Ватăсене ырăлăх парнелекенсем

Раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнче волонтерсен кунне çулсеренех уявлать. Çавăн пек ыркăмăллăх юхăмĕсем Чăваш Енре те пур. Шкулсенче уйрăмах хаваслă ĕçлеççĕ вĕсем.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекен Алина Анюровăпа Анастасия Елагина та волонтерсен йышне кĕнĕ. Ялти ватăсене час-часах пулăшаççĕ вĕсем, уявсенче вара юрă-ташăпа савăнтараççĕ. Пĕр хăйăр купи çинче выляса ӳснĕ юлташсем ыркăмăллăх ĕçĕнче те пĕр-пĕринчен юлмаççĕ, пултарулăх енĕпе те маттур. Пиллĕкмĕш класранпа тĕрлĕрен конкурсра палăраççĕ вĕсем. Алина сăвва палăртуллă вулассипе артистран кая мар. Раиса Сарпи, Геннадий Айхи вулавĕсене тăтăшах хутшăнать, кашнинчех мала тухать. Настя вара — волонтерсен ушкăнĕн ертӳçи. Шкул хастарĕсен «Манăн пуçару» район конкурсĕнче вăл Çĕнтерӳ кунĕпе проект хатĕрлесе иккĕмĕш вырăна тухнă.

«Ыттисене ырăлăх пар» волонтерсен ушкăнĕ пĕлтĕр сывă пурнăç йĕркине халалланă конкурса хутшăннă, лайăх енчен палăрнă. Çак ĕçе хĕрачасем чунтанах юратаççĕ. Ватăсене пулăшма çӳренĕ чухне вĕсемпе ăшшăн пуплени пурăнма та вăй-хăват парать-çке. Аслă ăру çыннисем пурнăç пирки калаçнине итлесен час-часах тарăн шухăша путаççĕ пикесем, çавăнпа вĕсемшĕн ырă ĕç ытларах тума тăрăшаççĕ.

Лариса ПЕТРОВА.

Лариса ПЕТРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.