Комментари хушас

20 Çурла, 2016

Сиплĕ ÿсен-тăран

Чирлес мар тесен хупах, шурут тата кукша пуç тымарне çеç пухмалла-мĕн. Курăксемпе сиплекен, мăнастырьте пурăнакан 89 çулти Елена Зайцева çапла сĕнет.

Шурут ирттермен пĕр чир те çук. Унпа выльăхсем те сипленеççĕ. Çыншăн вăл япаласен ылмашăвне йĕркене кĕртнипе паха.

Шурут шывĕпе водянкăран, шыçăннăран, шăк хăмпи шыçнинчен тата шăк тытманран, ват хăмпинче чул пулсан, ӳпкен, мăкăльтин хăть те хăш чирне те, вар-хырăм амăкĕсене сиплеме, юнри сахăр виçине чакарма, юн пусăмне йĕркене кĕртме усă кураççĕ.

Курăк тымарĕ ревматизм, люмбаго, артрит асаплантарсан пулăшать. Курăк сĕткенĕпе çу каçипех усă курма юрать, вăл куç кураслăхне лайăхлатать. Тымарĕ остеохондроза, хĕрарăмсен амалăх чирĕсене, туберкулеза сиплет, çăпана ирттерме май парать.

Кукаша пуç тымарĕ анемие, вар-хырăмпа пĕвер усал шыççине, лимфăсем шыçăннине, диатеза, артрита, артроза, остеохондроза сиплет, юн тымарĕсене çирĕплетет.

Çуркунне кукша пуç çулçине татмалла. Икĕ сехет тăварлă шывра лартсан унăн йӳççи пĕтет, унран салат туса çимелле. Кĕркунне тымарне кăлармалла.

Хупах мĕнпур усал шыççа, сахăр диабетне, бронхита, гайморита, ревматизма, подагрăна, артрита, остеохондроза сиплет. Шăмă хуçăлсан сурана пирчеме, çурăм шăмми çинчи крыжăна ирттерме пулăшать, хăлха ыратнине лăплантарать.

Вăлах гепатитран та пулăшать. Икĕ-виçĕ уйăх сипленсен ку амакран нимĕн те тăрса та юлмĕ. Пĕвер шыççине — церроза та — ирттерет. Хупах ӳт аманнине: пиçнине, пӳрленекен сурансене, çӳç тăкăннине, псориаза тата ыттине те сиплет.

Грипп сарăлнă вăхăтра та паха вăл: кĕлетке вĕриленнине те лăплантарать, чирпе те кĕрешет. Хупах тымарĕ шалкăм çапнине те ирттерет.

Çамрăк çулçăран яшка хатĕрлемелле, салат турамалла. Тымарне ăшалама, пĕçерме, унран кофе тума май пур. Цикорипе хупах, шурут тымарĕнчен тунă кофе витĕмĕпе паха.

Чи лайăх тымар — çуркуннехи, анчах вĕсене кĕркунне те кăларма юрать. Хупах — икĕ çул çитĕнекен ӳсен-тăран. Пĕрремĕш çул ӳсекеннин, вĕтĕрех çулçăллин, тымарĕ пахарах. Куршанак кăларни, сарăхнă çулçăллин витĕмĕ çукпа пĕрех. Кун пеккин куршанакĕ кăна усăллă — шывĕ шăл сурнине ирттерет.

Тымара хатĕрлеме ăна чавса кăлармалла, çумалла, типĕтмелле, турамалла. 1 кашăк вĕтетнĕ тымара 2 стакан вĕри шыва ярса 10 минут вĕретмелле. Икĕ сехет лартмалла. Сăрăхтармалла та апат умĕн 10-15 минут маларах кунне виçĕ хутчен çуршар стакан ĕçмелле. Апат умĕн сăйлансан сиплĕ шыв тӳрех юна лекет те организма саланать.

Хупах, кукша пуç тата шурут курăкĕсене пĕр тан виçепе илсе пурне те пĕрле ĕçме те, уйрăмшар черетлесе эрнесерен урăххине хатĕрлеме те юрать.

Расна витĕмлĕ

Мăяна яшкана хушмалла. Сертепе купăста вырăнне усă курмалла. Кĕлетке вĕриленсен е шăк хăмпи шыçсан армути шывĕ ĕçмелле. Вăл лăплантарать, ӳт кăвакарнине, шыçăннине ирттерет. Алкоголизма, инсульта, шалкăм çапнине сиплет. Хура армути /чернобыльник/ арçынсен ар хăвачĕ чакнине ирттерет, нерв чирĕсенчен хăтарать. Хĕрарăмсемшĕн те паха вăл. Ӳпке туберкулезне, вар-хырăм усал шыççине ирттерет.

Тикенек /дурнишник/ усал шыççа ирттерет, арçынсемшĕн витĕмлĕ. Китайра шăпах çак курăк чейне ĕçнипе усал шыçă сахалрах аталаннă.

Кăвакал туни /герань дикая/ стенокардирен, остеохондрозран сыхлать, организмри чулсене кăларать. Талпиçен геморроя ирттерет. Вупăр курăкĕ /чертополох/ кăкăр усал шыççине сиплет.

14-15 тĕрлĕ курăкран настой хатĕрлесен кашни ӳсен-тăран хăйĕн сиплемелли, тӳрлетмелли вырăнне тупатех. Кашни курăка уйрăммăн вĕретме те юрать.

Сысна курăкне /спорыш/ миххипех пухма юрать. Ку ĕçе кĕркунне пурнăçлама та кая мар. Ăна кăштах чирлесенех ĕçмелле. Çурăм е шăмă сиппи ыратсан вăл организмран тăварсене хăваласа кăларать. Ват хăмпинчи, шăк хăмпинчи тата шыçăри чулсене салатать. Ку курăк кремни тăварĕсемпе пуян.

Шыв пăрăçĕ /горец птичий/ туберкулеза, цистита, холецистита, ревматизма сиплет, простатитран хăтарать, усал шыççа та ирттерет.

Курăк çеç мар, йывăç та сиплĕ. Пилеш чечекĕ склерозпа кĕрешет. Палан мăкăльтире тăвар пухăнасран сыхлать, холестерина чакарать. Пилеш шывĕпе настойĕ усал шыçăран сыхлаççĕ.

Палана пыл хутăшĕ витĕмлĕ. Вăрри те паха. Кăкăр усал шыççи асаплантарсан пушшех витĕмлĕ.

Ăвăс арçынсемшĕн простата сиплеме пулăшнипе паха. Катăркас чĕрене сиплет, хурăн — шыççа, юман — чĕрене, çирĕк — вар-хырăма, хыр — ӳпкене.

Шыва епле хатĕрлемелле?

Икĕ апат кашăкĕ типĕтнĕ, вĕтетнĕ курăк-çырлана эмаль е фарфор савăта ямалла, икĕ стакан вĕри шыв хушмалла. Хупăпа е алшăллипе витсе çур сехет лартмалла. Икĕ-виçĕ хут марля витĕр сăрăхтармалла. Апат умĕн 10-15 минут маларах кунне виçĕ хутчен çуршар стакан ĕçмелле. Сиплĕ шыва куллен хатĕрлемелле, ĕнерхине ĕçни усăсăр. Ăна ăшăлла та, сивĕлле те сыпма юрать. Сиплев курсĕ — 1-1,5 уйăх. Вăл е ку курăка сиктермесĕр 30 кун ĕçмеллех. Курăксем чăннипех те сиплеççĕ, анчах вăрах, çавăнпах витĕмĕ сисĕнмест.

Пĕр уйăх ĕçнĕ хыççăн пилĕк кун тăхтав тусан сиплев курсне тепĕр хутчен пуçăнма та юрать. Шала кайнă чире виçĕ-пилĕк уйăх сиплемелле.

Наркăмăшлă курăксем те — варăш /болиголов/, ухмах курăкĕ /дурман/ — сывлăхшăн паха. Анчах вĕсене çутă эрехпе хатĕрлемелле, тумлампа ĕçмелле. Сысна курăкĕ пек пачах сиенсĕррисем пур. Шĕпĕн курăкĕ, пилеш курăкĕ, армути пек кăштах наркăмăшлисене икĕ стакан вĕри шыва пĕр чей кашăкĕ ярсан та çителĕклĕ.

Хăçан пуçтармалла?

Ӳсен-тăран çын пекех — каçхине çывăрать. Ирпе вăранса сывлăмпа çăвăнать. Чечекри курăк — чи пахи. Çеçкине тăксан курăк-йывăç пĕтĕм вăйне вăррине парать. Курăка хĕвеллĕ кун сывлăм типсен кăнтăрла иртсе икĕ-виçĕ сехетчен кĕлĕ вуласа пухсан аван. Сулхăн, анчах çил вылякан вырăнта типĕтсен лайăх. Курăка полиэтилен çатăркара упрамаççĕ — пахалăхне çухатать. Ăна пусма сумкăра, хут курупкара, кĕленче савăтра тытаççĕ.

Йывăç çулçине Çимĕкчен татсан аван. Вĕлтĕрене, кукша пуçа, шĕпĕн курăкне, сертене тухнă-тухман типĕтмелле. Чылай курăкăн вăррине те пухаççĕ.

Тĕрлĕ чир-чĕре сиплемелли курăксем

Вар-хырăм /гастрит, катар, апат япăх ирĕлсен, йӳçек хăпарсан/ валли:

Тăтăшах пăшăрханаканăн адреналин тухать те вар-хырăма çунтарать. Кун пек чухне лăплантаракан курăксем: суккăр вĕлтĕрен, хура армути, пĕтнĕк, мелисса, зюзник, ама хупахĕ, мулкач курăкĕ /тысячелистник/, шалфей, шурлăх туни /сушеница/, хурăн çулçи, сар çип ути /зверобой/, салтак тӳми, шăнăр курăкĕ, хăмла, валериана тата сенкер чечек /синюха голубая/ тымарĕ кирлĕ.

Пĕвер валли:

Малтан пĕвере УЗИ туса тĕрĕслемелле.

Енчен те пĕверте чул çук тăк пилеш курăкĕ, тăкăнман чечек /бессмертник/, календула, сивчир курăкĕ /репяшок/, матрӳшке /душица/, тырă мурĕ /дымянка/, сар çип ути, вĕлтĕрен, кукурус çӳçĕ, ама хупахĕ, хур ури /лапчатка гусиная/, сысна курăкĕ, чăрăш тăрри, хăмла, шĕпĕн курăкĕ /чистотел/, шăши тикенекĕ /череда/ пухмалла.

Сипленме пуçличчен тухтăрпа канашламалла.

/Вĕçĕ çитес номерте/.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.