Комментари хушас

23 Пуш, 2017

Ангинăран упранмалла

Ангина чирĕн паллисем тата сиплев мелĕсем çинчен Нелли ЯКОВЛЕВА терапевт каласа парать.

Ангина /тонзиллит/ — инфекци чирĕ. Вăл организма чир микробĕсем лекнипе пуçланать. Карланкăра, сăмса хăвăлĕнче, чĕлхе кăкĕ çумĕнчи миндалинăсенче, çăвар маччинче аталанать. Ытларах стрептококк микробĕсем чирлеттереççĕ.

Микроб çынран çынна сывлакан сывлăш теприне лекнипе, алăсем, савăт-сапа, пахалăхсăр апат урлă ерет. Чир микробĕ лекнĕ çын шăнсан, хавшакрах сывлăхлă пулсан организмăн хÿтлĕх вăйĕ чакнипе чир хăвăрт аталанать. Уйрăмах çуркуннепе кĕркунне чир вăйлăрах сарăлать.

Ангина чухне пыр ыратма пуç­лать, хĕрелет, апат çăтма йывăр, ÿт температури ÿсет, хăлха хыçĕнчи, янах айĕнчи лимфоузелсем шыçса пысăкланаççĕ, ыратаççĕ. Микробсен ĕçĕн наркăмăшне пула пуç ыратать, вăй-хал пĕтет. Чирĕн япăх витĕмĕ пур, вăл шала каять, ытти органсен чирĕсене аталанма май парать. Сиплесе çитереймен ангина ревматизм, пÿре, чĕре, артрит чирĕсене çул уçать.

Çавăнпа ангина аптратсан тухтăр патне каймалла, сипленмелле. Йывăр чирлисене стационарта сиплеççĕ.

Мĕн тумалла? Пыр ыратма пуçланине туйсан пыра час-часах чÿхеме тытăнмалла. Фурацилин шывĕ /пĕр тÿме — çур стакан шыва/, содăна çур чей кашăкĕ пĕр стакан шыва ярса, салтак тÿми, календула тата ытти эмел курăкĕсен отварĕпе чÿхеме пулать.

Ангинăпа чирлекен çын апачĕ çемçе, ăшă пулмалла. Сивĕ е вĕри апат юрамасть. Ăшă шыв нумай ĕçмелле.

Традициллĕ медицина ангинăна антибиотик эмелсемпе сиплет. Мĕнле эмел ĕçмеллине, дозине сиплекен тухтăр палăртать.

Прополис — витĕмлĕ эмел. Ангинăн вăйлă тĕслĕхĕнче те лайăх пулăшать вăл. Кача чĕрне пысăкăш татăка апат çинĕ хыççăн чăмлани, çывăрма выртас умĕн прополис тĕпренчĕкне çăварта тытни втĕмлĕ. Кунне 5 г яхăн прополис чăмлани çителĕклĕ. Чăн-чăн прополис кăштах çăварта хĕртет, чĕлхене чĕпĕтет. Пахалăхлă прополис ангинăна 2-3 кунра ирттерет.

Лимон касăкне хуппипех çăварта тытмалла. Пĕр сехете яхăн çÿресен ăна çăтса яма юрать. Кунне виçĕ хутчен лимон касăкĕ ĕммелле. Ку меслет чир пуçламăшĕнче витĕмлĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.