Сиплевçĕ
Ангинăран упранмалла
Ангина чирĕн паллисем тата сиплев мелĕсем çинчен Нелли ЯКОВЛЕВА терапевт каласа парать.
Ангина /тонзиллит/ — инфекци чирĕ. Вăл организма чир микробĕсем лекнипе пуçланать. Карланкăра, сăмса хăвăлĕнче, чĕлхе кăкĕ çумĕнчи миндалинăсенче, çăвар маччинче аталанать. Ытларах стрептококк микробĕсем чирлеттереççĕ.
Ӳслĕк аптратсан
Аптекăсенче «витĕмлĕ» эмелсем тем чухлех. Тепĕр чухне арпашăнсах каятăн: «Хăшне туянмалла?» Ĕлĕкрех вара асанне-кукамай эмелпе питех сипленмен. Пыр ыратсан та, температура ӳссен те халăх медицинин меслечĕсемпе усă курнă. Витĕмлĕ те, ансат та, эмелтен чылай йӳнĕрех.
Пĕр стакан хăвăра килĕшекен чей хатĕрлемелле, унта пĕр лимон сĕткенне пусса кăлармалла, пĕр апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла. Ӳслĕк аптратсан, пыр ыратсан ĕçмелле. Чейе пĕр апат кашăкĕ коньяк е бальзам хушма юрать. Кун пек хатĕрленĕ чейе каçхине, çывăрас умĕн ĕçмелле.
***
Чага сывлaх парнелет
Хурăн çинче ӳсекен чага кăмпа питĕ сиплĕ. Ăна сиплĕхĕшĕн «çутçанталăк тĕлĕнтермĕшĕ» теççĕ. Кăмпа тĕрлĕ минералсемпе, антиоксидантсемпе пуян. Микробсемпе кĕрешет, вар-хырăм ĕçне йĕркелет, кĕсен-сурансене ӳт илме пулăшать, сывлав тытăмне тата чĕре ĕçне лайăхлатать, юн пусăмне, веществосен ылмашăвне йĕркелет, иммунитета çирĕплетет, юна çĕнетет, юнри сахăр шайне сахаллатать — çакă йăлтах чага кăмпа пирки.
Сиплĕ ÿсен-тăран
Чирлес мар тесен хупах, шурут тата кукша пуç тымарне çеç пухмалла-мĕн. Курăксемпе сиплекен, мăнастырьте пурăнакан 89 çулти Елена Зайцева çапла сĕнет.
Шурут ирттермен пĕр чир те çук. Унпа выльăхсем те сипленеççĕ. Çыншăн вăл япаласен ылмашăвне йĕркене кĕртнипе паха.
Шурут шывĕпе водянкăран, шыçăннăран, шăк хăмпи шыçнинчен тата шăк тытманран, ват хăмпинче чул пулсан, ӳпкен, мăкăльтин хăть те хăш чирне те, вар-хырăм амăкĕсене сиплеме, юнри сахăр виçине чакарма, юн пусăмне йĕркене кĕртме усă кураççĕ.