Ӳслĕк аптратсан

2 Нарăс, 2017

Аптекăсенче «витĕмлĕ» эмелсем тем чухлех. Тепĕр чухне арпашăнсах каятăн: «Хăшне туянмалла?» Ĕлĕкрех вара асанне-кукамай эмелпе питех сипленмен. Пыр ыратсан та, температура ӳссен те халăх медицинин меслечĕсемпе усă курнă. Витĕмлĕ те, ансат та, эмелтен чылай йӳнĕрех.

Пĕр стакан хăвăра килĕшекен чей хатĕрлемелле, унта пĕр лимон сĕткенне пусса кăлармалла, пĕр апат кашăкĕ пыл хушса пăтратмалла. Ӳслĕк аптратсан, пыр ыратсан ĕçмелле. Чейе пĕр апат кашăкĕ коньяк е бальзам хушма юрать. Кун пек хатĕрленĕ чейе каçхине, çывăрас умĕн ĕçмелле.

***

Каçхине ӳслĕк канăçсăрлантарнипе çывăрса каяймасассăн çак ансат мел пулăшма кирлĕ: 1 стакан вĕри шыва 3-5 тумлам йод тумлатмалла /нумай юрамасть/, шыва сыпкăмăн-сыпкăмăн ĕçсе ямалла. Ӳслĕк иртет.

Сасă çĕтсессĕн

Шăнса пăсăлнипе сасă çĕтсессĕн, ӳслĕк аптратсассăн çак меслетпе сипленме сĕнетпĕр: икĕ апат кашăкĕ теркăпа хырнă çарăка е хура çарăка /редька/, пĕр стакан вĕрекен шыва термоса ярса 7-8 сехет лартмалла. Çак хутăша чĕрĕкшер стакан, кунне 3-4 хутчен, апатчен çур сехет маларах ĕçмелле.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.