчĕк хушпу ăсталарăм. Çапла майпа ĕмĕт-тĕллев пукане çине куçса пычĕ. «Манăн аннен сăнарĕсем» ярăмри пĕрремĕш пукане 1991 çулта çуралнă.
— Халĕ вĕсен шучĕ паллă-и?
— Шутламан. Питĕ нумай, 550 ытла та пулĕ. Регионсенчен те ыйтаççĕ. Чылайăшĕ Мускаври, Питĕрти, Оренбургри музейсенче упранать. АПШра — Нью-Йоркри, Сан-Францискăри, çавăн пекех Италири, Францири уйрăм çынсен коллекцийĕсенче пур.
— Манăн тата тепĕр саманта — Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» фольклор ансамблĕ валли хатĕрленĕ коллекцие тата асăннă коллективăн тумĕллĕ пуканесене аса илес килет.
— 2004 çулта пурнăçланă вĕсене. Зинаида Алексеевнăпа калаçса татăлса унăн коллективĕ валли 14 костюм çĕлерĕмĕр. Эпĕ пуç хатĕрĕсемпе, кăкăр эрешĕсемпе ĕçлерĕм, Надежда Ильина — тумпа. Çавăн хыççăн пуканесен «Уяв» ансамбль юрлать» коллекцийĕ çуралчĕ. Пĕчĕк «Уявçăсем» пурте — чăваш çи-пуçĕпе. Чăн ансамбль сцена çинче юрлать, вĕсен умĕнче — «Уявçă» пуканесем!
— Американсен Барбийĕпе чăваш пуканийĕ... Танлаштарнă-и вĕсене?
— Барби, сăмах та çитмест, лайăх япала. Ăна пĕтĕм тĕнче пĕлет, туянать. Çапах ăна конвейерпа кăлараççĕ, пирĕннисене — пĕрре-иккĕ çеç. Барби çинче вăл е ку халăх тумĕ çук, чăваш пуканийĕсем чăвашсен авалхи çи-пуçĕпе. Пирĕн тĕллев — хамăрăннисене халăхра ытларах сарасси. Чăваш тумĕ çинчен курччăр, пĕлччĕр.
— Ĕлĕкхи тума тавăраймăпăр, çапах республика, Раççей, тĕнче шайĕнчи куравсенче ăна кăтартас килет. Эсир те, ăстасем, çак тĕллевпех ĕçлетĕр ĕнтĕ.
— Сцена çине XVIII-XIX ĕмĕрсенчи капăр тумпа тухнă пикесене ахах-мерчен кĕмĕл вылявĕпе танлаштарас килет. Чăваш мĕскĕн, чăваш нишлĕ пулнă тесе пире кÿрентерме пăхакансене çак пуянлăха — çĕр пин юрăпа, çĕр пин ташăпа пĕр ретре тăраканскере — кăтартасчĕ.
“Ахах-мерчен аваллăхĕ” программăна паллă ăстасен — Мария Симаковăн, Татьяна Шарковăн, Евгения Жачевăн, Надежда Ильинан, ыттисен — ĕçĕсене пысăк сцена çине кăларса халăха савăнтарас тĕллевпе кăлартăмăр. Пирĕн вĕсемпе мухтанмалла.
Пĕлтĕр Чăваш наци конгресĕ “Халăх искусствин еткерлĕхĕ” проектпа ЧР Культура министерствин грантне тивĕçрĕ. Çав укçапа чăваш тумĕсем çĕлеттертĕмĕр, унăн уявне Вăрмарта ирттертĕмĕр. Халĕ ЧНКн кашни мероприятийĕнче вĕсемпе паллаштаратпăр. Пирĕншĕн кашни эреш, кашни çĕвĕ хаклă, вĕсене çухалма памалла мар.
— Кĕлеткене ăшă пултăр тесен хулăн тум тăхăнмалла, чуна ăшăтма вара илем, ăстасен ылтăн аллинчи çипсен “вăййипе” çуралнă эреш те çитет. Зинаида Ивановна, чăваш хĕрарăмĕн çи-пуçĕ пирки тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха. Мĕнле тума мĕнпе тăхăнмалла?
— Пуç хатĕрĕсемпе кăкăр ум эрешĕсен — тухьяпа хушпусен, мăй çаккисен, çухасемпе шÿлкемесен, сурпансемпе яркăчсен — кашнин хăйĕн пĕлтерĕшĕ, вырăнĕ. Хăш-пĕр юрăç сцена çине чăваш кĕпипе тухать, анчах пуç çинче тухья, кăкăр умĕнче мăй çакки курăнмаççĕ. Хĕр-упраçăн — хĕр эрешĕсем, хĕрарăмсен сурпанпа хушпу, мăй çакки е шÿлкеме пулмалла. 40-50 çулсенчи арăмсем тухья тăхăнни вырăнсăр. Вĕсен хушпу тăхăнмалла, ун айне вара сурпан çыхма манмалла мар. Авалхи хĕрарăм çÿçе хĕрт-суртран пытарнă, çара пуç çÿремен. Çак йăлана тĕпе хурса хĕрачасемпе пикесен, хĕрарăмсен пуçа тухья е масмак, хушпу тăхăнмалла, сурпан е тутăр çыхмалла пулнă.
— Чăваш тĕрри, чăваш çи-пуçĕ пурне те тыткăнлать. Поэтсене, сăмах ăстисене илемлĕ сăвăсем çырма хавхалантарать. Сăмахран, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Чăваш халăх поэчĕ Порфирий Афанасьев сире халалласа çакăн пек йĕркесем шăрçаланă:
Чăваш тĕрри, чăваш çи-пуçĕ
Пин-пин ахах та ĕнчĕ пек.
Ытарайми çиçет яр уççăн,
Хĕмне сапать вăл тĕнчипех.
Унта шăрçи те, вутпуççи те,
Хушпу-тухйи те чăн-чăнах.
Çак хаклă тупрасен ăсти те
Ав курăр, хамăр йышранах...
— Порфирий Васильевича çеç мар, тепĕр паллă сăвăçăмăра Раиса Сарпине те тыткăнланă несĕлĕмĕрсен ахах-мерченĕ. Раиса Васильевна та “Асамлă тухьясен ăсти” сăвăпа хавхалантарчĕ мана.
— Эсир халĕ хăвăрăн пултарулăхăрти вăрттăнлăхсемпе студентсене паллаштаратăр. Çамрăксемпе ĕçлеме килĕшет-и?
— Виçĕ çул каялла культура институтĕнчи халăх ÿнер пултарулăхĕн кафедрине ĕçлеме чĕнчĕç. Халĕ çапла шухăшлатăп: эпĕ унччен ăçта çÿренĕ-ши? Студентсемпе ĕçленинчен пахи урăх нимĕн те çук пулĕ. Декораципе хушма искусство пултарулăх студийĕн ертÿçисен тата хореографи уйрăмĕсенче вĕренекенсем лайăх пĕлмелле халăх ÿнерне. Çамрăксем хамăрăн аваллăхпа кăсăкланни савăнтарать. Республика тулашĕнчен килнисем те чылай. Сăмахран, Тутарстанри Альбертпа Дарья Лукинсем, вĕреннĕ вăхăтра çемье çавăрнăскерсем, тăван хутлăхне таврăнса çак ĕçе малалла туса пычĕç.
Хамăр та шкулсене тухса çÿретпĕр, йăла-йĕркепе çыхăннă чĕрĕ уроксем йĕркелетпĕр. Эпĕ, сăмахран, ачасене чăваш тумĕ çинчен каласа кăтартатăп, çи-пуçпа паллаштаратăп, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Мария Горшкова е Лариса Васильева юрăç хăйсен уçă сассипе халăх юррисене шăрантараççĕ. Çапла та пулать: çак урока ачасем кукамăшĕсен, асламăшĕсен арчисенче упраннă кĕпесене илсе пыраççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче вĕсене тăхăнаççĕ. Çавăнтах тумпа, йăла-йĕркепе çыхăннă конкурссем те ирттеретпĕр.
— Зинаида Ивановна, 2016 çул сирĕншĕн тата тепĕр самантпа та — “Чăваш Республикинчи пахалăх марки” конкурсра çĕнтернипе — асра юлĕ.
— Асăннă конкурс “Раççейри 100 паха тавар” программăпа килĕшÿллĕн иртет. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 24-мĕшĕнче — Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунĕнче — чысларĕ.
— Эпир те сире саламлатпăр, чăвашлăх ĕçĕнче малашне те ывăнмасăр ĕçлеме иксĕлми вăй-хал сунатпăр.
Надежда СМИРНОВА калаçнă
Комментари хушас