Çемье сакки çинче 70 çул ытла

15 Раштав, 2016

"Чăваш Республикинче хаçат-журнала ман пек çырăнса илекен çук пулĕ. "Хыпара" 1944 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа пĕр кăларăм сиктермесĕр вулатăп. Унсăр пуçне "Канаш Ен", "Пенсионер", "Кил-çурт, хушма хуçалăх", "Российская газета" хаçатсене вулама ларатăп", — тет 96 çула пуснă Иван Гаврилович Гаврилов. Канаш районĕнчи Вырăскас Пикшихре унран аслăрах çын çук. Вăл — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ. Килĕнче мăшăрĕпе Варвара Филипповнăпа тата кĕçĕн ывăлĕпе пурăнать.

Ăс-тăнĕ çирĕп, иртнине Иван Гаврилович пач такăнмасăр, вăрах шухăшламасăр аса илчĕ. Ăна калаçма çеç йывăртарах. Унсăр пуçне тăтăш пĕр вырăнта ларма тивнĕрен-ши пурăнса ывăннине асăнчĕ. "Эпĕ астăвасса иртнĕ вăрçă хыççăн ялта пĕр арçын кăна 93 çула пурăнса çитнĕччĕ. Ун хыççăн вăл çакăнса вилчĕ. Ман ӳсĕмрисем пурте пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Хальхи пурнăçа хурламастăп, мана лайăх пăхаççĕ. Анчах вĕсене чăрмантарас килмест, хама та кансĕр. Çулла картишне тухса ларма пултаратăп, каялла кĕмешкĕн картлашкапа хăпарма йывăр", — палăртрĕ вăрçă инваличĕ.

Çемьере Гавриловсем улттăн ӳснĕ. Иванран аслăраххисем, кĕçĕнреххисем çут тĕнчепе сывпуллашнă. Вăл вара ашшĕпе амăшĕ пурăнса çитнĕ вăхăта /89 çула\ та парăнтарнă, вăрçă çулĕпе те утса тухнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан Иван Гаврилов Канашри педучилищĕре ăс пухнă. Анаткас Кипеч шкулĕнче çамрăк специалист 1 уйăх кăна ĕçлеме ĕлкĕрет. 1940 çулта ăна çара илеççĕ. Вăл Инçет Хĕвелтухăçне лекет, кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕренет. Чаçре пĕр районти çамрăкпа тĕл пулать. "Вăл вăхăтра вĕреннĕ çын сахалччĕ. Ентешĕм авланнă пулсан та çырма пултараймастчĕ. Мăшăрĕ патне ямашкăн мана çыру çыртаратчĕ", — аса илчĕ ветеран. Вăрçă чарăнсан вăл ăна пĕрре мар тĕл пулнă.

Нимĕç фашисчĕсем çĕршыва тапăннă вăхăтра Иван Гаврилович кĕçĕн командирсен шкулĕнче инструктор пулнă. Вĕсен чаçне /строительствăпа çыхăннă\ инçете яман, вырăнта хӳтĕлеме хăварнă. Анчах чăваш каччи хăйĕн ирĕкĕпе фронта куçарма ыйтнă. 1942 çулта кăна Инçет Хĕвелтухăçĕнчен Пермь крайне лекнĕ. Кунта хĕле кĕрес умĕн йĕлтĕрçĕсен уйрăм батальонне йĕркелеме тытăннă. Часах ăна Урала, Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне илсе каяççĕ, рота старшини пулма шанаççĕ. Пĕррехинче чаç аслă çулпа пынă май хăйне хушаматпа чĕннине илтет. Тăван ял ачи иккен. Нумай калаçма вăхăт çук. "Петя, сумкăра 3-4 печени пур. Акă ил", — тет те аран хăйĕн чаçне хăваласа çитет.

Ротăра асли пулнăран салтаксем валли апат илме те çӳренĕ. Пĕррехинче çапла вăрман уçланкинче снаряд çурăлать. Иван Гаврилов урине амантать. Рязаньти госпитальте сипленет. Кунта ăна ашшĕ те курма пырать. Ун хыççăн вăл Горькинчи запасри батальона, кайран каллех Çурçĕр Хĕвеланăç фронтне лекет. Темĕн те курма тивет унăн. Анчах нимĕç фашисчĕсене тапăннă хыççăн рота командирне тытса кайнине нихăçан та манаймĕ. Вăл вырăс пулманнине Иван малтанах чухланă-ха, ăнсăртран окопра ют чĕлхепе пупленине илтнĕ. Чикан пулнă иккен лешĕ. Çапăçу вăхăтĕнче хăйне хăй амантнă. Çакăншăн ăна хупнă.

Иккĕмĕш хутĕнче чăваш ачине наступление кайнă чух амантаççĕ. Артиллери снарячĕ аллинчи автоматне айккинелле вăркăнтарать. Витĕр тухнă пуля 20 см сылтăмарах лекнĕ пулсан вăл чĕре витĕр тухатчĕ. Партизансем аманнисене госпитале илсе каяççĕ. Иван Гаврилов Уралта сипленет. Вăл вăхăтра Канашра та госпиталь пулнăран унта куçарма ыйтать. Часах 2-мĕш ушкăн инвалидне киле яраççĕ. Ун чухне 1944 çул пынă.

Алли ĕçлеменрен малалла шкулта вăй хурас ĕмĕт татăлать. Райком ăна Канаш почтамтĕнчи "Союзпичет" пĕрлешĕве ертсе пыма сĕнет. Кунта Иван Гаврилович 10 çул тăрăшать. Хаçат-журнала вăл шăпах çак вăхăтран çырăнса илет те. Ун хыççăн котельнăйпа сварка заводĕнче, пенсие тухас умĕн кирпĕч заводĕнче инженерта ĕçлет.

Ветеран нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсем çинчен вулать, радиопа та итлет. "50 çул çемье пурнăçĕпе пурăнатпăр теççĕ, мухтанаççĕ. Эпир арăмпа 70 çул ытла пĕрле", — палăртать вăл. Варвара Филипповнăпа вĕсем 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче мăшăрланнă.

Арăмĕ упăшкинчен виçĕ çула яхăн кĕçĕн, анчах халĕ те маттур, ларма-тăма пĕлмест. Хĕр чухне Морзе азбукипе кăсăкланнă вăл. Ăна юратса вĕреннĕ. "Капла вăрçа илсе каясран шикленместĕн-и? Унашкаллисене часах фронта ăсатаççĕ", — асăрхаттарнă ял çыннисем. "Хăрамастăп. Кашнин хăйĕн телейĕ", — пат татса хунă хĕр-упраç.

Мăшăр 4 ача çуратса çитĕнтернĕ. Шел, инçетре пурăнакан пĕр ывăлĕ çамрăкла çĕре кĕнĕ. Çакă та ватă салтакăн чĕрине ыраттарать.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.